Пур хыпар та
Общество
15 Кӑрлач 2019, 18:14

Тĕлĕнтермĕш ÿсентăрансем

Уфари лимонаринче хĕрлĕ банан тата пÿрне евĕрлĕ цитрон çеçкене ларнă.

Уфари лимонари руководителĕ Фарида Садыкова бархат банан çеçкене ларнине палăртнă, ăна тата хĕрлĕ банан тесе те калаççĕ. Лутра банансен пĕрремĕш çимĕçĕсем те пур. Палăртас пулать, хĕрлĕ бананăн пĕрремĕш тухăçне 2017-мĕш çулта пухса илнĕ.


Папая - йăлтăркка чечекре. Часах лимонсем çеçкене ларĕç.

Цитруссен пĕрремĕш тухăçне пухса илнĕ ĕнтĕ. Халĕ çеçке çурнине февраль вĕçĕнче курма пулать.


Пÿрне евĕрлĕ цитрон („Рука Будды”) хăйĕн пĕрремĕш çимĕçĕсене панă. Тĕлĕнтермĕш ÿсентăрансене куллен 17.00 сехетчен курма пулать.


Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.
Читайте нас: