Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Кӑрлач 2019, 13:31

Хушма тÿлев кам илĕ

Пенси системине лайăхлатасси çинчен закон вăя кĕнĕ

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа яллă вырăнта пурăнакан тата ял хуçалăхĕнче ĕçленин 30 çул стажĕ пур ĕçлемен пенсионерсен страхлав пенсийĕн страхлав тÿлевне 25% ÿстерессине çирĕплетнĕ. Ял хуçалăхĕнчи ĕç стажне шутласа пама Россия Федерацийĕн Правительствин Постановленийĕпе çирĕплетнĕ ĕçсен, производствăсен, профессисен, должноçсен, специальноçсен списокĕпе усă кураççĕ.
Çирĕплетнĕ списокра - ялхуçалăх предприятийĕсен, колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ÿсентăран ÿстерессинче, выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетессинче ĕçлекенсен 500 ытла профессийĕ, должноçĕ тата специальноçĕ. Унта çаплах машина-трактор станцийĕсен, колхозсем хушшинчи организацисен, ялхуçалăх артелĕсен ĕçченĕсене те кĕртнĕ.
Ÿсĕм ахаль ĕçченсене çеç мар, руководительсене те пырса тивет: совхозсен директорĕсене, колхозсен председателĕсене, цехсен тата бригадăсен руководителĕсене тата ыттисене. Çывăх профессисем те – гидротехник-инженерсем, мелиораторсем, çĕрйĕркелÿçĕсем, энергетиксем тата ыттисем – списока лекнĕ. Чи кирли – вĕсен ĕç вырăнĕ шăпах ялхуçалăх предприятийĕ пулни.
Çакăнсăр пуçне, профессисен списокĕпе пĕрле правительство ял хуçалăхĕнче ĕçленин стажне кĕртекен ĕç тапхăрĕсене шутласа кăлармалли йĕркене те çирĕплетнĕ. Постановленипе килĕшÿллĕн, пенси çумне хушса паракан çирĕплетнĕ тÿлеве илес тесен (сăмах пенсин икĕ тĕсĕ çинчен пырать: ватлăхпа паракан страхлав пайĕ тата инвалидлăхпа паракан страхлав пайĕ), ял хуçалăхĕнче 30 календарлă çултан кем мар ĕçлемелле.
Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант: йĕркепе килĕшÿллĕн, пенсин хушса панă çирĕплетнĕ тÿлевне яллă вырăнта яланах пурăнакан граждансем илĕç. Енчен гражданин ялта регистрациленнĕ тата çавна унăн пенси ĕçĕнче (документсен пуххи) кăтартнă пулсан, пурăнакан вырăна çирĕплетсе памалла мар. Енчен те сăмах чăннипе пурăнакан вырăн çинчен пырсан, Пенси фончĕн территорири органне е госпулăшусен нумай функциллĕ центрне заявлени памалла.
Çавăн чухне, енчен те пенсионер пенсине хăй пурăнакан вырăна почтăпа (банкри счет çине мар) леçсе парассине суйласа илсен, çак тĕслĕхре пурăнакан вырăна кашни çул çирĕплетсе памалла пулмĕ.
Пĕлтерĕшлĕ самант. Правительствăн 1440 №лĕ постановленийĕнче Ял хуçалăх министерстви тăратнипе тата Пенси фончĕпе калаçса килĕшнипе, енчен те пĕр-пĕр ялхуçалăх ĕçĕ, производство, професси, должность тата специальность „урăхла ятлă” пулнă пулсан, Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви çирĕплетнĕ списокпа шута илнĕ „ĕçсен, производствăсен, профессисен, должноçсен, специальноçсен пĕрпеклĕхне” çирĕплетме пултарассине шута илнĕ.
Ĕçсен, производствăсен тата профессисен тулли списокĕпе (ялта пурăнакан çынсен пенсин çирĕплетнĕ тÿлевĕн виçине ун тăрăх ÿстерĕç) «АХ» хаçатăн сайтĕнче паллашма пулать: aur-vesti.ru/articles/media/2019/1/14/500-professij/
КОММЕНТАРИ

Гузель Хуснутдинова,

Пенси фончĕн

районти Управленийĕн начальникĕ.
Ялта пурăнакан, вĕсен ĕçĕн тĕп тĕсĕ ял хуçалăхĕ мар пулса тăракан организацисенче тата учрежденисенче (шкулсенче, ял Совечĕсенче, фельдшер тата медицина пункчĕсенче тата ыттисенче) ĕçленĕ çынсен çирĕплетнĕ тÿлевĕ ÿсмĕ.
Ялхуçалăх отраслĕнче ĕçленин 30 çул стажне ĕç кĕнекинче çырса хунипе çирĕплетмен пенсионерсем çĕнĕрен шутласа пама хушма документсене кирек хăш вăхăтра та ПФ Управленине тăратма пултараççĕ. Çĕнĕрен шутласа пама 2019 çул хушшинче (урăхла каласан, январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен) ыйтса килсен, çулталăк пуçламăшĕнчен, илме тивĕçлĕ суммăна çухатмасăр, çĕнĕрен шутласа параççĕ. 2019 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн ыйтса килнĕ тĕслĕхре страхлав пенсин çирĕплетнĕ тÿлевне çĕнĕрен шутласа пама ыйтни çинчен заявленине йышăннă уйăх хыççăнхи уйăхăн 1-мĕш числинчен пуçласа шутласа параççĕ.
Хальхи вăхăтра ĕçлемен тата тивĕçлĕ стажĕ пур районти 2068 çыннăн çирĕплетнĕ тÿлевне ÿстернĕ. Кăçалхи январьтен пуçласа кашни уйăхри ÿсĕм 1333,54 тенкĕ пулать. Ÿсĕм заявлени памасăрах, пенси (тÿлев) ĕçĕнчи сведенисем тăрăх, автоматла пулнă.
Читайте нас: