Пур хыпар та
Общество
14 Кӑрлач 2019, 16:03

Çĕр çулччен пурăнма!

Толбазă ялĕнчи чи ватă çынсенчен пĕри Анисия Прокопьева 95 çул тултарнă. Вăл вăрăм ĕмĕрлисен йăхĕнчен. Унăн асламăшĕ 120 çул пурăннă.

Толбазă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Айдар Нафиков ăна çак питĕ лайăх датăпа саламларĕ. Вăл тыл тата ĕç ветеранне Россия Президенчĕн Владимир Путинăн Саламлă çырăвне тата парнине пачĕ.


Анисия Михайловна Таштамак ялĕнче нумай ачаллă çемьере (12 ача) çуралнă. Мĕн ачаран черчен хĕрача çине йывăр ĕç, кĕçĕннисене пăхасси тиеннĕ. Вăрçă çулĕсенче ăна, ытти нумай çамрăк хĕр пекех, вăрман хатĕрленĕ çĕре ăсатнă. Выçăллă-тутăллă, япăх тумтирпе вĕсем вăрманта иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ. Сивĕ бараксенче пурăннă, çара саксем çинче çывăрнă. Çĕршывра пулса иртни пĕтĕмпех Анисийăн шăпинче йĕрленнĕ. „Нимĕнле ĕçрен те пăрăнман, çавăнпа та чĕрĕ юлнă!” – аса илет вăл.


50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Ефим Прокопьев фронтовика качча тухнă, ун патне Толбазăна куçса килнĕ. Мăшăрĕпе тăватă ача – виçĕ ывăл тата хĕр çитĕнтернĕ. Упăшкипе пĕрле ĕç хыççăн хăйсен хуçалăхĕнчи ĕçсене тума ĕлкĕрнĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытнă, хĕллене валли апатсем хатĕрленĕ, кирлине пĕтĕмпех пахчара ÿстернĕ. Килĕнче те – пĕтĕмпех çуса тасатнă, апат хатĕрленĕ. Нихăçан та ывăнни пирки ÿпкелешмен.


Вăл вăрăм ĕмĕрлисен йăхĕнчен. Пиччĕшĕ, Сергей Петров фронтовик, Уфара пурăнать, вăл 102 çулта. Иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ, Владимир Романов вăрçă участникĕ, Çĕнĕ Федоровка ялĕнче пурăнать, 95 çулта. Ялти ватă çынсем каланă тăрăх, унăн асламăшĕ 120 çула çитиччен пурăннă.


Халĕ юбиляр нумай та пулмасть туса лартнă çуртра кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Унăн ултă мăнук – пурин те аслă пĕлÿ.


Несĕллĕх палăрать пулмалла, пĕлтĕрхи çулла вăл пахчине вăр-вар çумласа тухнă. Паянхи кун та çирĕп, майĕпен кил-çуртра тăрмашать. Ветерана тепĕр юбилейччен – çĕр çулччен пурăнма сунатпăр! Турă парсан, ытларах та!
Читайте нас: