Сотрудниксем Мария Дугина руково¬дительпе хăйсем патне хăнана „Голос” телевидени конкурсĕн финалистне Рушана Валиевана амăшĕпе пĕрле чĕннĕ. Конкурс пынă чухне вĕсем пирĕн ентешшĕн хумханнă, тахçанах унпа тĕл пулма ĕмĕтленнĕ.
Тĕлпулу пылак апатсемпе тата уяв торчĕпе чей ĕçнĕ май Раштав улахĕ пек иртрĕ. Сăмах май, тортсенчен пĕрне, Рушанăн портречĕпе, тата сотрудниксем декоративлă материалсенчен хăйсем тунă Раштав композицине хăнана парнелерĕç. Уяв сĕтелĕ хушшинче Рушана конкурс мĕнле иртни çинчен, хăйĕн наставникĕ, конкурсантсем çинчен каласа пачĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Мария Сергеевна хăй ертсе пыракан организаци пурнăçĕ çинчен пĕлтерчĕ. Вăл пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, пурне те тăнăçлăх, ырăлăх, сывлăх тата ырлăх-пурлăх сунчĕ.
Толбазăра пиллĕкмĕш уйăх „Ярослава” кризис центрĕ ĕçлет. Салават тата Кумертау епископĕ Николай пилленипе тунă коммерциллĕ мар автономлă организацин тĕп тĕллевĕ – пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ йывăрлă хĕрарăмсене тата амăшĕсене пулăшасси. Вĕсем кунта чăн пулăшу илеççĕ, çемье пурнăçне май пур таран çывхартнă условисенче, ырăлăхпа юрату лару-тăрăвĕнче пурăнаççĕ.
Уяв умĕн кризис центрĕ „Ачасене Раштав парнеле” ыркăмăллăх акцийĕ ирттернĕ. Акци йĕркипе сотрудниксем инвалид ачасене, йывăр условисенче пурăнакан çемьесенчи ачасене 110 парне салатса панă. Ялсовечĕсен администрацийĕсем туса хатĕрленĕ список тăрăх вĕсем Бишкаин, Чăваш Хурамал, Çĕнĕ Адзитар, Треппел, Турсугалĕ, Таштамак ялĕсенчи, район центрĕнчи çемьесенче пулса курнă. Центр çаплах „Раштав вертепĕ” епархи конкурсне те хутшăннă, унта „Владыкăн ятарлă призĕ” гран-прине çĕнсе илнĕ. Салават тата Кумертау епископĕ Николай грамота панă.
Кризис центрĕ ĕçленĕ вăхăтра кунта тăватă çемье пурăннă, икĕ ача (хĕрачапа арçын ача) çуралнă. Паянхи кун Наумкин ялĕнчи виçĕ ачаллă хĕрарăм пурăнать. Çак çемье пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ, пурăнма юрăхлă мар çуртра пурăннă, укçи-тенки пулман. Упăшки - ирĕксĕр хăварнă вырăнсенче. Кĕске вăхăтра хĕрарăма ĕç тупса панă, аслă хĕрне шкула вырнаçтарнă, кĕçĕннисем çак кунсенче ача садне çÿреме пуçлĕç.
- Эпир муниципаллĕ тата регион структурисемпе пĕрле ĕçлетпĕр. Пирĕн задача – ачасен пурнăçне сыхласа хăварасси, амăшĕпе ачине уйăрма паманни, çемьесене пĕрлештересси, хĕрарăма пуласлăх, лайăхрах пурнăç шанăçне парасси. Айăпласси, питлесси – пирĕн ĕç мар. Эпир хамăрăн хÿтлĕхрисене хак пама тăрăшмастпăр. Ыйтнине хуравласа, ют çыннăн харпăр хăйĕн хутлăхне, пурнăç йĕркине хисеплесе пулăшатпăр, - тет центр руководителĕ.
Çĕнĕ çултан кунта ĕçĕн тепĕр çул-йĕрне – вырăнпа выртакан чирлĕ çынсене пăхасси тата пулăшасси – уçма планлаççĕ. Енчен те çемьесенче çавăн пек кирлĕлĕх пур пулсан, çынсем кризис центрне килме пултараççĕ. Пулăшусем тÿлевсĕр.