Пур хыпар та
Общество
10 Кӑрлач 2019, 18:55

Владиславан наградисем

Семен ялĕнчи шкулта вĕренекен Мускавра çĕршывăн Тĕп елкине хутшăннă

Российăн пĕтĕм регионĕнчен пухăннă пилĕк пине яхăн чи лайăх ача – олимпиадăсен çĕнтерÿçисем, спортсменсем, камăн-тăр пурнăçне çăлса хăварнисем - шутĕнче улттăмĕш класра вĕренекен Владислава Иванова та пулнă.

Пушкăртстан делегацийĕ составĕнче – пирĕн районăн пĕртен-пĕр представителĕ. Вăл çак чыса мĕншĕн тивĕçнĕ-ха?
Чи малтан, спортри çитĕнÿсемшĕн. Хĕрача пуçламăш классенчен пуçласа спорт ориентированине тăрăшса хутшăнать. Вăл – пĕрре мар республикăри ăмăртусен çĕнтерÿçи тата пĕтĕм Российăри ăмăртусен призерĕ. Иртнĕ çулта аслисен пĕрремĕш разрядне пурнăçланă. Вĕренÿре те унăн – çитĕнÿсем çеç, олимпиадăсенчи çĕнтерÿсем.
- Манăн çитĕнÿсем – манăн учительсен çитĕнĕвĕсем те. Спорт ориентированийĕпе манăн кашни награда – вăл çаплах манăн тренерăн Шамиль Кудашевăн пысăк ĕçĕ те, - тав туса калать спортсменка.
Владислава нумай ачаллă çемьерен. Унăн пилĕк аппăшĕ те çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ. Ашшĕ- амăшĕнчен вĕсене ĕçченлĕх, çирĕп тĕллевлĕх куçнă. Амăшĕ, Надежда Демьяновна, фермăра зоотехникра ĕçлет, ашшĕ, Анатолий Владимирович, шкулта завхозра ĕçленĕ, халĕ пенсире.
Кремльти елкăра пулса курса, ял хĕрачи Мускавран хавхаланса таврăннă.
- Манăн пĕлĕве тата та ÿстерес ăнтăлу çуралчĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ унта вĕсемпе чун-чĕререн хавхаланма пултармалли хĕрачасемпе тата арçын ачасемпе паллашрăм, - каласа парать вăл.
Çамрăк спортсменка хăйĕн умне çĕршыв чемпионĕ пулса тăма тĕллев лартнă, çавăнпа кашни кун тăрăшмалла. Вăл хăйĕн кăмăл çирĕплĕхĕ тата çине тăни пулăшассине шанса тăрать.
Читайте нас: