Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Кӑрлач 2019, 13:32

Çÿп-çап реформи пуçланать

Кăçал аургазăсене йăлари хытă каяшсемпе усă курмалли çĕнĕ система кĕтет.

Çÿп-çапа харпăр кил-çуртран тата нумай хваттерлĕ çуртсенчен кам тата хăçан пуçтарассине, ăна ăçта пухса пырассине тата утилизацилессине, тата, чи кирли, çĕнĕ пуçару ял çыннисемшĕн мĕн хака кайса ÿкессине район администрацийĕнче канашлура сÿтсе яврĕç.


Коммуналлă хуçалăх „ретрен” тухса ÿкет

Толбазăсем хăнăхса çитнĕ схема, ун чухне ПУЖКХ машинисем йĕркене кĕртнĕ графикпа çÿп-çап миххисене килĕрен пухнă, хытă улшăнĕ. Канашлăвăн модераторĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ Ильдар Амирханов района „ЭКО-Сити” регион операторĕ тивĕçтерсе тăрасси çинчен пĕлтерчĕ. Çÿп-çап пухас тата турттарса тухас енĕпе Стерлитамакри „ДворЭкоСервис” компани подряд организацийĕ пулса тăрĕ. Унăн ĕçченĕсем коммуналлă хуçалăха пĕтĕмпе улăштарĕç. Çитменнине тата, район центрĕнче çеç мар, ялсенче те ĕçлĕç.


Предприяти директорĕн Антон Подоплеловăн сăмахĕ тăрăх, района 20 кубла метр шăнăçтарма пултаракан çÿп-çап турттаракан икĕ машина уйăрса парĕç (ПУЖКХн - сакăр кубла метрлă). Вĕсем эр¬нере икĕ хут килсе çÿрĕç. Çÿп-çапа Ишим-бай хулинчи йăлари хытă каяшсен полигонне турттарĕç.


Çакăн пек схемăпа усă курнин лайăх тĕслĕхĕ районта пур ĕнтĕ. Семен ялĕнче çÿп-çап турттар¬са каяс тата утилизацилес енĕпе виçĕ çул тăршшĕне айккинчи организаци ĕçлет. Çынсен çÿп-çап пакечĕсене ятарласа уйăрнă вырăнта хăвармалли юлать тата тÿлеме манмалла мар çеç. Витĕмлĕ схема. Ял тăрăхĕнче стихийăллă свалкăсен шучĕ палăрмалла кемнĕ. Тарифсем те юравлисем – пĕр кил-çуртран 131 тенкĕ.


Пушкăртстанра пирĕн район ялсен хисепĕпе лидерсен шутĕнче. Вĕсем 137. Общественность представителĕсем Людмила Чернова тата Римма Фахретдинова «çÿп-çап турттаракан машинăсем мĕнле ĕлкĕрсе пырĕç?» тĕрĕс асăрхаттарнине „ДворЭкоСервис” директорĕ машина паркне пысăклатма пултарасси çинчен пĕлтерчĕ.


Ялсем аякра пулни подрядчика канăçсăрлантармасть. Чăрмавсем район центрĕнче пулма пултараççĕ. Çÿп-çап турттаракан машинăсемшĕн Толбазăри хăшпĕр урамсем ытла тăвăр. Машинăсене çаврăнса кайма вырăн пулмĕ. ПУЖКХ директорĕ Айрат Габбасов яла тивĕçтерсе тăма хушма подрядчик пулăшăвĕсене сĕнчĕ. Анчах коммуналлă хуçалăхăн кирлĕ лицензи пулман пирки „ДворЭкоСервис” сĕнÿпе килĕшмерĕ.


Укçа нумайрах кирлĕ

Толбазă ялсовечĕ умра тăракан улшăнусене хатĕрленет. Çÿп-çап турттаракан çĕнĕ машинăсем ялта чăрмавсăр ĕçлеччĕр тесен, сахалтан та 35 çÿп-çап площадки тумалла.


- Нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнче тата масарсем çинче çавăн пек площадкăсем пулма тивĕçлĕ. Вăл ахаль ещĕк е бак кăна пулмалла мар. Пурте нормативсене тивĕçтерсе тăмалла – хытă никĕс, виçĕ енчен хÿме тата тăрри пулма тивĕçлĕ. Контейнерсен те хăйсен стандартизаци. Çаплах пысăк капашлă çÿп-çап валли те вырăн кирлĕ, - пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Айдар Нафиков.


Шутласа кăларнă тăрăх, кашнине тăвасси 100 пин тенке ларать. Оборудованине çĕнетме пĕтĕмпе 3,5 млн тенкĕрен кем мар тăкакламалла. Общественность площадкăсем тăвас ĕçе регион операторне явăçтарма сĕнчĕ. Анчах вăйра тăракан законсем операторсен тата муниципалитетсен яваплăх сферисене уçăмлăн чикĕлеççĕ. Площадкăсем туса хурассишĕн вырăнти влаçсем яваплă.


ПР Экологи министерствин территорири управленийĕн специалисчĕ Лилия Хуснутдинова канашлу участникĕсене пулас тăкаксемпе шухăша ячĕ. Управлени даннăйĕсемпе, районта санкцилемен 222 свалка шута илнĕ. Вĕсене пĕтерме проект документацийĕ хатĕрлемелле. Кашнин проекчĕ 2-3 млн тенке ларĕ. Унтан свалкăсене рекультивацилеме проектсем кирлĕ пулаççĕ. Вĕсем кăшт йÿнĕрех – кашни пĕр миллион тенкĕ. Районти мĕнпур свалкăсем тăрăх пĕтĕм сумма питĕ пысăк пулса тухать. Законсăр полигона çĕр айне ахаль çеç чавса чикме пулмĕ.


Çĕнĕ свалкăсем тупса палăртнă тĕслĕхре муниципалитетсен явап тытмалла пулĕ. Вĕсем, çĕр участокĕсен харпăрçисем пулнă май, çÿп-çапа турттар¬са тухнăшăн тÿлеме тивĕçлĕ. Çынсен вара, вĕсем капла та регион операторне договор тăрăх тÿлĕç, тата тепĕр хут тÿлемелле пулать. Вăрмансенче çÿплесси ытла хаклă пулĕ.


Ыйтусем хуравсенчен нумайрах

Йăлари каяшсене турттарса тухнăшăн тÿлев ыйтăвĕ шухăша ячĕ. Пухăнакан çÿп-çап норми тăрăх уйрăм çуртсенче пурăнакан çынсемшĕн расчет нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çынсемшĕн çавăн пекех нормăран пĕрре çурă хут ытларах пулнă (2,6 тата 3,7 кубла метр). Укçа эквиваленчĕпе цифрăсем ял çыннисемшĕн хăратаканнисем пулса тăраççĕ. Чăн цифрăсене пĕлтермерĕç, малтан шутласа хунă тариф нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çынсемшĕн 100-120 тенкĕ, уйрăм çуртра пурăнакансемшĕн – 150-185 тенкĕ шайĕнчеччĕ.


Канашлу участникĕсенчен нумайрахăшĕ çакăн пек расчетпа килĕшме пултараймарĕ. Уйрăм çуртсенче пурăнакан çынсен çÿп-çап сахалрах пухăнма тивĕçлĕ. Компост шăтăкĕсемпе хăйсен пахчисем тата мунчисем каяшсен пысăкрах пайне утилизацилессине питĕ лайăх пурнăçлама пултараççĕ.


- Çĕнĕ коммуналлă пулăшушăн – çÿп-çап турт­тарса тухнăшăн - тÿлев пĕр çын пуçне 70 тенкĕрен иртме тивĕçлĕ мар. Аякри ялсенче çак суммăна икĕ хут – пĕр çын пуçне 35 тенкĕ таран – кемĕтмелле.

Радий ХАБИРОВ, ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ.

Регион операторĕн представителĕ Раушан Кадыров нормативсен расчетне, ăна ПР тарифсем енĕпе Госкомитечĕ çирĕплетнĕ, йăлари мар каяшсем – йывăç турачĕсем, ÿсентăран авăрĕсем, тислĕк тата ытти – кĕртнĕ ахăр тесе пĕлтерчĕ. 2018 çулхи декабрь вĕçĕнче цифрăсене тепĕр хут пăхса тухма шантарнă. Çĕнĕ нормативсене шута илсе тарифсене çирĕплетме тивĕçлĕ. Реформăна ĕçе кĕртнĕ хыççăн çулталăк хушшинче, турттарса килнĕ каяшсен тĕрĕс шутне полигонсем пĕлсе çитсен, тарифсене çĕнĕрен шутласа пама пултараççĕ. Анчах хăш еннелле – ăнланмалла мар. Ÿстерме те пултараççĕ.


Çаплах Р. Кадыров çÿп-çапа уйрăм пухма планлани çинчен каласа пачĕ. Унăн сăмахĕ тăрăх, оператор умĕнче çак схемăна çур çул хушшинче куçмалли задача тăрать. Унтан хăех çакăн пек срок граждансенче каяшсемпе тыткаланмалли культурăна йĕркелеме питĕ сахал пулнине палăртрĕ. Çавăнпа уйрăм пухассине ĕçе кĕртмелли срока куçараççĕ.


Субботниксем тĕлĕшпе ыйту уçăмсăр пулса тăчĕ. Çавна район прокурорĕ Альберт Ахунов тимлĕх уйăрчĕ. Ял çыннисем экологи субботникĕсенче пуçтарнă çулçă йăлари хытă каяшсен шутне кĕмест. Ăна кам тата мĕнле турттарса тухĕ – ăнланмалла мар. Регион операторĕ çавна тума тивĕçлĕ мар. Представитель шантарса каланă тăрăх, регион операторĕ çак ĕçе, уйрăм тÿлесен, тума пултарать.


Лайăхрах пултăр тенĕччĕ...

Канашлу иккĕллĕ шухăш хăварчĕ. Пĕр енчен – ял çыннисене каяшсене утилизацилесси мĕнле пулса иртмелли çинчен каласа пачĕç, законсенчи сыпăксене илсе кăтартрĕç, тарифсем шутласа кăлармалли методикăпа паллаштарчĕç. Тепĕр енчен – пурнăçра мĕнле пулса иртесси ăнланмалла мар пулса юлчĕ.


Çынсене регион операторĕпе договора май пур таран хăвăртрах тума ÿкĕте кĕртме тăрăшаççĕ. Хваттерте е çуртра пурăнакан кашни çын пуçне тÿлеве шутласа пама шантараççĕ. Тÿлемен тĕслĕхре çынсене судпа хăратаççĕ. Хаçата версткăланă вăхăтра ПР тарифсем енĕпе Госкомитечĕ нормативсене уйрăм секторшăн пĕр çын пуçне 1,92 кубла метр тата нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан çынсемшĕн 1,95 кубла метр таран çĕнĕрен шутласа пани паллă пулса тăчĕ. Çав вăхăтрах регион операторĕ çынсен квитанцийĕсенче мĕнле цифрăсем пуласси çинчен пурпĕрех пĕлтермерĕ. Урăхла каласан, мĕншĕн до¬говор тумалли ăнланмалла мар.


Пирĕн вăрмансем тата шыв-шурсем тасарах пулса тăрĕç-и - пысăк ыйту. Урăххи паллă. Ахаль те пуян мар халăхăн черетлĕ хут пиçиххине хытарма тивĕ. Çĕнĕ тÿлевĕн вара хăйĕн йышшисен - тăтăшах тÿлемеллисен (обязательнăй автостраховани, тĕпрен юсавшăн тÿлев е Пенси фондне уйăрса панă укçа йышшисем) йĕркине лекмелли пĕтĕм шанăçĕ пур, çакă позитивлă эффект парĕ-и - вăхăт кăтартĕ.


СĂМАХ МАЙ

Тÿлев тăрăх мĕнле перекетлеме пулать

Ял çыннисенчен нумайăшĕ – студентсем, сроклă служба иртекен салтаксем, вахтовиксем – пропискăра тăракан вырăнта вăрахчен пурăнмаççĕ. Вĕсемшĕн ытлашши тÿлес мар тесен, вĕсем унта пурăнманнине çирĕплетсе паракан документсене энергипе тивĕçтерекен компанине (çÿп-çап турттарса тухнăшăн квитанцисене вăл ярса парĕ) тăратмалла. Темиçе хваттер е çурт хуçи пулса тăракан граждансен те çавăн пек тумалла. Эсир пĕр вырăнта тÿленине çирĕплетсе пар-сан, сире урăх вырăнти тÿлеврен хăтарĕç.
Читайте нас: