Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Кӑрлач 2019, 12:00

Çĕнĕ наградăсем

Российăра „РФ тава тивĕçлĕ журналисчĕ” тата „РФ Çыхăну тата информацин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” икĕ награда пулса тăнă.

2018-мĕш çул пуçламăшĕнче журналистсен Союзĕн пуçлăхĕ Владимир Соловьев президента çакăн пек ятсем йĕркелесе яма ыйтнă. Путин çакăн пек ятсене июльте çирĕплетнĕ, анчах та наградăласси çинчен пĕрремĕш указ 2018-мĕш çулăн юлашки кунĕнче кăна тухнă.
Масăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хушшинче „РФ тава тивĕçлĕ журналисчĕ” ята пĕрремĕш тивĕçнисен шутĕнче пĕтĕм çĕршывĕпе паллă çынсем, çав шутра „Московский комсомолец” тата „Комсомольская правда” хаçатсен главнăй редакторĕсем Павел Гусев тата Владимир Сунгоркин, ИТАР ТАССăн генеральнăй директорĕн пĕрремĕш заместителĕ Михаил Гусман, „В мире животных” телекăларăм ведущийĕ Николай Дроздов, Мускаври Press бюрон шеф-фотографĕ Александр Земляниченко, Обществăлла телевиденийĕн гендиректорĕ Анатолий Лысенко, политика тишкĕрÿçи Всеволод Овчинников, телерадиовещанин наци ассоциацийĕн президенчĕ Эдуард Сагалаев, „Крымская правда” хаçатăн главнăй редакторĕ Михаил Бахарев тата „Россия-24” телеканалăн ятарлă корреспонденчĕ Евгений Поддубный.
Çаплах МГУ журналистика факультечĕн деканĕ пулса нумай çул ĕçленĕ, халĕ журфак президенчĕ пулса тăракан Ясен Засурский РФ тава тивĕçлĕ журналисчĕ пулса тăнă.
Пурĕ вунпилĕк çын „РФ тава тивĕçлĕ журналисчĕ”, çичĕ çын „РФ Çыхăну тата информацин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ят илнĕ.
Масăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: