Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Декабрӗн 2018, 14:42

Çĕнĕ çул умĕн пулса иртнĕ ĕç

"Аургазă хыпарçи" фотокорреспонденчĕ профессине суйласа илни çинчен каласа парать

Ачалăхри çулсем кинохроникăри кадрсем пек асра юлнă. Хăшпĕр чухне çакă тахçанах пулнă пек туйăнать, çав вăхăтрах пулса иртни мĕнпурĕ те манпа пулнă пек куç умне кăларса тăратма та хĕн. Хăш чухне вара, пачах урăхла, мĕнпурĕ те ĕнер пулнă пек...


Фронтовик фотограф

Пирĕн ялти ачасем пуçламăш шкула кÿршĕллĕ Дадановкăна çÿретчĕç. Вăл пирĕн ялтан виçĕ километрта вырнаçнă. Шкул пысăк, çÿллĕ çăкасен айĕнче кивĕ йывăç çуртра вырнаçнăччĕ, унта икĕ класчĕ. Сентябрь уйăхĕнче кунта çулсерен шур çÿçлĕ, уксах ватă фото¬граф мопедпа килетчĕ. Вăл Стерлитамак хулинчен, вăрçăра урасăр пулнă тесе калатчĕç. Пиншак лацканĕ çине Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ çакнă. Вăл килмелли кун пирки пире маларах асăрхаттарса хуратчĕç, эпир çавăн çинчен атте-ан¬несене пĕлтереттĕмĕр, вĕсем вара, хăйсен майĕсене шута илсе, пире ÿкерĕнме ирĕк паратчĕç е çук. Фото¬граф, яланхи пек, тетрадь листи виçипе портрет ÿкерчĕкĕ тăватчĕ. Альбомра халĕ те, тен, çав çулсенче манпа пĕр класра вĕреннисенни пекех, октябре¬нок значокĕпе сăрă тĕслĕ шкул тумĕпе ÿкерĕннĕ хура-шурă фотоÿкерчĕк упра¬нать. Фотоаппарат затворне шаклаттар¬са, тĕрĕс ÿкерчĕк мĕнле тума пултарни мана питĕ кăсăклантаратчĕ. «Ăстаçă» мĕнле ĕçленине тĕлĕнсе пăхса тăраттăм. Çак процесс вăрттăнлăхне пĕлес, çакна пĕтĕмпе пĕлсе çитес, ăнланас килетчĕ. Эпĕ çав вăхăтран фотографипе «чирлесе ÿкрĕм».


Пĕрремĕш фотоаппарат

Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне Стерлитамакран çуралнă куна хăнана килнĕ тăвансем мана вунă тенкĕ - Ильич портречĕпе хĕрлĕ тĕслĕ купюра - парнелерĕç. Çав вăхăтра вăл пĕчĕк мар укçаччĕ. Тÿрех хама валли фотоаппарат туянас шухăш çуралчĕ. Анчах çак укçа çителĕксĕрччĕ паллах. Тата вунă тенкĕ пулсан та кирлĕччĕ. Чи ансат «Смена» фотоаппарат вунпилĕк-вунултă тенкĕ тăнине эпĕ пĕлеттĕм. Аннерен йăлăнма тытăнтăм. «Сана çавăн чухлĕ укçа мĕн тума кирлĕ?» - ыйтрĕ вăл. Ăнлантарса патăм. «Халлĕхе параймастăп, тепĕр уйăх пуçламăшĕнче, ĕç укçи илсен, пăхăпăр-ха».


Ман телее, анне сăмахне тытрĕ. Вара эпир унпа пĕр канмалли кун Стер¬литамака кайрăмăр. Вăл çемье валли кирлĕ япаласем туяннă хыççăн эпир Ленин проспектĕнче вырнаçнă «Куль¬ттовары» магазина кайрăмăр. «Фото¬таварсем» уйрăмра икĕ тĕслĕ фотоап¬парат - «Смена» тата «Чайка» - пурччĕ. Сутуçăсем «Чайка» туянма сĕнчĕç, вăл пĕр пленкăпа «Сменăран» икĕ хут ну¬майрах, 72 кадр, ÿкернине ăнлантарса пачĕç. Хăй вара ултă тенкĕ çеç хаклăрах тăрать - пурĕ çирĕм пĕр тенкĕ те темиçе пус. Фотоаппарат валли 65 единицăлăх фотопленка туянса, эпир таваршăн тÿлерĕмĕр. Çул тăршшĕпе, киле çитсе ÿкиччен, çав тери савăнса пытăм. Коробкăна хăвăртрах уçса фотоаппа¬рата тытса пăхас килетчĕ.


Выдержка, диафрагма...

Малалла Меселпуç вăтам шкулĕнче вĕрентĕм, унта фото¬кружок ĕçлетчĕ. Ăна физкультура учителĕ Аркадий Архипович Евсеев ертсе пыратчĕ. Занятисем эрнере пĕрре иртетчĕç. Шкула тăватă ки¬лометр хушăра вырнаçнă кÿршĕллĕ ялтан çÿренĕ пирки эпĕ яланах юлаймастăмччĕ. Хĕллехи вăхăтра уйрăмах. Çапах та унта мĕн те пу¬лин вĕрентĕм. Тĕслĕхрен, про¬явитель тата фиксаж тума, диафрагма тата выдержка мĕн пулнине ăнлантăм. Шел пулин те, манăн фотоувеличи¬тель çукчĕ, фотоÿкерчĕксене килте пичетлейместĕмччĕ. Каллех майĕпен укçа пухма, анне шкул буфетĕнче апат¬ланма панă укçаран перекетлеме шут тытрăм. Çапла пĕчĕккĕн-майĕпен вунă тенке яхăн пухрăм. Çĕнĕ çул çитсе килетчĕ. Çак вăхăт тĕлне эпĕ шкулти хамăн юлташа - Руслана - фотографипе интереслентерсе яма пултартăм. Ăна ĕçлекен аппăшĕсем «Смена» фотоаппа¬рат илсе панă. Анчах унăн та увеличитель çукчĕ. Унпа çапла калаçса килĕшрĕмĕр: «Мĕн пулсан та, Çĕнĕ çулччен укçа тупса хулана туянма каятпăр». Хамăрăн сăмаха тытрăмăр, декабрь вĕçĕ тĕлне (кал¬лех атте-анне пулăшмасăр мар) кирлĕ суммăна пуçтартăмăр. Хулана каймалли çеç юлчĕ.


Елкăна каяс вырăнне - хулана

Шкулта декабрĕн юлашки числисенче елка пулмаллаччĕ. Эпир çав кун елкăна мар, хулана кайма шутларăмăр. Ирпе ытлашши сивех марччĕ, тÿперен ÿкекен кăпăш юр пĕрчисем çавăрăнатчĕç. Вăл вăхăтра (70-мĕш çулсен пуçламăшĕ) халăхăн автомобильсем çукчĕ. Шоссе патне çити колхозăн çăк турттаракан ма-шинисем çеç çÿретчĕç, тата сайра-хутра кăна, вĕсем те пассажирсем илместчĕç. Большое Аксаково чарăнăва ăçта-тăр чупса, ăçта хăвăрт утса çитрĕмĕр (14 ки¬лометра яхăн). Сивĕре пĕр сехете яхăн тăрса, «Толбазă - Стерлитамак» автобуса кĕтсе илтĕмĕр. Ыттисем чарăнмастчĕç. Эпир хулана кăнтăрлахи апат тĕлне çеç пырса çитрĕмĕр. Тÿрех хам пĕлекен «Культтовары» магазина кайрăмăр. Уве¬личительсем, фотохут, проявительсем, фиксаж, фотопленка туянтăмăр. Хальхи пек астăватăп, манăн увеличитель «Свет-4» ятлăччĕ, Русланăн вара - те «Школь¬ник», те «Ученик». Пире хăйĕн илемĕпе илĕртекен хула елкинче пулса курса, троллейбуспа автовокзала çитиччен çанталăк каппăл улшăнчĕ. Температу¬ра, тен, вăтăр градус таран сивĕтрĕ. Тĕттĕмленме пуçларĕ. Толбазă автобусĕ каялла каçхи ултă сехетре çеç каять. Кĕтме тиврĕ. Хамăрăн чарăнура тухсан, тулта хытă тăман алхасатчĕ, тĕттĕм, йĕп чиксен те куç курмасть. Икĕ-виçĕ метртанах нимĕн те курăнмасть. Фото¬увеличительсемпе хамăрăн коробкăсене ытама илсе, эпир юрпа витĕннĕ çулпа утса кайрăмăр. Хирĕçле çилрен сывлама хĕн, хытă юр вăркăшĕ питрен килсе ле¬кет. Хăшпĕр чухне пире çул çинчен чутах вĕçтерсе каймасть.


Çил-тăвăл витĕр

Икĕ-виçĕ километр утсан чарăнса тăтăмăр. Кăштах сывлăш çавăрса илме шутларăмăр. Хăвăрт утнипе ÿт-пÿ ăшăнчĕ, анчах алăсем шăнчĕç, хирĕçле çиле пула утма йывăртарах пулса пычĕ. Пальто айĕнчен шарфсене туртса кăларса питсене çыхса ятăмăр, куçсене кăна уçă хăвартăмăр. Малалла утрăмăр. Пирĕнсĕр пуçне çул çинче никам та çук. Мана Пушкин сăвви аса килчĕ, вара эпĕ «Буря мглою небо кроет, вихри снежные крутя...» хыттăн декламаци¬леме тытăнтăм. Лайăх-ха, сайра-ху¬тра кĕске вăхăтлă шăплăх вăхăтĕнче пĕчĕк, сивĕпе хутланнă, çутă уйăх çĕре çутатать. Унсăрăн çăмăллăнах çул çухатма, аташса кайма пулать. Алăсем хытă шăнчĕç, коробкăсене тытма та йывăрччĕ. Вĕсем вара çăмăл мар - çичĕ-сакăр килограма яхăн. Тепĕр хут, чы¬лай ывăнсан, çур çула çитсен чарăнса тăтăмăр. Вара тинех коробкăсене шнур¬семпе тата пиçиххисемпе çыхса, шкул сумкине çакнă пек, çурăм хыçне çакса яма пуç çитрĕ. Утма чылай çăмăлланчĕ, шăннă алăсене те кĕсъене чикме май пулчĕ. Эпир яла каçхи вунă-вунпĕр сехетре пырса çитрĕмĕр. Пире килти¬сем çухатнă, эпир хамăр хулана каясси çинчен никама та асăрхаттарманччĕ вĕт. Унсăрăн пире ямĕччĕç! Мана та, манăн тусăма та атте-аннесенчен тул¬лин лекрĕ.


Пĕтĕмпе ачалăхра пуçланать

Çакăн пек истори пулса иртрĕ манăн ачалăхра Çĕнĕ çул умĕн. Апла пулин те, хĕллехи каникул вăхăтĕнче каçсерен эпĕ килте тăвансен тата çывăх çынсен, юлташсен йăлтăртатса ларакан елка патĕнче тунă фотоÿкерчĕкĕсене, вăрманта йĕлтĕрпе ярăнса çÿренĕ чухне ÿкернĕ хĕллехи тĕлĕнмелле пейзажсене пичетле-ме пултараттăм... Çакă маншăн çĕнĕ çулхи чăн-чăн парне тата савăнăç пулнăччĕ. Çав телейлĕ кунсем çинчен астăвăм пек, сарăхнă пулин те, фотоÿкерчĕксен пĕр пайĕ халĕ те упранать.


Кайран вара техника училищинче вĕрентĕм, çарта служба иртрĕм... Фото¬графи ĕçĕ мана пур çĕрте те кирлĕ пулса тухрĕ. Анчах çакă, калашле, пачах урăх истори.
Читайте нас: