Аургазă хыпарçи
+13 °С
Облачно
Общество
21 Декабря 2018, 11:53

„Голос” проектшăн эсир сасăлани пĕлтерĕшлĕ!

Толбазă хĕрне Рушана Валиевана ентешсен пулăшăвĕ кирлĕ.

Тÿрĕ эфирти SMS-сасăлав унăн шăпине татса парĕ.


Çамрăк „çăлтăр” мĕнпур рейтингсем тăрăх Пĕрремĕш каналăн телевидени проекчĕн лидерĕ, нумайăшĕ вăл çĕнтерме пултарать тесе шутлать. Рушана малалла та проектра пуласси пиртен килет. Декабрĕн 21-мĕшĕнче вырăнти вăхăтпа 23.30 сехетре (е Мускаврипе 21.30 сехетре) проектăн черетлĕ тапхăрĕ иртет. Декабрĕн 28-мĕшĕнче çурмафинал пулать. Январьте - финал, унта тăватă финалист пĕрремĕш вырăншăн кĕрешĕç. Участниксенчен хăшĕ финала çитессине сÿрĕк мар кăмăллă куракансен эсэмэскисем татса парĕç.


Ентеше пулăшар! Телевиденипе эфир пуçланнине кĕтсе илер, телефонсем тытса сасăлар!
Читайте нас