Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Казак юнĕ

Бишкаин ялĕнчи Авдей Захаровăн кукамăшĕ казак хĕрĕ пулнă. Дон казакĕсем иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Табынскра пурăннă.

Ун пек маттур юланутçă ялĕпе те пулман, сиккипе пынă чухне хĕçпе çапăçма пултарнă. Вăл вăрăм пÿллĕ, çирĕп пÿ-силлĕ, хура сăнлă тата питĕ хитре хĕр пулнă. Бишкаин ачине качча тухнă. Вырăссем пĕчĕк халăхсене пурне те „пушкăртсем” тенĕ. Çапла çамрăк çемье Башкировсем хушамат илнĕ. Вĕсен малалли ăрăвĕсем, мăнукĕсем тата мăнукĕсен ачисем, типлă сăн-сăпатлă пулнă: вăрăм, яштак пÿ-силлĕ, курпун сăмсаллă, кăра кăмăллă. Авдей Захаров - Башкировсен мăнукĕсенчен пĕри. Вăл Прибалтикăра служба иртнĕ. Лайăх характеристикăллă çар тата политика хатĕрленĕвĕн отличникĕ пулнă май, ăна Кремль полкне куçарнă. Авдей 1956 çултан пуçласа 1957 çулччен Мускавра çар службинче тăнă. Унта çирĕп конкурс суйлавĕ пулнă: 180 см кем мар пÿ, тÿрĕ пит-куç, илемлĕ кĕлетке тата ытти пахалăхсем. Кремль полкĕнчи служба питĕ яваплă, хисеплĕ тата ятлă-сумлă шутланнă. Виçĕ çул службăра тăрса, Авдей Кириллович килне таврăннă. Çемье çавăрнă, çурт, йывăç лартнă, ывăл çитĕнтернĕ. Вăл пурнăç тăршшĕпе „Искра” колхозра водительте ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура, Бишкаин ялĕнче пурăнать.
Чăваш Хурамалĕнче те Башкировсем пурăннă. Авдей Захаровăн мăнаккăшĕ Мария Башкирова Бишкаинта çуралнă, иккĕмĕш хут Чăваш Хурамал каччине Елисей Петрова качча тухнă. Мария Никитична пăхăнтарма пултаракан тата хастар çын пулнă. Туй хыççăн çемье арăмĕн хушаматне – Башкировсем – илнĕ.

А. ИВАНОВ.
Бишкаин ялĕ.

Читайте нас: