Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Тылри паттăрлăх çинчен

Н.Васильевăн кĕнекинчен. Вĕçĕ.

Ял çыннисене хула пурнăçĕ илĕртрĕ. Вара халăх ялтан майĕпен хулана куçма тытăнчĕ. Çартан таврăннă 35-45 çулхи арçынсем те Стерлитамакра ĕçе вырнаçатчĕç. Чăнах та, нумайăшĕн гимнастеркăпа галифесĕр пуçне урăхла тумтир пулман. Хĕлле те, çулла та çар формипе çÿретчĕç. Пахчара çитĕнтернĕ çĕрулмисĕр пуçне çимелли нимĕн те çукчĕ. Нумайăшĕн ĕне те çукчĕ вĕт-ха. Курăк яшкине вара мĕн ямалла (ахаль чух­не икĕ-виçĕ апат кашăкĕ турăх яраççĕ)? Нимĕн те. Колхозсенче ĕç вăйĕ хаман та çителĕксĕрччĕ, анчах халăха хулана тух­са кайма чараймастчĕç. 1955 çул хыççăн çеç колхозра ĕçшĕн укçа пама пуçларĕç. Ташлăкуль ялĕнчи колхозра 1958-1959 çулсенче кăна укçан тÿлесе татассине куçрĕç. Анчах ялтан тухса кайнисем ка­ялла таврăнмарĕç. Çамрăксем авланса, хĕрсем качча кайса хулара пурăнма юлчĕç. Вĕсене хваттерсемпе тивĕçтеретчĕç. Çулланнă хĕрарăмсем те ялтан каятчĕç, хулара техничкăра е хуралçăра ĕçлеме вырнаçатчĕç. Часах ялсенче те çăпата вырăнне резина калуш тăхăнма, кивĕ тутăр вырăнне кашемир тутăрпа çÿреме тытăнчĕç.
Вăрçă вăхăтĕнчи çулсенче тата 1956 çулччен çĕршывра халăхран заем пух­малли йĕрке пурччĕ. Май уйăхĕнче каш­ни çул колхозниксене тата ялти интелли­генцине пуçтаратчĕç, вĕсене çĕнĕ заем çинчен ăнлантарса паратчĕç. Заем çĕршыв хуçалăхне ура çине тăратма кайнине çынсем ăнланатчĕç, пулăшма тăрăшатчĕç, анчах вĕсен укçа çукчĕ. Ялсовечĕсен председателĕсем, парторгсем, хăйсен ĕçне кăтартасшăн пулса тата партин рай­он комитечĕпе район Совечĕ мухтассине тивĕçес тесе, заем çырăнтармалли плана 120-150 процента пурнăçлама ăнтăлатчĕç. Паллах, халăх хирĕç тăратчĕ, мĕншĕн тесен 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран суммăлăх çырăнмаллаччĕ. Кол­хозниксем выльăх-чĕрлĕх тата сĕт-турăх сутса налог тÿлетчĕç. Налога вăхăтра тÿлемесен пени шутласа паратчĕç. Çынсем заем тÿлемесен, пухакансем налог укçине те заем вырăнне яратчĕç. 1947 çулхине Ташлăкуль ялсовечĕн председателĕ заем çырăнтарнă кунхине палăртнă сумма чухлĕ çырăнма килĕшмен тăватă хĕрарăма каçпа ялсовет çуртĕнче хупса хунă. Вĕсем фронтра вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсем пулнă, килĕнче виçĕ-тăватă пĕчĕк ача, пĕрин – улттă. Çак хĕрарăмсем умĕнчех фронтран чĕрĕ-сывă таврăннă пĕр арçын пурĕ те 400 тенкĕлĕх çырăннă, килĕнче унăн икĕ ача çеç пулнă, тепри, фронта кайман – вăл тытăнчăклă калаçнă çеç - сывă арçын, 500 тенкĕлĕх çырăннă. Çак хĕрарăмсене вара 1000-шер тенке çырăнма хистенĕ. Вĕсем çĕрĕпе макăрса хупă çуртра ларнă, килте хăйсем çеç юлнă пĕчĕк ачисемшĕн хуйхăрнă. Хăйсене ирпе района ăсатассинчен, тĕрмене хупассинчен, раску­лачивани вăхăтĕнчи пек, килĕсенчен вара мĕнпур япалана – пуртăсене, сенĕксене, кĕреçесене, пушă михĕсене – илсе каяс­синчен хăранă. Ун чухне япаласене колхоз валли илсе кайнă, çынсене вара Çĕпĕре ăсатнă, ачасене - ача çуртне. Ирпе пред­седатель килсе алăка уçсан, вĕсем пурте килĕшнĕ, 1000 тенкĕлĕх заем çырăннă. Çырăнтарнă чухне комиссинчи пĕр хĕрарăм 1000 тенке çырăнма килĕшмен тепĕр хĕрарăма çапла кăшкăрнă: „Эпĕ санăн пахчара кишĕр тата ыхра ÿснине куртăм, кĕркунне çавсене сутан та заемшăн тÿлен!” Вăл вăхăтра çынсем пахчаçимĕç сахал çитĕнтернĕ, кашни культурăна (помидор, купăста, кишĕр, ыхра) виçĕ-тăватă тăваткал метр çĕр уйăрнă. Ытти лаптăка çĕрулми йышăннă, мĕншĕн тесен вăл пĕртен-пĕр апат пулнă. Пĕр бригада пухăвĕнче ялсовет председателĕ хăйĕн сăмахĕнче заем кампанийĕн результачĕпе плана 160 процента пурнăçлани, Ташлăкуль ялсоветне мухтани çинчен пĕлтернĕ. Çакна эпĕ шухăшласа кăларман. Хĕрарăмсем хирте ĕçленĕ чухне, унта тыр­ра темиçе хут тасататтăмăр, хăйсем каласа паратчĕç. Хăшпĕрисем çапла та ыйтрĕç: „Ялсоветĕнче телефон пур, мĕншĕн ми­лицие шăнкăравламарăр?” Вĕсем ниçта та шăнкăравламанни паллă, мĕншĕн тесен телефонпа усăланма пĕлмен. Шăнкăравлас тесен телефон авăрне çавăрса телефонисткăна хăвна кирлĕ çынпа çыхăнтарма ыйтмаллаччĕ.
1947 çул тырă пулман чи начар, йывăр çулталăк пулчĕ. Колхозниксем каллех тырă илеймерĕç, каллех çĕрулмипе çеç пĕçернĕ яшка çисе пурăнчĕç. 1950-мĕш çулсенче колхозсене пысăклатма пуçларĕç. Тăхăр ялтан тăракан тăватă колхоз – Киров ячĕллĕ (Кебеç тата Ибрай ялĕсем), „Тирек­ли” (Ташлăкуль тата Утаркуль), „Париж­ская коммуна” (Сосновка тата Трудовка), „Новый быт” (Ситдик-Мулла, Минибай тата Желановка) – пĕрлешсе Киров ячĕллĕ кол­хоз йĕркелерĕç. Ялсем хушши питĕ пысăкчĕ, çынсен ĕçе инçетрен çÿремеллеччĕ. Турт­тарма транспорт çукчĕ. Желановка тата Сахановка ялĕсенчи çынсем майĕпен Стер­литамак хулине куçрĕç. Халĕ çав ялсем çук. Минибай ялĕнчи çынсем те тухса кайрĕç, нумай ачаллисем тата çирĕп хуçалăхлисем çеç тăрса юлнă. Колхозсене пĕрлештернĕ хыççăн ĕçлеме чылай çăмăлрах пулса тăчĕ. Тăпрана тракторсемпе алатчĕç, тухăçа комбайнсемпе пухса кĕртетчĕç, тырра Белое озеро станцийĕнчи элевато­ра машинăсемпе турттаратчĕç, фермăран сĕте Толбазă ялĕнчи сĕт комбинатне моло­ковозсемпе ăсататчĕç. Анчах колхозра ĕç вăйĕ пурпĕрех çитместчĕ. Ĕçлекенсене ĕç кунĕпе мар, укçан тÿлемеллеччĕ. Хăйсене тумтир, строительство материалĕсем, савăт-сапа, сĕтел-пукан туянмашкăн çынсене укçа кирлĕччĕ. 1945-46-мĕш çулсенче ялсенче магазинсем ĕçлеме тытăнчĕç. Район центрĕнчен краççын, тăвар, шăрпăк турттаратчĕç. Тăварланă килька сутатчĕç, ăна пысăк йывăç кат­касемпе турттарса килетчĕç. Курăк пашалăвĕпе çисен питĕ тутлă тесе, çынсем ăна хаваспа туянатчĕç. Пир-авăр илсе кил­ме пуçларĕç. Ăна кăнтăрлахи апат хыççăн çеç илсе килнине пĕлсен те, çынсем ирпе ирех черет йышăнатчĕç. Тутăр валли пĕрер метр туянатчĕç, ача-пăча кĕпи вал­ли – икĕ-виçĕ метр. Нумайрах илме укçа çитмен. Колхозниксем çу, çăмарта сутса укçа тăватчĕç. Магазинра пĕремĕк, пече­ни, карамель (канфет) питĕ сайра хутра сутатчĕç. Пĕр çынна çуршар килограмм паратчĕç, мĕншĕн тесен яла 10-20 кило­грамм çеç илсе килетчĕç. Сутуçă черетре 4-5 сехет тăнисене пурне те çитмелле виçсе паратчĕ. Район центрĕнчен тавара сутуçăсем хăйсем лашапа турттаратчĕç. Час-часах тавар илме каяймастчĕç, мĕншĕн тесен лаша çукчĕ, вĕсем пурте уй-хирте ĕçлетчĕç.
Интернетран илнĕ фотоÿкерчĕк.
Читайте нас: