Эпир, Утаркуль ялĕнчи ачасем, Ташлăкульти çичĕ çул вĕренмелли шкула çÿреттĕмĕр. Ирпе ирех тăрса, урока кая юлас мар тесе хыпаланаттăмăр. Ялта сехет, радио никамăн та çукчĕ. Майăн 9-мĕшĕнче ирпе (ун чухне 5-мĕш класра вĕренеттĕм), шкул патне çывхарса пынă май, ачасем урамра чупкаланине, мĕн-тĕр пуçтарнине асăрхарăм. Вĕсем листовкăсем пулса тухрĕç, унта çапла çырнăччĕ: „Враг разбит. Победа за нами!” Ирпе Ташлăкуль ялĕ çийĕн самолет çаврăнса çÿресе вĕсене пăрахнă. Пурте хавхалануллăччĕ: кăшкăратпăр, кулатпăр, савăнатпăр. Урока шăнкăрав кĕтетпĕр, анчах ăна памаççĕ. Шкул директорĕ Анастасия Гавриловна Савельева, вăлах „Тирекли” колхозăн парторганизаци секретарĕ, ял Советне кайнă. Район центрĕпе телефонпа çеç çыхăнма пулатчĕ. Шăнкăравласа, вăл вăрçă чарăнни çинчен пĕлнĕ. Пире пурне те митинга кайма хушрĕ. Эпир пырса çитнĕ вăхăтра клуб тулличчĕ. Пурте савăнăçлă. Сăмах калакансем, ялсовет председателĕ Г.А. Петров, колхоз председателĕ Г.Т. Никитин совет халăхĕ нумайччен кĕтнĕ Çĕнтерÿ, пирĕн çарсен çирĕплĕхĕ, паттăрлăхĕ çинчен, СССР территорине çеç мар, Польшăна, Чехословакие, Болгарие, Венгрие, Румыние, Албание, Югославие ирĕке кăларни, фашистла Германие пĕтĕмпе аркатса тăкни çинчен каларĕç. Пухăннисенчен пĕри: „Гитлер ăçта вара?” – тесе ыйтни асра. Президиум членĕсенчен пĕри, вăл районтан пулчĕ пулас, Гитлер перĕнсе вилнĕ тесе хуравларĕ. Митинг хыççăн халăх урама тухрĕ, анчах никам та саланмарĕ. Хаман çумăр çурĕ пулсан та, алăран тытăнса, çынсем пысăк вăйă карти турĕç. Нумайăшĕ ташлама пуçларĕ. Çак кун ирпе, шурăмпуçпа, алăпа туртмалли пĕчĕк урапасем илсе, виçĕ хĕрарăм Степановка ялне тулă вăрлăхĕ илме кайнă. Бригадир пĕр кун маларах вĕсене акма вăрлăх çителĕксĕр пулнине, ăна Ташлăкультен 20 километрта вырнаçнă Степановка ялĕнчен илсе килмеллине ăнлантарса панă. Лашасем пурте акара пулнă. Михĕсем (150 кг) тиесе таврăнса пынă. Вĕсем çĕнтерÿ çинчен пĕлмен-ха. Культура ялĕ патĕнче вĕсене хирĕç хĕрарăмсем кăшкăрса чупса тухнă: „Чарăнăр! Чарăнăр! Вăрçă пĕтнĕ!” Ывăннă хĕрарăмсем чарăннă, нимĕн те ăнланмасăр пăхса тăнă. Вĕсене вăрçă пĕтни, пирĕннисем çĕнтерни çинчен ăнлантарса панă. Пурте пĕр-пĕрне ыталама, макăрма тытăннă. Унтан тăваттăн çĕр çине ларса, лайăх хыпара сÿтсе явма пуçланă. Каçалла Ташлăкуле çитнĕ, вăрлăха колхоз кладовщикне панă. Çав хĕрарăмсенчен пĕри Агафия Капитоновна Мартынова пулнă, вăл 101 çула çити пурăнчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсем Белое озеро станцинчен михĕпе 16-шар килограмм вăрлăх йăтнă. Станципе Ташлăкуль хушши – 20 километр ытла.
Салтаксем – çамрăккисем тата çулланнисем – майĕпен таврăнма пуçларĕç. Вĕсем икĕ-виçĕ кунранах колхозра ĕçе тытăнатчĕç, мĕншĕн тесен ĕç нумайччĕ. Вăрçă çулĕсем хушшинче лаша витисене, фермăсене пĕрре те юсаман, мĕншĕн тесен строительство материалĕсем пулман. Колхозсене пĕрене-хăма валли вăрман участокĕсем уйăрса паратчĕç. Юсаса çĕнетес ĕçсем пыратчĕç, анчах çынсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕччĕ: çимелли çук, çăкăр çук, пĕтĕм тумтир кивелнĕ, çĕтĕлсе пĕтнĕ, краççын та, тăвар та çук. Магазинра ĕç кунĕшĕн тавар сутмастчĕç: укçа ăçтан илмелле? Çулталăкĕпе ĕçлетĕн, кĕркунне çеç тырă параççĕ: ырашпа тулă çурмалла. Пĕр ĕç кунĕшĕн - 250-300 грамм тырă. Çулталăкра 400 ĕç кунĕ ĕçлесе илтĕн пулсан (ун чухлĕ питĕ сайра пулатчĕ, яланхи пек, 200-250 ĕç кунĕ), 420 килограмм тырă илетĕн. Çавă мĕн тума çитет? Колхоз мĕншĕн сахал панă? Мĕншĕн тесен оккупациленĕ территорисенчи çынсене пулăшас тесе, пĕтĕмпе государствăна панă.
Ял çыннисем Стерлитамак хулине пĕрерĕн тухса кайма пуçларĕç. Вăл вăхăтра унта сода тата цемент завочĕсем ĕçлетчĕç, хими тата синтетик каучукĕ туса кăларакан заводсем тума пуçланăччĕ. Хулана ĕç вăйĕ кирлĕччĕ. Заводра ĕçлесе, çынсем канмалли кунсенче яла килетчĕç. Вĕсен уринче çăпата вырăнне туфличчĕ е ботинкаччĕ, ахаль пир-авăртан пулсан та, анчах саплăксăр костюмпаччĕ. Ял çыннисем çавна пурте куратчĕç, хулара лайăхрах пулнине тата ĕçшĕн укçа тÿленине ăнланатчĕç. Хула магазинĕсенче çăкăр сутма тытăнчĕç, укçапа ăна туянма пулатчĕ. Вара Стерлитамак хулинче ĕçлекен ял каччисем тата хĕрсем канмалли кунсенче килĕсене 8-10 çăкăр, 1-2 килограмм пулсан та макарон илсе килме пуçларĕç.