Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Бишкаинсем французсемпе çапăçнă

Оренбургри государство музейĕнче Оренбург кĕпĕрнинчи Бишкаиново чăваш ялĕнчи тин тĕне кĕнĕ Макар Андреев чăвашăн прошенийĕ упранать.

Макар „тăван çĕр çинчен йĕксĕк француза хăваласа яма” вырăс çарне доброволец пулса йышăнма ыйтнă. Çемйипе сывпуллашса Уфана тухса кайнă.
Çар ĕçне вăл Уфари тептярсен 1-мĕш полкĕнче вĕреннĕ, унта, тĕпрен илсен, вырăссем, чăвашсем, мордва, марисем тата нумай ыттисем службăра тăнă. Андреев салтак çар ĕçне питĕ хăвăрт тата çăмăл алла илнĕ. 1813 çул пуçламăшĕнче полк Хĕвеланăçне çул тытнă. Полк Польшăра Чикĕ леш енчи похода хатĕрленнĕ, унăн тĕллевĕ Парижа илесси пулнă. Макар Андреев, çĕнтерÿçĕ пулса, Австрине, Саксонине тата Пруссине утса тухнă. Вăл 1813 çулхи октябрьте Лейпциг (Германи) патĕнчи çапăçăва хутшăннă. Енчен те вăрçă участникĕн служба списокне пăхсан, эпир Андреева „Парижа илнĕшĕн” кĕмĕл медальпе тата „Çарти чыслăхшăн” отличи паллипе наградăланине куратпăр.
1814 çулта Наполеона çĕнтернĕ хыççăн полка Польшăра чикĕ сыхлама вырнаçтарнă. Вăрçă паттăрĕ тăван ене таврăнман. Ентешĕн йĕрĕсем инçетри Польшăра çухалнă. Пирĕн халăх Отечественнăй вăрçа тата 1813-1814 çулсенчи Чикĕ леш енчи похода хутшăнни яланлăха Россия воинĕсем патриотизм кăтартнин, çĕршыва парăнса тăнин, хăюлăхпа паттăрлăхăн тĕслĕхĕ пулса юлĕ.
Çулсерен 17-37 çулхи пилĕкçĕр арçынран Российăн тип çĕр çинчи çарне икшер рекрут илнĕ, вĕсем 25 çул службăра тăнă. Тăван çĕршывăн чĕрĕ юлнă хÿтĕлевçисем крепостла мар, государство çыннисем пулса отставкăна тухнă. 1833 çулта, ашшĕне илнĕ хыççăн 20 çултан, Макар Андреевăн ывăлне, 26 çулхи Андрея, рекрута панă. Тăван ялне вăл таврăнман, тен, Иранпа е Турципе вăрçăра вилнĕ.

А. ИВАНОВ.

Читайте нас: