Вăрмантан вутă çунапа турттараттăмăр, сарайĕнчен те тислĕке çуна çине тиесе кăларнă. Çулла çуна вырăнне икĕ кустăрмаллă урапасемпе усăланнă. Кивĕ плугсенчен кустăрмасене хывса илсе е камран-тăр туянса урапа тăватчĕç. Вĕсемпе утă та, вутă та турттаратчĕç. Çунасăр, урапасăр йывăрччĕ. Колхоз лашисене памастчĕç, вĕсем капла та сахалччĕ, тата колхозри ĕçсене те тумаллаччĕ.
Хĕллехи вăхăтра çутатмашкăн коптилка тăватчĕç. Ку вăл 150-200 мл шăнăçулăх пĕчĕк кĕленче, çиелтен хăю валли шăтăкпа пĕчĕк тимĕр татăкĕ хуратчĕç. Хăю вырăнне мĕнле те пулин çĕтĕк-çурăкпа усăланатчĕç. Çак „лампа” тĕтĕм хытă кăларатчĕ, çавăнпа ăна коптилка тетчĕç.
Ялсенче вăрçă вăхăтĕнче магазинсем ĕçлеместчĕç. Краççын тупма питĕ йывăрччĕ. Шăрпăк туянма тата йывăртарахчĕ. Камăн та пулин мăрйинчен тĕтĕм тухнине курсан, килĕнче вут хутма вĕри кăмрăк илме кĕретчĕç. Нумайăшĕ шăрпăк вырăнне хурăн кăмпипе (чага) усăланса вут-çулăм кăларма вĕренсе çитнĕччĕ. Ăна шывра вĕретмелле, вăл ватка пек пулса тăратчĕ. Грек мăйăрĕ пысăкăш хытă чула хурçă татăкĕпе çапатчĕç, вут-хĕм тухатчĕ. Хĕлхем ун çине лексен хăвăрт çунма пуçлатчĕ. Çапла табак туртма тата кăмака хутма вут-çулăм кăларатчĕç. Туртакансем çакăн пек чакмана пĕчĕк енчĕкре хăйсемпе çÿрететчĕç.
Тăвар тупма йывăрччĕ. Хăшпĕр чухне урампа тăвар сутакансем çÿретчĕç, ăна стаканпа сĕнетчĕç, анчах вăл питĕ хаклăччĕ. Çынсем тăвар туянма Стерлитамак хулине хĕлле те, çулла та хĕрĕх километр çуран утатчĕç. Çулла ирпе ирех çула тухатчĕç, килне тăварпа çĕрлене таврăнса çитетчĕç. Хĕлле каç выртмалла каятчĕç. Хуларан 8-10 килограмм тăвара çунапа туртса, çулла 6-8 килограмм кутамккапа йăтса килетчĕç. Хĕлле Уфа - Стерлитамак шоссе çулне юр хÿсе каятчĕ, хăшпĕр вырăнта питĕ çÿллĕ кĕртсем пулатчĕç. Кам-тăр Стерлитамака лашапа каятчĕ, çÿресе хывнă питĕ лайăх сукмак пурччĕ, мĕнпур ялти тенĕ пек çынсем унпа тăвар туянма утатчĕç. Çуран кайма пултарайманнисем тăвара сĕтпе е çупа улăштарса илетчĕç.
Выçă, йывăр пурăннине пăхмасăр, халăх фронта пур майпа та пулăшатчĕ. Çулла кашни эрнере яла пухакансем килсе халăхран сĕт, çу, çăм, тир, çăмарта, тырă, çĕрулми тата кивĕ тумтир, пир-авăр пуçтаратчĕç. Пĕр ĕне, тăватă сурăх çеç тытма ирĕк паратчĕç, пĕр ĕнерен 20 кг таран çу памаллаччĕ. Хуçалăхра 2-3 чăх пулсан (нумай усрамастчĕç, çитерме апат çукчĕ), 200-шер çăмарта паратчĕç.
Ачасем шкулта мĕнле вĕренни çинчен
Вăрçă çулĕсенче шкула питĕ йывăр килчĕ, анчах вăл ĕçлетчĕ. Вăрçă пырсан та шкулта ачасем вĕренетчĕç. Уроксем, яланхи пек, ирхи 9 сехетре пуçланатчĕç. Вĕсем расписанипе пыратчĕç. 5-7-мĕш классенче кунне 5-6-шар урок ирттеретчĕç. Хĕллехи вăхăтра пĕрремĕш уроксене ирттерме йывăрччĕ. Классенче çиччĕллĕ е вуннăллă краççын лампи çакăнса тăратчĕ. Пÿлĕмсенче çутă çитместчĕ. Учебниксем çителĕксĕрччĕ, тетрадь, ручка, чернил çукчĕ. Вĕренекенсем пир сумкапа çÿретчĕç. Тетрадь вырăнне кивĕ кĕнекесемпе, журналсемпе усă куратчĕç, вĕсен листисем çине çыратчĕç, задачăсем шутлатчĕç. Чернил вырăнне хăшпĕр чухне хăрăм ирĕлчĕкĕпе усă куратчĕç е ăна хĕрлĕ кăвак тĕслĕ кăранташ хурсинчен хатĕрлетчĕç. Анчах ун пек кăранташ тупма йывăрччĕ. Çакна курса, учительсем ачасене доска умне чĕнсе кăларса предложенисене вуласа çыртарттарма, арифметика тата алгебра урокĕсенче примерсемпе задачăсене доска çинче шутлаттарма тăрăшатчĕç.
Хĕлле классене начар хутатчĕç, вутă перекетлетчĕç. Çулла пурте хирсенче, фермăсенче ĕçлетчĕç, çавăнпа ăна хатĕрлеме çын çукчĕ. Хатĕрленине те вăрмантан турттарса тухаймастчĕç, транспорт çителĕксĕрччĕ.
Классенче тумтирпе ларатчĕç, кĕçĕннисем çĕлĕк те хывмастчĕç. Шăннă чернила ал тупанне илсе ăшăтатчĕç. Килте уроксене коптилка çутипе хатĕрлеттĕмĕр. Краççын перекетлеме тăрăшаттăмăр, мĕншĕн тесен ăна тупса пулмастчĕ. Ун чухне краççын тĕксĕм хăмăр тĕслĕччĕ, вăл питĕ хытă тĕтĕм кăларатчĕ.
Кăнтăрла урок тума вăхăт пулман, мĕншĕн тесен вăрмана вутта каймаллаччĕ, ăна пĕчĕк çунашкасемпе турттараттăмăр. Е кантăр сÿсĕ тылламаллаччĕ, кисĕппе 1500-2000 хут çапаттăмăр.
Килте тĕртнĕ пир тумтирпе çÿреттĕмĕр.
1942 çултанпа вĕренÿ çулĕ октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланатчĕ, ачасем сентябрьте хирте ĕçлетчĕç, юлнă пучахсене пуçтаратчĕç.
Аслă классенче вĕренекенсене (5-7-мĕш классем) яланах колхоза пулăшма тиветчĕ, мĕншĕн тесен колхозниксем ĕлкĕрейместчĕç, кĕркунне вара ялта ĕç нумай, сивĕсем пуçланиччен пĕтĕмпе пухса кĕртме ĕлкĕрмелле.
Вĕренекенсем сахăр кăшманĕ тата çĕрулми кăларма çÿретчĕç. Вĕсене, яланхи пек, октябрьте çеç кăларса илетчĕç. Хăшпĕр чухне юр ир çăватчĕ, вара пирĕн те çĕрулмине юр айĕнчен пухма тиветчĕ.
Шкул ачисем çаплах кĕлтесене капансем патне турттаратчĕç. Ĕç вăйĕ çитмен пирки пăрçана сентябрьте пухса кĕртетчĕç. Эпир, тăваттăмĕш-улттăмĕш классенче вĕренекенсем, хирте пăрçа тунисене пухса çÿреттĕмĕр. Пăрçа хирĕ питĕ çумлăччĕ, çумкурăксем пиртен çÿллĕрехчĕ. Анчах эпир пăрçа тунисене тăрăшса шыраса тупаттăмăр, вĕсенчен пысăк мар купасем тăваттăмăр. Унтан вĕсене пухса капана хываттăмăр. Аслă классенче вĕренекенсем (5-6-мĕш классем) хĕлле уроксем хыççăн тата вырсарникун хире каятчĕç, унта кĕреçепе виçĕ-тăватă метр вăрăмăш юр «паккусĕсем» купалатчĕç. Çавна шахмат йĕркипе тумаллаччĕ. Çапла хирте юр тытаттăмăр. Хĕлле кашни вырсарникун тенĕ пек лаша кÿлсе урамсемпе иртсе тухаттăмăр, ещĕксене кĕл пухаттăмăр. Çак паха удобренине колхоз ампарĕсене пушататтăмăр, çуркунне хирсенче сапалаттăмăр.
Вăрçă çулĕсенче хĕвелçаврăнăша ноябрь уйăхĕнче алăпа пухса кĕртеттĕмĕр. Пуçĕсене татса ытампа çунашка патне йăтаттăмăр. Хăмаран тунă пысăк валашкара хĕвелçаврăнăшне урапа таптаса иреттĕмĕр. Пулса тăнă массăна сушилкăна илсе каятчĕç.
Пуçламăш классемшĕн вĕренÿ çулĕ майăн 20-мĕшĕнче вĕçленетчĕ, 5-7-мĕш классенче вĕренекенсен экзаменсем пуçланатчĕç, вĕсене тăваттăмĕш класран пуçласа памаллаччĕ. Пилĕк предметпа – вырăс чĕлхи, тăван чĕлхе (сăмах вĕççĕн тата çырулла), арифметика – параттăмăр, çиччĕмĕш класс пĕтерекенсем (çичĕ çул вĕренмелли шкул) – 11 предметпа (вырăс чĕлхи, чăваш чĕлхи (сăмах вĕççĕн тата çырулла), алгебра, геометри, физика, истори, СССР Конституцийĕ, географи, зоологи). Экзаменсене пурте мар параятчĕç, кашни класран икĕ-виçĕ вĕренекен иккĕмĕш çула юлатчĕ.
Вĕренме йывăрччĕ, мĕншĕн тесен учебниксем çителĕксĕрччĕ. Çавăнпа пире, пиллĕкмĕш класра вĕренекенсене, историпе конспект çырма тиветчĕ, 6-мĕш класран пуçласа вара физикăпа, географипе, СССР Конституцийĕпе конспектсем çыраттăмăр. 4-7-мĕш классенче музыка, рисовани урокĕсем çукчĕ. Вĕсем вырăнне пуçламăш çар вĕренĕвĕччĕ, эпир унта винтовка затворне сÿтеттĕмĕр, противогазпа тĕрĕс усă курма вĕренеттĕмĕр. Кашни вĕренекенĕн килте тунă йывăç винтовка пурччĕ. Эпир çав винтовкăсемпе стройпа çÿреттĕмĕр. „На плечо!”, „К ноге!” тата ытти командăсене пурнăçлама хăнăхаттăмăр. Кашнин пилĕкĕнчен йывăç кĕреçе тата хăй тунă гранатăсем çакăнса тăратчĕç. Ура çинчен те, выртса та граната ывăтма вĕренеттĕмĕр. Çав йывăç кĕреçепе хĕлле кашни хăйне валли окоп чаватчĕ.
Пуçламăш классенче юрă тата рисовани урокĕсем ирттеретчĕç. Ачасем иккĕмĕш класран пуçласа А. Сурковăн „Конармейская”, С. Алымовăн „Партизанская”, М. Попован „Гулял по Уралу Чапаев-герой” юррисене, „Из-за леса, из-за гор вышла ротушка солдат” вырăс халăх юррине юрлатчĕç. Эпир çав юрăсене халĕ те юрлатпăр, манмастпăр. Вăрçă вăхăтĕнче çĕнĕ çул елки лартмастчĕç. 1950-мĕш çулсем хыççăн çеç шкулсенче елка капăрлатма пуçларĕç.
1-мĕш пайĕ: https://aur-vesti-ch.rbsmi.ru/articles/kalavsem/Tilri-patt-rl-h-inchen-643141/
2-мĕш пайĕ: https://aur-vesti-ch.rbsmi.ru/articles/obshchestvo/Tilri-patt-rl-h-inchen-647848/