Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пурнăç çулĕпе – çĕнтерÿ маршĕпе çеç

Февралĕн 12-мĕшĕнче Шланлă ялĕнчи чи ватă çын, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Николай Михайло­вич Ефимов 100 çул юбилейне паллă тăвать. „Аургазă хыпарçи” ăна çывăх çыннисен ăшшипе, тимлĕхĕпе тулли телейлĕ вăрăм кун-çул тата çирĕп сывлăх сунать. Пирĕн ентеше хăйĕн пурнăç çулĕ çинче нумай тĕрĕслев иртме тивнĕ, анчах вăрçă – чи хăрушши. Вăл унăн асне яланлăха кĕрсе юлнă.„...Десна юханшывĕ урлă эпир наступле­ние кайрăмăр. Эпĕ рота командирĕн адъютанчĕ вырăнĕнчеччĕ, унпа юнашар пытăм. Тăшман ми­нометсенчен тата пулеметсенчен персе тăнă май тапăнса пыратпăр. Минăсемпе печĕç. Командир хытă аманчĕ, ман аяка урапа тапнă пекех пулчĕ. Ыратнине сисместĕп, командир патне ыткăнтăм. Ăна бинтпа чĕркесе çыхма пуçларăм, вĕсем юнпа йĕпенеççĕ. Эпĕ ăна юханшыв урлă санитарсем патне мĕнле-тĕр сĕтĕрсе çитертĕм, хам йăванса кайрăм. Манăн аякри суранран юн юхать иккен...” – аса илет ветеран.

Шкул хыççăн –
кĕçĕн лейтенанта вĕренме
Николай Стерлитамак районĕнчи Ишпарсово ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вырăнти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ, вунă çул вĕренмелли шкула – Треппелте. Тăван ялĕнче пĕр çул пуçламăш клас­сен учителĕнче ĕçленĕ. Вăл хăй те питĕ çамрăк пулнă, ачасем ăна юратнă.
Районти çар комиссариачĕ çамрăк педагога часах Сверд­ловскри пехота училищине янă. Анчах медкомисси унăн хăлха илтес тĕлĕшпе пробле­ма пуррине тупса палăртнă, ăна вĕренме йышăнман. Нико­лай Ефимова сроклă службăна илнĕ. Вăл Брест çывăхĕнчи çар хулинчи танк çарне лекнĕ. Вăтам пĕлÿллисене пурне те пĕр взвода кĕртнĕ, вĕсем валли командирсен курсĕ йĕркеленĕ, кĕçĕн лейтенанта вĕрентнĕ. Яшсене хĕрхенмесĕр мĕнле хăнăхтарнине ветеран халĕ те астăвать: вăй-хал хатĕрленĕвĕ, марш-бросоксем, пересси, стройпа утма вĕренни.
1941 çул.
Йывăр аманни
Вăрçă часах пуçланасси çинчен вăл вăхăтра пурте пĕлнĕ ĕнтĕ.
- Нимĕç самолечĕсем пуç çийĕн кашни кун вĕçсе иртетчĕç, Буг юханшывĕ хыçĕнче, тепĕр çыранра, вĕсен çарĕсем пуçтарăнатчĕç, - кала­са парать ветеран. - 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ нихăçан асран тухса ÿкмĕ. Эпир Ильяпа (вăл та Пушкăртранччĕ) Салават Юлаев çинчен фильм курма кайрăмăр. Вăл пирĕн наци паттăрĕ çинчен пулнишĕн савăнтăмăр. Казармăна килтĕмĕр, çывăрма выртрăмăр. Анчах пире çавăнтах тăратрĕç. Винтовкăсем салатса пачĕç те тепĕр кунхи­не вĕренÿллĕ тревога пулать терĕç. Пире бомбежка кĕрлевĕ вăратрĕ. Аэродромри само­летсем тата танксем çунатчĕç. Нимĕçсем тупăсенчен тыл ен­нелле печĕç.
Боец çапăçу мĕнле иртни çинчен аса илет. Тÿпере тăшман самолечĕсем хуçаланнă. Вĕсене нумай вилĕм курма тивнĕ. Ча­какансенчен подразделенисем йĕркеленĕ, орудисем валли дзотсем хатĕрленĕ, чикĕсем тунă. Августăн 30-мĕшĕнче контрнаступлени пуçланнă. Çар Десна шывĕ урлă тапăнса пынă. Ельня хулине ирĕке кăларнă.
Çав хаяр тытăçура Ефи­мов боец хырăмĕнчен йывăр аманнă. Унтан – вăрçă хирĕнчи госпиталь, операци. Салтак чĕрĕ юлнă. Горький облаçĕнче тылри госпитальте сывалнă, ăна унтан килне курма янă. Тăван енри шутлă кунсем хăвăрт ирт­се кайнă.
Каллех фронта...
Николай малалла парти­зансен отрядĕнче çапăçнă. Унпа пĕрле Стерлитамакран тата тăватă каччă пулнă. Латыш, опытлă çар çынни командăланипе çĕр салтак фронт линийĕ патне çуран çитнĕ. Вĕсемпе пĕрле виçĕ хĕр – радистсем. Фронт урлă пăсăк çанталăкра каçнă. Отряд тăшман тылĕнче çур уйăх пулнă. Йĕри-тавра шурлăх, питĕ сивĕ, чăтма çук выçă (апат-çимĕç пĕтнĕ). Темиçе диверси хыççăн, пулăшу кĕтсе илеймесĕр, ко­мандир отряда каялла тавăрма шут тытнă. Салтаксем пурте тăм илтернĕ. Николай Ефимов кал­лех госпитале лекнĕ.
- Мана унта 1-мĕш Ударлă ар­мин 14-мĕш Гварди стрелковăй корпусĕн штабне „çураçрĕç” – манăн почерк тата пĕлÿ лайăхчĕ. Çак корпус составĕнче эпĕ пĕтĕм Прибалтикăна иртсе тухрăм. 1944 çулхи декабрьте Горький хулинчи танк учили­щине яма тархасларăм. Офи­цер пуласшăнччĕ... – малалла тăсать хăйĕн калавне ветеран.
Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Вăрçă чарăннă – училищĕре унăн вĕренĕвĕ татăлнă. Унчченхи учительсе­не пурне те Сталин приказĕпе çартан демобилизациленĕ.
Шкулта – çур ĕмĕр
Николай çамрăк чух­нех учитель пулма çирĕп шут тытнă. Чăнах та, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене панă. Фронтран таврăнсан тăван шкулĕнче ачасене çар ĕçне вĕрентме тытăннă. Унтан Га­фури районĕнче Мракри çичĕ çул вĕренмелли шкулта чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ. 1970 çулта Аургазă районĕнчи Шланлă шкулĕнче истори вĕрентме пуçланă, завучра ĕçленĕ, вунă çул ытла – директорта. Николай Ефимов çак çулсем хушшинче Стерлитамакри учительсен ин­ститутне тата Оренбургри педа­гогика институтне пĕтернĕ.
Унăн унчченхи вĕренекенĕсем хăйсен учитель­не яланах тав туса аса илеççĕ.
- Эпĕ историне пĕрремĕш урокрах юратса пăрахрăм. Ни­колай Михайлович, вăрçă курнă çын, ăна питĕ интереслĕ илсе пыратчĕ. Эпĕ унăн çулĕпе кайма шут тытрăм, истори факультет­не суйласа илтĕм, - тет Шланлă вăтам шкулĕн директорĕ Ан­дрей Алексеев.
Ватлăх – ачасем хушшинче
Николай вăрçă хыççăн пĕр çултан Шланлă хĕрне качча илнĕ. Вăл Нина ятлă пулнă. Вĕсен пĕрин хыççăн тепри сакăр ача çуралнă (анчах иккĕшĕ ача чухнех вилнĕ). Пур­те хисепе тивĕçлĕ çынсем пулса тăнă.
Нина Кондратьевна та шкул­та мăшăрĕпе юнашар ĕçленĕ. Вăл нумай çул хушши краеве­дени музейĕн заведующийĕ пулнă. Шел пулин те, вăл 2000 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Арăмĕ вилсен Николай Ми­хайловича ялта пурăнма йывăр килнĕ, вара вăл Стерлитамака куçнă. Хăйĕн хваттерĕнче 93 çула çитиччен пĕччен пурăннă. Паллах, çывăх çыннисем яланах юнашар пулнă. Анчах инсульт чăтса ирттернĕ хыççăн çак ху­ларах пурăнакан кĕçĕн хĕрĕ, Ольга, патне куçма тивнĕ. Халĕ ашшĕне вăл пăхать. Ачисем яла­нах килсе кураççĕ. Сăмах май, аслă ывăлĕ 71 çул тултарнă. Вăл Шланлăра пурăнать. Ашшĕ- амăшĕн кивĕ çурчĕ вырăнĕнче çĕнĕ çурт лартнă, ашшĕ çавăншăн питĕ хавас. Николай Михайлович тăван кĕтесĕнче сайра хутра пулса курать. Ачи­сем илсе килеççĕ.
Ветеранăн халĕ 14 мăнук, мăнукĕсен 16 ачи пур. Вĕсем хăйсен аслашшĕ-кукашшĕне пурте юратаççĕ, вăл вара çемйи çакăн пек пысăк пулни­пе мăнаçланать. Шел, арăмĕ çакăнччен пурăнайман.
- Паллах, ватăлнă май ат­тен тăнĕ сĕвĕрĕлет, анчах вăл вăрçă çулĕсене лайăх астăвать. Ăсĕ вичкĕн, лайăх шухăшлать. Политикăна ăнланать. Хаçат вулать, телевизор пăхать. Историк пулнă май, политика событийĕсемпе кăсăкланать. Путина çĕршывăн чи лайăх президенчĕ тесе шутлать. Вăрçă участникĕсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн савăнать, - тет Ольга Николаевна. – Иртнĕ çулта Аслă Çĕнтерĕве 75 çул пулнине чыс­лани ăна уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Эпир ăна коляскăпа урама илсе тухрăмăр. Подъезд умĕнче – сăмах май, хула мэрийĕ ăна уяв умĕн юсарĕ – маршпа парад пулчĕ, Çĕнтерÿ ялавне çĕклесе иртрĕç, чĕрĕ музыка янрарĕ, артистсем вăрçă çулĕсенчи юрăсем шăрантарчĕç. Çакăн пекки пĕрремĕш хут. Аттен куçĕ шывланчĕ. Парне нумай пулчĕ. Вĕсем шутĕнче кĕсъе телефонĕ те. Анчах унпа усăланма ăна вĕрентейместпĕр-ха... Пысăк тимлĕх уйăрнăшăн пурне те тавтапуç. Тата çакна калас ки­лет: вăрçă участникне Н.М. Ефимова тинех инвалидлăхăн I группине пачĕç, - малалла ка­лать вăл.
Николай Михайлович хваттерĕнчен тухмасть ĕнтĕ, пĕр пÿлĕмрен тепĕр пÿлĕме çÿрет, ун чухне те ал туйипе. Анчах вăл çĕкленчĕк кăмăллă, оптимизмлă.
Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе ыйтсан, вете­ран хăйĕн лайăх арăм пулни çинчен, туртман, эрех-сăрапа иртĕнмен, хусканусăр пурăнман тесе хуравлать, халĕ те, ватлăх çулĕсенче, ăна чун-чĕришĕн хаклă çыннисем тăрăшса пăхаççĕ.
х х х
Ветеран паян 100 çул тул­тарать. Саламланисем тата сунăмсем нумай пулĕç. Анчах кĕсъе телефонĕпе. Шел пулин те, чикĕлев мерисем нумай хăна йыхравлама май памаççĕ. Тата çак кунхине ветерана сюрприз кĕтет. Юбилей каçĕнче Стерли­тамак хулинчи „Сарпи” чăваш эстрада-фольклор ансамблĕ хăйĕн юррисемпе пурне те савăнтарĕ.
Читайте нас: