Федор Матвеев Наумкин ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ăна 1943 çулта, 18 çул тултарсан, Хĕрлĕ Çара илнĕ. Дивизи Чкалов хулинче йĕркеленнĕ. Унăн отделенине станоклă пулеметран пеме вĕрентнĕ. Çар вĕренĕвĕ вĕçленнĕ хыççăн карабин, гранатăсем, пулемет тата ещĕкпе патронсем илнĕ, службăри юлташĕпе 52-мĕш стрелковăй полк составĕнче Кăнтăр-Хĕвеланăç фронтĕнче çапăçнă.
Хаяр, юнлă çапăçусемпе Харьков хули патне ăнăçлă çывхарнă. Федор Гаврилович „Максим” пулеметран вĕçĕмсĕр персе тăрса пехотăна тапăнса пыма пулăшнă. Атакăлакансем хыççăн йывăр пулемета сĕтĕрнĕ, çĕнĕ позицинчен каллех тăшмана пеме пуçланă. Хулана ирĕке кăларнă, анчах тытса тăма пултарайман. Нимĕçсен танк дивизийĕсем фронта татса кĕнĕ те дивизин полкĕсене сайралатнă. Пирĕннисем пысăк çухату тÿссе чакнă, анчах пулăшу килсе çитсен фашистсен наступленине чарса лартнă.
Снаряд çурăлнипе Матвеев пулеметчик уринчен тата аллинчен йывăр аманнă. Острогоржск хулинче çур çул сипленнĕ. Аманнине пула 1944 çулта демобилизациленнĕ, иккĕмĕш группăри инвалид пулса тăнă. Ăна I степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн”, „СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсем 50 çул тултарни”, юбилей медалĕсемпе, çаплах ырми-канми ĕçленĕшĕн „Ĕç ветеранĕ” медальпе наградăланă. Арăмĕпе пĕрле пилĕк ача пăхса ÿстерсе воспитани панă. Ял çыннисем хăюллă салтака, çемьепе лайăх пурăннă çынна тата ывăна пĕлми ĕçчене халиччен асра тытаççĕ.
Федорăн аслă пиччĕшĕ, 1921 çулта çуралнă Сергей Матвеев, 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретĕнче Халхин-Гол юханшывĕ патĕнче Монгол Халăх Республикине тапăнса кĕнĕ Япони самурайĕсене хирĕç çапăçнă. Хире-хирĕç пулăшасси çинчен договора пурнăçласа, Хĕрлĕ Çар чаçĕсем çине тăрса çапăçнă, агрессор çарĕсене аркатса тăкнă тата Монголине японсенчен тасатнă.
Сергей Гаврилович çак çапăçусенче çар опычĕ пухнă, унпа Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç захватчикĕсене хирĕç çапăçусенче усăланнă. 1261-мĕш стрелковăй полкăн 415-мĕш уйрăм разведка ротинче çапăçнă. Темиçе хутчен аманнă. Берлина çитнĕ. Ăна II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн”, „Хăюлăхшăн”, „Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, „Ĕç ветеранĕ” медальсемпе наградăланă. Харсăр разведчик 68 çула çитсе 1989 çулта вилнĕ.
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.