Петр хăйĕн пулас арăмне, Куезбаш ялĕнчи Дуньăна, пĕрремĕш хут хăйĕн туйĕнче çеç курнă. Ăна çапла тупса панă. 1926 çулта Михайловсен çемйинче пĕрремĕш ача, Георгий, çуралнă. 1931 çулхи кĕркунне Бишкаин ялĕнче „Канаш” колхоз йĕркеленĕ. Çамрăк çемье хăйĕн шăпине коллективлă ĕçпе çыхăнтарнă. Петрпа Евдокия çĕр çинче ĕçлеме юратнă, тулăх çемье пурнăçĕшĕн вăйне хĕрхенмен. Ялти тусĕсем ăна асăрханă, бригадира суйланă. Михайловăн бригади уй-хир ĕçĕнче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пĕрре мар мала тухнă. Повестка илнĕ бригадир 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче ирпе хăйĕн уй-хирĕсене тата фермăсене çÿресе тухнă. Çак тырпул уйĕсенчен уйрăлма тивет вĕт, ăна пуян тухăç пухса кĕртме пÿрмен. Акă, тăватă ывăл тата хĕрача ашшĕ хăйĕн ачисене юлашки хут чуптăвать. Вăл тăван ялĕн илемлĕ урамĕсемпе 36 çул тăршшĕне утнă. „Ачасене шкулта вĕрент, ĕçлеме вĕрент”, - вăл уйрăлас умĕн каланă юлашки сăмахсем. Петр Васильевич юратнă арăмĕ çине епле йывăрлăх тиенесси çинчен пĕлнĕ. Упăшки çинчен пăлхану, ачасене пăхасси, колхозри кулленхи йывăр ĕç – çакă мĕнпурĕ ăна, арăмне, аннене, тыл ĕçченне юлать. Петр арăмĕ шанчăклă пулассине пĕлнĕ тата шаннă. Кĕçĕн ывăлĕ, Лукьян, ашшĕне фронта ăсатнă хыççăн пĕр уйăхран çуралнă. Петр Васильевич малтан Алкино поселокĕнчи çар лагерĕнче çĕнĕрен вĕренÿ иртнĕ. Евдокия чĕчĕ ачипе упăшки патне çуран виçĕ хутчен кайса килнĕ. Хальхи вăхăтра çавна ăса хывма та йывăр. Акă, вăл хăйĕн тантăшĕсемпе 20 километр хушăри Белое Озеро станцийĕнчен михĕпе вăрлăх йăтса килет. Колхоз правленийĕн членĕ пулнă май, ăна хăйĕн пĕчĕк ачисене хăварса çĕрлехи дежурствăна кайма та тивнĕ. Хисеплĕрен те хисеплĕ çак хĕрарăм-герой пилĕк ывăлне тата хĕрачине пăхса ÿстернĕ. Унăн çурчĕ яланах кинĕсемпе, ачисемпе тата мăнукĕсемпе тулли. Евдокия Осиповна хăйĕн ачисемшĕн тăрăшуллă анне пулнă. Çирĕп ыйтнă, вĕсене чун-чĕре çепĕçлĕхĕпе ÿстернĕ.
Петр Михайлов арăмĕ тата ачисем патне çырнă çырусенчи йĕркесем:
„1941 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕ. Эсир ытлашши ан пăшăрханăр. Тур хушсан, сывă юлăп. Çĕрпÿртсенче пурăнатпăр. Саншăн, ачасемшĕн тунсăхлатăп. Георгий ывăлăм, эсĕ çемьере асли. Аннÿне, кĕçĕннисене пулăш. Ачасем, эпĕ таврăнăп, кĕтĕр мана”.
„1942 çулхи февралĕн 20-мĕшĕ. Дуня, эсĕ ан макăр. Тÿс. Ытлашши ан хуйхăр. Курнăçăпăрах”.
„1942 çулхи апрель. Пĕлетĕн-и, Дуня, эпир санпа уйрăлнăранпа сакăр уйăх иртрĕ. Пирĕн пурнăçа час-часах аса илетĕп. Эпир хăнари пек пурăнаттăмăр. Эпир мĕнле телейлĕччĕ”.
„1942 çулхи июлĕн 14-мĕшĕ. ...Çапăçусем 40 кун ытла вĕçĕмсĕр пыраççĕ. Çапăçса тухма тиврĕ. Кĕтĕр мана”.
„1942 çулхи августăн 10-мĕшĕ. Часах каллех фронта каятпăр. Хамăрăн ачасемшĕн эпĕ чĕрĕ юлма тивĕçлĕ. Мана старшина ят пачĕç. Евдокия, выльăх-чĕрлĕхе упраса хăварăр. Апат-çимĕçе перекетлĕ тăккалăр”.
„1942 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕ. Сире Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, телей сунатăп. Манăн хĕрĕм, юрататăп сана. Кăштах тÿсĕр. Эпир черетлĕ хут тăшман тылне каятпăр. Сире тĕлĕкре час-часах куратăп”.
„1943 çулхи февралĕн 23-мĕшĕ. Эпир, фронтовиксем, паттăрла ĕçленĕшĕн колхозниксене тав тăватпăр. Мирлĕ пурнăçра эпĕ ытла та сăпайлăччĕ. Халĕ вара алăра автомат, пиçиххи çинче наган. Вăрçă кĕрлевĕпе эпĕ пачах урăхла çын пулса тăтăм. Дуня тата ачамсем, мана „Хăюлăхшăн” медаль пачĕç. Разведчик юлташсем мана саламларĕç. Эпĕ чĕрĕ тата сывă”.
„1943 çулхи майăн 10-мĕшĕ. Эпĕ каллех стройра. Тĕлĕнмелле ăнăçать. Тăшмана хирĕç гвардеецла çапăçатăп. Хамăрăн Çĕнтерÿ хыççăн эпĕ сире ыталаса илнĕ кун та çитĕ”.
„1943 çулхи августăн 10-мĕшĕ (юлашки çыру). Сирĕн фотоÿкерчĕкĕрсене час-часах пăхатăп. Сирĕншĕн тунсăхлатăп. Эпĕ киле таврăнăп. Манăн юратнăскерсем, пурăнăр, ăслă пулăр...”
„Хисеплĕ Евдокия Осиповна тата сирĕн ачăрсем. Эсир хăвăрăн упăшкăрпа тата паттăр-аçăрпа мухтанма пултаратăр. Вăл пирĕн юратнă Тăван çĕршывшăн хăйĕн пурнăçне иккĕленмесĕр пачĕ...
Петр Васильевич Михайлов гварди старшинана Вологда хули çывăхĕнче ушкăнла тăванла вилтăприне пытарнă”.
Астăвасса, Евдокия Осиповна яланах православи тĕнне ĕненекен хĕрарăмăн хура тĕслĕ тумĕпе çÿретчĕ. Манăн, 14 çулхи ачан, çак чипер кÿршĕ патне пырса ыйту пама хăюлăх çитнĕччĕ: „Дуня аппа, мĕншĕн манашка пек тăхăнатăр?” „Ывăлăм, çитĕнсе çитсен манăн пурнăç тĕрĕслĕхне хăвах пĕлсе çитĕн”, - хурав çапла пулчĕ. Çак ăслă хурав тăлăх салтак арăмĕн, тыл ĕçченĕн, тăрăшуллă аннен тата килйыш управçин чăн тертлĕхне тата хаяр тĕрĕслĕхне уçса пачĕ. Вăл хăйĕн упăшкине тата ачисене юлашки кунĕччен чунтан парăнса пурăнчĕ.