Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Никам та, нимĕн те манăçман
15 Сентябрӗн 2020, 17:05

Мухтав мемориалĕ – ял чĕри

Семен ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă ентешĕсен çĕнетнĕ палăкне чаплăн уçрĕç.

Ял çыннисем Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене хисеплесе асăнма ял варринчи площаде пухăнчĕç. Вăрçă çулĕсенче ялсоветĕнчен фрон­та икĕ пин ытла арçын – камăн- тăр ашшĕсем, пиччĕшĕ-шăллĕсем, аслашшĕ-кукашшĕсем – кайнă. Çав шутран çурринчен сахалрах чĕрĕ таврăннă.
Палăка лартнă самантран 40 çул иртнĕ, унăн унчченхи сăнĕ çухалнă, ăна çĕнетмелле пулнă. „Пушкăртстан Республикин яллă территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ” федераллă программăна хутшăннине пула ме­мориала реконструкцилеме семен­сене государство бюджетĕнчен 1 млн та 200 пин тенкĕ уйăрса панă. Халăх укçа хывасси программăна хутшăнмалли тĕп услови пулса тăрать. Ял çыннисем çак ырă ĕç вал­ли кĕске вăхăтра 200 пин тенкĕ пуçтарнă.Район админи-страцийĕ 100 пин тенкĕ уйăрса панă, Семен ял Совечĕ 456 пин тенкĕ кĕртнĕ, „Дружба” СПК тата 100 пин тенкĕ хушнă.
Реконструкци хыççăн кунта пурнăçран мирлĕ вăхăтра уйрăлнă сал­таксен хушамачĕсене касса çырнă асăну хăмисем пулса тăнă. Унччен вăрçăра вилнĕ воинсен хушамачĕсем çеç пулнă. Çапла вара вĕсен ячĕсене пулас ăрусем те асра тытĕç. Мемориал патне асфальт сарнă çул тунă, саксем тата хунарсем вырнаçтарса лартнă. Палăк стенине 1920 çултан пуçласа çырнă ял историйĕпе астăвăм капсулине хурса хăварнă.
Хĕрлĕ хăйăва касмалли хисеплĕ право хăнасене – муниципаллĕ район Совечĕн председательне Минулла Худайбердина тата ПР Ял хуçалăх министерствин пред­ставительне Гузель Аманбаевана – панă.
- Программăна хутшăннипе пирĕн ял тăрăхĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ объ­ектсем - спорт площадки, фельдшер-акушер пункчĕ, шыв пăрăхĕ – пулса тăчĕç. Çĕнетнĕ Астăвăм мемориалĕ вара – пирĕн ентешсен геройла паттăрлăхне пурте тивĕçлипе хисеп туни, - терĕ Се­мен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ильдар Ишбул­дин.
Вăл ял çыннисен ĕмĕтне пурнăçлама пулăшнисене пурне те тав турĕ, спон­сорсене Тав çырăвĕ пачĕ. Халĕ Астăвăм мемориалĕ ял чĕри пулса тăрĕ. Халăха „Дружба” СПК председателĕ Зилавир Мак­сютов, ветерансен совечĕн председателĕ Зилавир Габбасов саламларĕç. Çак чаплă мероприятине çамрăк семенсен концерт номерĕсем илем кÿчĕç, районти Культу­ра керменĕн артисчĕсем вăрçă çинчен юрăсем парнелерĕç.
Читайте нас: