1921-мĕш выçлăх çулхине Никита Яковлев çемйинче çамрăк арăмĕ тата икĕ хĕрачи вилнĕ. Вăл тĕне ĕненекен, ырă, ĕçчен тата хутла пĕлекен кил хуçи пулнă. Яковлев лаша, ĕне тата тына усранă. Хресчен хуçалăхне те тытса пымалла пулнă. Бишкаин çынни иккĕмĕш хут авланма шутланă. Çĕнĕ çемьере тăватă ывăл çуралнă. Ашшĕ вĕсене питĕ вĕрентесшĕн пулнă, вĕсем хутла пĕлччĕр тесе тăрăшнă. Аслă ывăлĕ, Саша, шкулта тăрăшса вĕреннĕ, малалла Треппел ялĕнче пĕлÿ илнĕ. Яш питĕ хастар, патвар, çÿллĕ, пĕр метр та тăхăрвунă сантиметра яхăн, илемлĕ пулнă. Вăл комсомола кĕнĕ, çар летчикĕ, чаплă Валерий Чкалов пек пулма ĕмĕтленнĕ. Комсомол путевкипе Александра летчиксен училищине янă. Яковлев курсантăн вĕçме вĕренес тĕлĕшпе ĕç ăнман, ăна десант училищине куçарнă. Çамрăк десантник-лейтенантсене, ĕнерхи ачасене, сывлăш десант корпусне янă. Тăшман тылне пысăк шутпа десант çарĕсем кĕртнĕ. Десантниксем кирек епле çанталăкра, кирек хăш вырăнта кăнтăрла та, çĕрле те çапăçма пĕлнĕ. Хĕрлĕ Çар государство чиккине çитсен, тăшман тылĕнче пысăк десант операцийĕсем ирттермелли кирлĕлĕх пĕтнĕ. Десант çарĕсене салатнă, унчченхи десантниксене мотопехота çарĕсене янă. „Десант çарĕсем – парашютпа сикме пĕлекен çунатлă пехота” тесе ахальтен каламаççĕ. Нумайрах чухне пĕчĕк йышлă куçăмлă десант поздразделенийĕсемпе усă курнă.
1944 çулхи октябрь уйăхĕнче десантниксен ушкăнне Польша вăрманне çитерсе хăварнă. Яковлев лейтенантăн ушкăнĕ каялла таврăнман. Десантниксем, тĕпрен илсен, талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче тапăннă. Ăнсăртлăх, çирĕплĕх, тата хăюлăх вĕсен тĕп хĕçпăшалĕ пулнă. Яковлев ушкăнĕнчи десантниксемпе мĕн пулса иртнĕ-ши? Паллă мар. Тен, засада, ăнăçлă мар анса ларнă е нимĕç çарĕсен пысăкрах вăйĕпе тытăçнă? Вĕсем çинчен нимĕнле сведени те çук. Çапла 15 çамрăк десантник хыпарсăр çухалнă. 1945 çул пуçламăшĕнче Яковлевсен çемйине хыпарсăр çухалнă Яковлев Александр Никитович çинчен извещени килнĕ. Извещени хыççăн ашшĕ, Никита Гаврилович, тата амăшĕ, Раисия Яковлевна, командованинчен пурлăх пулăшăвĕ тата Тав çырăвĕ илнĕ. Ывăлĕн япалисемпе посылка та пулнă. Унта – парти билечĕ, орден кĕнекисем, II степень Мухтав тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем.
Сашăн Украинăра савни пулнă. Украин хĕрĕ тата Бишкаин каччи пĕр-пĕрне юратса пăрахнă. Александр унăн чĕринех кĕрсе вырнаçнă, вăрçă хыççăн вăл Бишкаин ялне те килсе кайнă. Юратнă çынран çыру мĕншĕн вăрахчен пулманни çинчен çакăнта çеç пĕлнĕ.
Вăрçăра пуç хунă хамăрăн ентешсем çинчен сведенисене пайăн-пайăн пуçтарасси – йывăр шырав. Анчах çак ĕç яланах пымалла. Александр Яковлев пекех, вĕсенчен нумайăшĕ 19-20 çулта пулнă. Çак каччăсем пурăнса та ĕлкĕреймен. Çамрăкла пурнăçран уйрăлнă, вĕсен вилтăприйĕсем паллă мар. Пирĕн Тăван çĕршыва хÿтĕленисене эпир пĕлме тата асра тытма тивĕçлĕ.