Василий Петров Наумкин ялĕнче çуралнă. 1941 çулта ăна, 19 çулхи каччăна, Хĕрлĕ Çара илнĕ. Илĕш районĕнчи Сафарово ялĕнче çар вĕренĕвĕ иртнĕ, унта 214-мĕш стрелковăй дивизи, 780-мĕш стрелковăй полк чаçĕсем йĕркеленнĕ. Курсантсем колхозниксен çурчĕсенче виçшерĕн-тăватшарăн пурăннă. Командирсем çирĕп ыйтнă. Çар вĕренĕвĕ кирек епле çанталăкра, кăнтăрла та, çĕрле те иртнĕ.
Петров красноармеец 5-мĕш батальонра пулнă. 1942 çулхи апрель вĕçĕнче вĕсене Тула хули çывăхне куçарнă. Дивизин чаçĕсем нумаях та мар пулмасть фашист захватчикĕсем тăнă вырăнта капланнă. Хирсенче ваннă танксем, тупăсем ларнă. Ветеран вĕсене çавăн чухне хĕçпăшал чаплă лару-тăрура панине, унтан пеме вĕреннине аса илетчĕ.
- 1942 çулхи июль уйăхĕччен пирĕн дивизи резервра тăчĕ. Унтан эпир эшелонсене лартăмăр та пире кăнтăралла ăсатрĕç. Станцисенче поездсене горючи яма çеç чаратчĕç. Фронт патне çывхарса пынă май тăтăшрах бомбăлама пуçларĕç. Июль варринче эшелон Поворино станцинче чарăнчĕ. Вăл çунатчĕ. Железнодорожниксем бомба лексе сиенленнĕ рельссене сÿтсе илсе çĕннисене хуратчĕç. Дон юханшывĕ еннелле малалла кайрăмăр, Калач станцинче антăмăр. Юханшывăн хĕвеланăç çыранĕнче оборона йышăнтăмăр. Ăна 10 кун ытла хушши хÿтĕлерĕмĕр. Вăйĕсем ытлашши пулнине пăхмасăр, нимĕçсем пире Донра путараймарĕç, - каласа паратчĕ Василий Тимофеевич.
Дивизи, 64-мĕш арми командующийĕн приказне пурнăçласа, чакма пуçланă. Хĕвелтухăç çыранне каçасси тăватă талăка тăсăлнă. Тĕпрен илсен, çĕрлехи вăхăтра каçнă. Петров красноармеец чакакансене хÿтĕленĕ. Полк артиллерисчĕсемпе тата тинĕс бригадин батальонĕпе тăшман тапăнăвне сирсе янă. Тăшмана тупăсенчен, инçете перекен орудинчен пенĕ. Каçнă хыççăн полк çумне госпитальсенчен килнисем тата тепĕр полкран юлнисем хушăннă. Дон юханшывĕн хĕвелтухăç çыранĕнче Сталинградран 55 километр хушăра оборона йышăннă.
1942 çулхи августăн 21-мĕшĕнче Василий Тимофеевич аманнă. Саратовра сипленнĕ, унтан – Уфара. Сывалнă хыççăн Челябинскра çар хуралĕнче службăра тăнă. Çар заводне хуралланă. 1946 çулта демобилизациленнĕ. Ăна II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, „Хăюлăхшăн”, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” тата юбилей медалĕсемпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн трактористсен курсне пĕтернĕ. Шланлăри МТСра тата Пушкин ячĕллĕ колхозра механизатор, унтан трактор бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Каярахпа Аургазă лесничествин лесникĕ пулса тăнă. Вăл ертсе пынипе Наумкин ялĕ таврашĕнче вуншар хыр тата чăрăш лартса ÿстернĕ. Ун çумне çирĕплетнĕ вăрмансем питĕ лайăх пулнă.
Арăмĕпе, Вера Ивановнăпа, пилĕк ача пăхса ÿстернĕ. Хăюллă салтак, ăста механизатор, лесовод 1999 çулта вилнĕ.