Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çар орденĕсем ĕçшĕн наградăсемпе ылмашăннă

Толбазă лицейĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Данир НАФИКОВ мăн аслашшĕ çинчен каласа парать.

Майăн 9-мĕшĕнче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 75 çул çитрĕ. Манăн мăн асатте Губайдул­ла Сахибкамалович Галиев Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ пулнă.
Вăл 1923 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче Семен ялĕнче çуралнă, пĕтĕм пурнăçне тăван ялне панă.
Вăрçă пуçланнă чухне 18 çулта пулнă. Яланхи пурнăç йĕркине аркатса, тăванĕсенчен тата çывăх çыннисенчен уйăрса, пĕр самантра пĕтĕм ĕмĕчĕсем татăлнă. Фронта çемйинчен виçĕ пĕртăван кайнă: Габидулла, Зайнулла, Губайдулла. Вĕсем хушшинче Губайдул­ла кĕçĕнни пулнă.
Мăн асатте вăрçăччен Стерлитамак районĕнчи Аглински ялĕнчи пуçламăш шкулта учитель пулса ĕçленĕ. 1941 çулхи кĕркунне ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Çур çул тăршшĕне Стерлитамак хулинчи 101-мĕш вĕренÿ эскадрильйин курсанчĕ пулнă. Унтан эшелонпа 223-мĕш стрелковăй полкăн парашютлă де­сант бригадине янă.
Салтак Хĕвеланăç фрончĕн 82-мĕш стрелковăй полк составĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва Мускав патĕнче кĕнĕ. Унта ăна атакăсене пĕрре мар кайма тивнĕ. Разведчиксен ротинче службăра тăнă. Тытса илекен ушкăн составĕнче „чĕлхе” тытса килнĕ. Çак ăнăçлă операцишĕн Г.С. Галиев сержанта „Хăюлăхшăн” медальпе наградăланă. Пĕр çапăçура ăна уринчен йывăр амантнă, Мускав хулинчи эвакогоспитальте ултă уйăха яхăн сипленнĕ. Сывалнă хыççăн – кал­лех фронта. Халĕ вăл 58-мĕш дивизин 270-мĕш стрелковăй полк составĕнче Смоленск хули еннелле тапăнуллă опе­рацисене хутшăннă. Çав вăхăтра унта хаяр, юнлă çапăçусем сарăлса кайнă. Станоклă пулемет расчечĕн командирĕ пулнă май, Губайдулла Галиев аслă сер­жант малти флангра пулнă, унта çарсем пысăк çухатусем тÿснĕ.
1943 çулхи августра салтака кал­лех тăшман пульли хăваласа çитнĕ. Госпитальте сывалса çитнĕ хыççăн декабрь уйăхĕнче ăна Рязань хулин­чи пехота училищине янă. Вăл унта Çĕнтерÿ кунĕчченех взвод командирĕн помощникĕ пулса службăра тăнă, офицерсем хатĕрленĕ. Сывлăх хал­не пула 1945 çулхи декабрьте демобилизациленнĕ.
Унăн аслă пиччĕшĕ вăрçă вĕçлениччен пĕр çул маларах вилнĕ. Габидулла Галиев лейтенанта Эстони ССРнче Нарва хули çывăхĕнчи Силламяэ поселокĕнче пытарнă. Вăрçăран килне пирĕн мăн асатте тата унăн пиччĕшĕ, Зайнулла, таврăннă. Аманнăскерсем, анчах чĕрĕ, çар наградисемпе.
Эпир пирĕн мăн асаттен медалĕсемпе тата орденĕсемпе уяв пиншакне пирĕншĕн хаклă çын çинчен астăвăм пек упратпăр.
Вăрçă хыççăн Губайдулла Сахибкама­лович Стерлитамак районĕнчи социаллă тивĕçтерÿ пайĕн инспекторĕнче ĕçленĕ. Унтан Семен шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Ворошилов ячĕллĕ колхозăн парти организацийĕн секретарĕ пулнă. 1948 çулхи çулла ăна колхоз председа­тельне суйланă, анчах парти райкомĕ часах ăна, коммуниста, Шланлăри МТС директорĕн политпай енĕпе заместителĕн должноçĕнче ĕçлеме янă. Вăл çак яваплă вырăнта ултă çул ĕçленĕ. Часах çамрăк чиперккене, учительсен институтне пĕтернĕ хыççăн Семен шкул­не направленипе Стерлитамак хулинчен килнĕ вырăс чĕлхи тата литература учи­тельне Райса Юсуповнăна, качча илнĕ. Чаплă каччă пулнă пулас, хула хĕрĕн пуçне çавăрма пултарнă пулсан.
Семенсем çичĕ çултан ăна каллех хăйсен колхоз председательне суйласа лартнă, вăл ăна пĕр улшăнми, тивĕçлĕ канăва кайиччен, вăтăр çул тăршшĕне ертсе пынă.
Губайдулла Галиев çынсене ерт­се пыма пултарнă, ĕçчен, принциплă, яваплă пулнă. Çĕр ĕçченĕсен вăйĕпе колхоза ишĕлчĕкрен ура çине тăратнă, çак çулсем хушшинче вăл районти чи çирĕп хуçалăхсенчен пĕри пулса тăнă.
Вăрçă тата ĕç ветеранĕ пенсие тухсан та обществăлла ĕç илсе пынă, „Дружба” СПКн вăрçă тата ĕç ветеранĕсен совечĕн пĕр улшăнми председателĕ пулнă. Ăна ял çыннисем хисепленĕ. Губайдулла Сахибкамаловичăн ятне районта та, республикăра та нумай çын пĕлет. Тата вăл творчествăлла çын пулнă. Тăван ял историйĕ çинчен кĕнеке кăларма нумай вăй хунă.
Çар наградисем ĕçшĕн наградăсемпе ылмашăннă. Пирĕн ват асатте ăçта кăна ĕçлесен те, пур çĕрте те хăйĕн çинчен ырă астăвăм хăварнă. Ăна Ленин, I сте­пень Отечественнăй вăрçă, Октябрь­ти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, „Хи­сеп Палли” орденсемпе, „Хăюлăхшăн”, „Ĕçре палăрнăшăн”, „Çерем çĕрсене ĕçе кĕртнĕшĕн” медальсемпе, Пушкăрт АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамо­тисемпе наградăланă.
Ват асаннепе, Райса Юсуповнăпа, телейлĕ 66 çул килĕштерсе пурăннă, питĕ лайăх тăватă ача пăхса ÿстернĕ.
Шел пулин те, ват асатте 2017 çулхи январьте вилсе кайрĕ. Вăл 94 çултаччĕ. Йывăр çухату хыççăн пирĕн ват асанне пилĕк уйăх çеç пурăнчĕ... Халăхра çавăн пеккисем çинчен çапла калаççĕ: „Вĕсем вăрахчен тата телейлĕ пурăнса пĕр кун­та вилнĕ”. Вĕсем вилнĕренпе виçĕ çул иртрĕ ĕнтĕ, анчах эпир вĕсене, вĕсен ăслă канашĕсене, пирĕн çемье уявĕсене, тăвансен Çĕнтерÿ кунĕнчи кашни çулхи тĕлпулăвĕсене яланах юратупа аса илетпĕр. Халĕ те вĕсен хăтлă пысăк çуртне кайма тата пысăк туслă çемьепе пуçтарăнма юрататпăр.
Читайте нас: