Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

„Çĕнтерÿ сăнĕсенче” – пирĕн ветеран

Çĕнĕ Федоровка ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ „Çĕнтерÿ сăнĕсем” („Лица Победы”) кĕнекене кĕнĕ.

97 çулхи фронтовик ветеранăн Владимир Романовăн кĕнекере çырса кăтартнă çарти паттăрлăхĕ тата фотоÿкерчĕкĕ кăларăмăн пĕр страницине илем кÿреççĕ. Ветерана хăйне асăнмалăх кĕнеке пама „Çĕнтерÿ сăнĕсем” проект авторĕ тата „Çĕнтерÿ волонтерĕсем” Пĕтĕм Российăри обществăлла юхăмăн республикăри уйрăмĕн руководителĕ Александр Юдин килнĕ. - Мăйăхĕ Буденнăйĕнни пек! – хавхаланса каларĕ Александр Юдин, ватлăх çулĕсене пăхмасăр ырă-сывă пурăнакан тата çивĕч кăмăллă пирĕн ветеран çине пăхса. Волонтерсен руководителĕ кĕнекери йĕркесене сасăпа вуласа пачĕ: „Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медальпе наградăланнă. Наводчик пулнă май, 1943 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Евланово ялĕшĕн çапăçура, пехота подразделенийĕсемпе пĕр-пĕринпе çыхăнса, минометран персе тăшман тапăнса пынине чарнă, унăн контратакине сирсе янă. Вăл тăшманăн чĕрĕ вăйне тĕл пенĕ, 20 яхăн нимĕç салтакне тата офицерне тĕп тунă”. Кĕнекере çаплах Тросно ялĕнче вăл хăюллăн çапăçнине палăртнă, унта пирĕн салтаксене малалла кайма чаракан тăшманăн станоклă пулеметне тĕп тунă. „Тăшманăн самолечĕсем килсе тухсан тĕл хăвăрт палăртнă тата батарейăна пĕлтернĕ. Хастарлăх кăтартнăшăн ăна „Хăюлăхшăн” медальпе наградăланă”, - çырнă кĕнекере. Паллах, „Çĕнтерÿ сăнĕсем” Романовсен çемйинче хаклă асăнмалăх япала пулса тăрĕ. Владимир Евстафьевичăн геройла паттăрлăхĕ çинчен унăн мăнукĕсем тата мăнукĕсен ачисем кăна мар, пулас ăрусем те пĕлĕç.
Читайте нас: