Пур хыпар та

Чечексем – вилнисене, парнесем – чĕрĕ юлнисене

Асăнупа куляну кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов общественность представителĕсемпе „Аургазăсене - Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисене тата тыл ĕçченĕсене” обелиск патне чечексем хучĕ.

Волонтерсем Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне Шариф Мусагитова „Фронтовиксене – телефонсем” акци йĕркипе çĕнĕ кĕсъе телефонĕ тата ĕмĕрлĕхе тÿлевсĕр çыхăну сертификачĕ пачĕç. Пирĕн районти тата сакăр ветеран (ветерансемпе танлаштарнă Трудовка ялĕнчи Николай Тихонова шута илсе) çакăн пек парне çывăх кунсенче илĕ. Ăна вĕсене килĕсене кайса парĕç.
Социаллă сетьсенчен илнĕ фотоÿкерчăксем.
Читайте нас: