Пур хыпар та

Паян республикăри чи ватă ветерана юлашки çула ăсатнă

Аургазăра çуралса ÿснĕ Сергей Михайлович Петров 104 çула каиччен пурăннă.

Пушкăртстанри чи ватă ветерансенчен пĕри – Сергей Михайлович Петров - икĕ вăрçă участникĕ. Вăл финн вăрçине тата Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Аургазă районĕнчи Таштамак ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. „Правда” колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Тăватă ача ÿстернĕ. Унăн мăшăрĕ те вăрçă участникĕ, вăл – медработник.
Сергей Михайлович пурнăçа юратакан, хаваслă тата йĕркеллĕ çын пулнă. Вăл тивĕçлĕ пурнăç пурăнса ирттернĕ. Аургазă районĕн мăнаçлăхĕ пулса тăрать. Пурнăçĕнчи юлашки кунĕсене Уфара ирттернĕ.
Читайте нас: