Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Манăн мăн асатте – Çĕнтерÿ салтакĕ

Уфа хулинчи 107 №лĕ лицейра 11-мĕш класра вĕренекен А. СИДОРОВА мăн аслашшĕ çинчен каласа парать.

Аллине хĕçпăшал тытса хăйĕн Тăван çĕршывне хÿтĕленисем шутĕнче манăн мăн асатте те, Федор Кондратьевич Си­доров, пулнă. Вăл 1902 çулта Таштамак ялĕнче ахаль хресчен çемйинче çуралнă. Вăрçă пуçланнă тĕле вăл авланнă тата унăн пилĕк ача пулнă.
Фашистла Германи Совет Союзне тапăнни çинчен хăрушă хыпар çав кунах манăн мăн асаттен ялне те çитнĕ. Федор Кондратьевич фронта яма ыйтса район­ти çар комиссариатне кайнă, анчах вăл ыйтнине тивĕçтермен. Трактористсем ялта кирлĕ пулнă. Тухăç пухса кĕртес ĕç вĕçленнĕ хыççăн, 1941 çулхи декабрьте çеç, ăна çара илнĕ.
Ман мăн асатте Солнечногорскра йĕркеленнĕ, унтан 4-мĕш ударлă çар составĕнче Мускав çывăхне, Калинин фронтне янă 134-мĕш стрелковăй диви­зин 629-мĕш стрелковăй полкне лекнĕ. Кăткăс задача тăнă: тĕп хулана па­малла мар, тăшмана ирттерсе ямалла мар. Çапăçма малти лининчех вĕренме тивнĕ, анчах вĕсем хăйсен задачине пурнăçланă.
Çапăçусенчен пĕринче, 1942 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче, мăн асатте йывăр аманнă. Ăна госпитале ăсатнă, сывалнă хыççăн – каллех малти линине. Çавăн чухне вăл артиллеристсем патне лекнĕ, лашапа снарядсем турттарса тăнă. Мăн асаттене наградăлани çинчен приказра çапла палăртнă: „вăл хăйĕн çар лашине пăхас тата упраса хăварас енĕпе питĕ тăрăшать, çавăнпа ун çумне çирĕплетнĕ лашасем самăрлăх тата тасалăх тĕлĕшпе пысăк паллă илнĕ”. Хресчен лашана пĕрремĕш пулăшакан тата тăрантаракан пек пăхни вăрçăра та хăйĕн вăйне çухатман.
1942 çулхи март вĕçĕнче Калинин облаçне ирĕке кăларса, мăн асаттен дивизийĕ Смоленск облаçне кĕнĕ. На­ступлени 1943 çулхи ноябрь уйăхĕччен пынă. Çак вăхăт хушшинче Федор Си­доров тата виçĕ хут аманнă, анчах сывалнă хыççăн каллех строя тăнă. 1944 çулхи çуркунне тĕлне Смоленск облаçне пĕтĕмпе тăшманран ирĕке кăларнă, апрель пуçламăшĕнче вара дивизине Белоруссишĕн, Польшăшăн кĕрешекен 1-мĕш Белорусси фрончĕн 69-мĕш çар составне кĕртнĕ.
1945 çулхи февральте Германи территорийĕнче çапăçусем пуçланнă. Берлин патнелле тапăнса пынă чух­не темиçе теçетке нимĕç салтакне тата офицерне тыткăна илнĕ, тĕрлĕ нациллĕ пиншер çынна фашизм пусмăрĕнчен хăтарнă. Ахаль тата сăпайлă салтак Федор Кондратьевич Сидоров Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хулинчен пуçланă хăйĕн çар çулне çапла вĕçленĕ.
Демобилизациленнĕ хыççăн мăн асатте килне таврăннă, тăван колхоз ырлăхĕшĕн ĕçленĕ. Нумай фронтовик пекех, вăрçă çинчен аса илме юратман, чĕмсĕр тата кĕскен калаçакан çын пулнă. Суранĕсем хăйсем çинчен аса илтернĕ. Федор Сидоров 70 çулта вилнĕ.
Вăрçа пĕтĕмпе Мускавран пуçласа Берлина çитиччен иртсе, командо­ванин çар заданийĕсене питĕ лайăх пурнăçланăшăн тата çавăн чухне паттăрлăх тата хăюлăх кăтартнăшăн манăн мăн асатте „Хăюлăхшăн” тата „Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медальсемпе наградăланнă. Вăл хăйĕн салтак тивĕçне чыспа пурнăçланă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче Федор Сидорова тата икĕ на­града – „Берлина илнĕшĕн”, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” – панă.
Манăн мăн асатте – пирĕн çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă тата ăна хÿтĕлесе хăварнă миллионшар Çĕнтерÿ салтакĕсенчен пĕри. Вĕсен историйĕсем маншăн яланах хăюлăх тата çын ăстăнĕн çирĕплĕх тĕслĕхĕ пулса тăрĕç.
Читайте нас: