1906 çулта Бишкаин чиркĕвне çамрăк псаломщика Михаил Степанович Авдошкина ĕçлеме янă. Авдошкин – Чулхула (Нижний Новгород) кĕпĕрнинчи Спасское ялĕнчи хресчен. Вырăс, пĕлÿллĕ. Бишкаин ялĕнчи хĕрпе Степанида Алексеевнăпа венчете тăнă. Вĕсен ывăл тата хĕр çуралнă. Çемье пуçĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçи фрончĕсенче виçĕ çул çапăçнă. Килне унтер-офицер званипе таврăннă, чиркÿре малалла ĕçленĕ. 1918 çулхи августăн 15-мĕшĕнче тата тепĕр ывăл, Семен, çуралнă. (Даннăйсене пурне те Бишкаинти Никольск чиркĕвĕн чиркÿ кĕнекинчен илнĕ). 1921 çулхи хăрушă выçлăх вăхăтĕнче Авдошкинсен çемйинче, виçĕ çулхи Семенсăр пуçне, пурте вилнĕ. Вилнисене хĕлле масар çинче кĕрт айне туса хăварнă, çуркунне çеç пытарнă. Вĕсене пытарма вăй тата май пулман.
Пушкăртри тăлăх ачасене виçĕ эшелонпа республика тулашне янă: Çĕпĕре – икĕ поезд, Мускав çывăхне – пĕрре. Семен Калуга облаçĕнчи ача усрама илнĕ мăшăр патне лекнĕ. Вăхăт иртнĕçем хăй ача çуртĕнчен пулни çинчен пĕлсе юлсан, килĕнчен тухса кайнă, 1933 çулхи апрельтен пуçласа 1939 çулхи сентябрь уйăхĕччен Калуга, Мускав, Ярославль тата Орел облаçĕсенчи интернатсенче хăйĕн ача çуртĕнчи тусĕсене шыранă. Мускав çывăхĕнчи хуласенче шлифовщик, токарь тата слесарь пулса ĕçленĕ. Пушкăртри нумай юлташĕпе ача çуртĕнче паллашнă. Семен хăйĕн тăванĕсене шыранă, юлашкинчен тĕллевне пурнăçланă. Унăн тăван кĕтесĕ Бишкаин пĕчĕк чăваш ялĕ пулни çинчен пĕлсе юлнă. Вăл унта питĕ пулса курма ĕмĕтленнĕ, анчах призывпа çара кайнă. 1941 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа нимĕç оккупанчĕсене хирĕç çапăçнă. Авдошкин пулеметчик вăрçă пуçламăшĕнчех çапăçура палăрнă. Авиаци бомбинчен юлнă çаврака шăтăкра вăл икĕ „Максим” пулемет вырнаçтарса лартнă та фашист çарĕсен наступленине вăрахчен чарса тăнă. Çак паттăрлăхшăн Семен Авдошкина „Хăюлăхшăн” медальпе наградăланă. Вăл, 1-мĕш Украина фрончĕн составĕнче пулемет ротин командирĕ пулса, Сандомир хулинчен (Польша) кăнтăр-хĕвеланăç енче Висла юханшывĕ урлă каçнă чухне уйрăмах палăрнă. Акă, награда листинчен çырса илни: „Авдошкин аслă лейтенант полк тапăнуллă çапăçнă чухне хăйне питĕ пултаруллă, хăюллă, тавçăруллă командир пек кăтартнă. Висла юханшывĕ урлă каçнă чухне Авдошкин юлташ хăйĕн ротипе тепĕр енчи çырана кимĕсемпе каçнă, плацдарма йышăннă, çирĕпленсе ларнă, пуçланса кайнă çапăçура рота тăшманăн икĕ взвод таран салтакне тата офицерне тĕп тунă, боеприпассемпе тата апат-çимĕçпе сакăр автомашинăна персе лектернĕ, виçĕ танк пулеметне, 17 винтовка ярса илнĕ, 12 салтакне тыткăна илнĕ. Авдошкин юлташ çак çапăçура ротăпа командăласа, хăй пĕрмай малта пынă, тăшманăн 12 салтакне, икĕ офицерне тĕп тунă. Çапла вара Авдошкин юлташăн роти Висла юханшывĕ урлă темиçе çĕртен сахалрах çухатусемпе каçма май панă”.
С. Авдошкина Совет Союзĕн Геройĕ ята 1944 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче панă. Çар госпиталĕ хыççăн 1945 çулхи ноябрьте вăл Стерлитамак хулине килнĕ, Стерлитамакри ликер-эрех завочĕн пушар-хурал сыхлавĕн начальникĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Авдошкин аслă лейтенант тăватă хут, пĕррехинче пуçĕнчен хытă, аманнă. Ленин, Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланнă. Стерлитамак хулинчи 14 №лĕ вăтам шкул территорийĕнче герой бюстне вырнаçтарса лартнă.
1946 çулхи апрель уйăхĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Семен Авдошкин аслă лейтенант тăван ялне килнĕ. Ашшĕ çурчĕ ăçта ларни çинчен ялти кинемисенчен ыйтса пĕлнĕ. Акă вăл, унăн пурнăçĕнчи чи телейлĕ тата нумайччен кĕтнĕ самант: 25 çултан вăл килĕнче! Семена ентешĕсем унăн паттăрлăхне хисеплени кирлĕ пулман. Вăл ялйышпа тĕлпулу самантне кĕтнĕ, анчах Бишкаин çыннисен сÿрĕклĕхĕнчен тĕлĕннĕ. Унпа тĕлпулу йĕркелеме пĕри те пĕр утăм та туман. Вăл чирлесе ÿкнĕ.
1960 çулта Авдошкин каллех тăван кĕтесне килнĕ, анчах ялне кĕмен. Ăна питĕ йывăр пулнă! Тăванĕсен вилтăприсем патĕнче ларнă. Чĕри ыратма пуçланă, вăл çĕре персе аннă.
Салтак 1962 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче вилнĕ. Вăл 44 çулта çеç пулнă. Ăна Стерлитамакра пытарнă. 2018 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Стерлитамакра пирĕн герой çуралнăранпа 100 çул пулнине паллă тунă. Унăн вилтăпри çине чечек кăшăлĕсем хунă. Вăхăт иртнĕçем тĕрĕслĕх таврăнĕ, пирĕн ентеш килне тивĕçлипе таврăнĕ. Унăн пурнăçĕ кĕске, анчах пултаруллă пулнă. Эпир вара, бишкаинсем, пирĕн Совет Союзĕн Геройĕ пулнипе мухтанма тивĕçлĕ.