Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Рокоссовскипе пĕр пек çын. Сăмах-юмах е чăнлăх?

Степановкăри шкул музейĕнче Василий Еременко ытарлă салтак çинчен истори нумай çул упранать, вăл Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Рокоссовский генералăн çывăх çынни пулнă. Çавăн çинчен Степановкăри шкул музейĕн ертÿçи Л.ЕФИМОВА каласа парать.

Еременкăсен çемйи вăрçă умĕн тăлăха юлнă. Ашшĕне репрессиленĕ, амăшĕ йывăр чирлесе вилнĕ. Василий ятлă аслă ачи çине ултă кĕçĕн шăллĕпе йăмăкĕшĕн яваплăх тиеннĕ. Тăлăх ача­сене йывăр килнĕ, тата вăй çитереймен налогсем хĕсĕрленĕ. Çав сăлтава пула Василий ялсовет председателĕпе хирĕçсе кайнă, тарăхнипе ун çине алă çĕкленĕ. Çапла ăна пилĕк çула тĕрмене лартнă. Кĕçĕннисем вăрçă çулĕсен хăрушлăхĕсене хăйсем тĕллĕн çеç кĕтсе илнĕ, асли, срокĕ иртиччен, тĕрмеренех фронта лекнĕ.
Çĕнтерÿ хыççăн Василий тăван Сте­пановка ялне кăкăрĕ çинчи орденпа тата çурăмĕ çинче касса кăларнă нимĕç хĕресĕпе (свастикăпа) таврăннă. Çуллахи шăрăх вăхăтра уй-хир ĕçĕсем пынă чух­не çав паллăна ялти нумай çын курнă. Ветеран ялта вăрах пурăнман. Вăтам Азине тухса кайнă, вара унăн йĕрĕсем çухалнă. Анчах та „Василий пленра пул­ни, унăн çурăмĕ çинче нимĕçсем хĕрес касса кăларни” çинчен каланисем халĕ те упранаççĕ. Хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕн историне Степановка ялĕнче çуралса ÿснĕ Вера Салтыкова каласа пачĕ, вăл фронтовикпа вăрçă вăхăтĕнче çыру çÿретнĕ.
Вера Салтыкова сăмахĕ тăрăх, суд­па айăпланнăскер Рокоссовскин çарне лекнĕ. Унта унăн тăванĕ пĕвĕпе те, сăнĕпе те хăйĕн генералĕ евĕрлĕ пул­нине асăрханă. Василий штаб çумĕнче служба иртме пуçланă.
Пĕррехинче штаб хупăрласа илес хăрушлăхра пулнă. Командующи тĕп составпа никам сисмесле тухса кайнă, Рокоссовскин тумне тăхăннă Васи­лий ытти боецсемпе юлнă, хăй çине тимлĕх уйăрттарнă. Нимĕçсем штаба, чĕррисене тыткăна илнĕ, асаплантар­ма тытăннă. Тăшмансем вĕсен умĕнче суя генерал пулнине тÿрех ăнланнă, Василийĕн çурăмĕ çинче фашистсен хĕресне касса кăларнă. Пулăшу килсе çитнĕ, тыткăнрисене хăтарма ĕлкĕрнĕ. Пирĕн ентеш чĕрĕ юлнă, ăна орден пама тăратнă. Малалла вăл çав чаçрех служба иртнĕ.
Пулма пултарайман истори çеç. Ан­чах та пĕррехинче Вера Игнатьевна хăйĕн патĕнче Василийĕн сăнÿкерчĕкне тупнă, ăна шкула пачĕ. Шухăша кайма тÿр килчĕ.
Василий чăннипе те паттăр коман­дующипе пĕр евĕрлĕ. Вăл ун пекех çÿллĕ, сăнĕпе те ун пек. Сăнÿкерчĕк çине çырнă: „Йăмăка асăнмалăх. Çарти старшина юлташпа. 1945 çулхи мартăн 1-мĕшĕ”. Василийĕн кăкăрĕ çинче ор­ден (сăнÿкерчĕк тăрăх - Отечественнăй вăрçă орденĕ), юлташĕпе йăлтăртатса тăракан хром атăсемпе тата... аллисен­че - хĕçĕ. Ăнланмалла, сăн ÿкерттерме хатĕрленнĕ. Анчах та хĕç – граждан вăрçин хĕçпăшалĕ. 45-мĕш çулта вĕсем салтаксен аллине мĕнле лекме пултарнă?
Константин Рокоссовскин биогра­фине аса илер. Вăл çар службине 1914 çулта кавалери дивизийĕнче пуçланă. 1918 çулхи август тĕлне эскадрон командирĕ пулса тăнă. Вăл пултаруллă командир кăна мар, утлă çапăçăвăн питĕ лайăх ăсти те пулнă. 1919 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче хĕрлĕ командир Колчак çарĕн дивизи начальникĕн заместителĕпе, Воз­несенский полковникпа çапăçура тĕл пулнă. Рокоссовский хĕçпе пĕрре сул­са шур гвардееца вĕлернĕ. Командую­щи юратнă тата хăнăхнă хĕçпăшалне хăйĕнпе юнашар штабра сыхлăх ятне упрама пултарнă.
Тата, Василий вăрçă умĕн судпа айăпланнă пулнă вĕт-ха. Çавăн пек çын фронтра, тата çар командующийĕн штабĕнче пулма пултарнă-и?
Рокоссовскине хăйне 1937 çулта репрессиленĕ, вăл виçĕ çул тĕрмере ирттернĕ. 1940 çулта реабилитациленĕ, званисене тавăрнă. Вăрçă пуçламăшĕнче ун пек командирсем питĕ кирлĕ пулнă. 1941 çулхи июльте ăна Смо­ленск таврашĕнче оборона йĕркелеме хушнă. Çавăн чухне генерала офицер­сен ушкăнне, радиостанци тата икĕ автомобиль уйăрса панă, вара унăн хăйĕн, арпашуллă каялла чакакансене, хупăрлавран тухакан подразделенисене чарса, çар пухмалла пулнă.
Рокоссовский судпа ай ăпланнисенчен те çар пухма сĕннĕ: ”Çавăн пек çынна айăпне каçарттарма май парăр, вара курăр – лайăххи, Тăван çĕршыва юратни, тем пулсан та шанăçа тавăрма тăрăшни унра çĕнтерĕ, ăна хăюллă салтак туса хурĕ...”
Рокоссовский „Салтак тивĕçĕ” кĕнекинче госпитальсемпе тыл подразделенийĕсенче пополнени шы­рама тÿр килни çинчен ним пытармасăр каласа парать. Сăмахран, çапла аса илет: „... пирĕн пата тĕрлĕрен уголовлă преступленисемшĕн судпа айăпланнă çынсенчен йĕркеленĕ стрелковăй брига­да пополнени пулса килчĕ. Вĕсем хăйсен ирĕкĕпе фронта кайма кăмăл тунă. Боец­сем çарти лару-тăрăва хăвăрт хăнăхрĕç, эпир вĕсене чăн-чăн заданисем пама юранине курса ĕнентĕмĕр...”
Командующи çинчен те нумай сăмах-юмах çÿрет. Анчах пирĕн легенда та, никĕссĕр мар иккен.
Çак фактсене Екатерина Егоровнан, ветеранăн тăван аппăшĕн, кĕçĕн мăнукĕ, Степановка шкулĕн вĕренекенĕ Кирилл Шевченко амăшĕпе, истори учителĕпе Евгения Юрьевнăпа, пĕрле тĕпченĕ. Вĕсем туса ирттернĕ ĕçпе питĕ кăмăллă: „Эпир Рокоссовский çинчен питĕ нумай пĕлтĕмĕр, пирĕншĕн вăрçă çулĕсенчи нумай çĕнĕ страницăсем уçăлчĕç...”
„Салтак тивĕçĕ” кĕнекене вара ву­лакансем ыйтнипе пилĕк хут ытла çĕнĕрен пичетлесе кăларнă. Çакă вăл командующийĕн тата салтакăн этемле ахаль калавĕ: „Çĕнтерÿ! Салтакшăн питĕ пысăк телей – хăвăн халăхна тăшмана çĕнтерме пулăшнине, Тăван çĕршывăн ирĕклĕхне хÿтĕлесе хăварнине, тăнăçлăха тавăрнине ăнланса илни. Эсĕ хăвăн салтак тивĕçне, йывăр тата пархатарлă тивĕçе, çĕр çинче унран пĕлтерĕшлĕреххи çук, пурнăçланине ăнланса илни!”
Фотоÿкерчĕк çинче: сылтăмра - Василий Еременко.
Читайте нас: