Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Сталинграда тăшмана памăпăр!

А. Исаева (Иванова) Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ Илья Сильвестрович Иванов çинчен каласа парать.

Манăн атте Илья Сильвестрович Иванов Асавпуç ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Çара кайиччен вăл пирĕн аннене, Сте­панида Васильевнăна, качча илнĕ. Ун чухне вăл çирĕмре пулнă. Пĕр ял çыннипе, Александр Михайловпа, пĕрле Инçет Хĕвелтухăçĕнче 1942 çулччен, Белебей хулине ăсатиччен (унта çĕнĕ çар чаçĕ йĕркеленнĕ), çар службин­че тăнă. Килсе çитнĕ сержантсен составĕн представителĕсем çак бригадăн пĕрремĕш кĕçĕн командирĕсем пулса тăнă, çав шутра Илья Иванов та пулнă.

Фронта ăсатиччен атте Белебей ху­линче пуласси çинчен мĕнле-тĕр майпа пĕлсе юлса, анне манăн куккапа лашапа хулана çитнĕ, унта вĕсем тĕл пулнă...

124-мĕш стрелковăй бригадăна Сталинграда хÿтĕлеме янă. Салтаксем трактор завочĕн территоринчен чак­ман. Аманнă салтаксем çуртсен стени­сем çине „Эпир Белебейĕнчен! Сталин­града тăшмана памăпăр!” тесе юнпа çырни çинчен пирĕн фронтовиксем каласа паратчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ Атăл çинчи хулара пуç хунă. 1943 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче бригадăна Хĕрлĕ Ялав орденлĕ ят панă.

Манăн атте миномет расчечĕн командирĕ пулнă. 1943-мĕш çулхи ян­варь уйăхĕнчи çапăçусенчен пĕринче вăл çирĕме яхăн тăшман салтакне тĕп тунă, хăй аманнă, госпитале лекнĕ. Иванов сержанта Сталинград патĕнче хупăрланă тăшман çарĕсене пĕтерес енĕпе питĕ лайăх çапăçнăшăн Хĕрлĕ Çарăн Верховнăй Главнокомандующийĕн Сталин юлташăн приказĕпе Тав тунине пĕлтернĕ. Госпиталь хыççăн атте каллех тăван чаçне таврăннă. Сталинградра юр çинче пĕр хĕл пурăнса, атте кайран та, мирлĕ пурнăçра, сивĕрен хăрамастчĕ. „Салтак шăнмасть тата шăнма тивĕçлĕ мар!”, - тетчĕ. Шинель вĕсемшĕн матрас та, минтерпе утиял вырăнне те пулнă.

Атте Венгринчи, Болотон кÿлĕ патĕнчи çапăçусемшĕн Верховнăй Главнокомандущийĕ В.И. Сталин хăй тав тунине илнĕ тата ăна ыттисенчен ытла­рах хаклатчĕ. Вăл наградăсене пурне те трофей пăртманетре тытатчĕ, ăна халĕ те çемьере тимлĕн упраççĕ. Австринче вăл йывăр аманнă, Çĕнтерĕве госпиталь­те кĕтсе илнĕ, унта тăватă уйăх хушши сипленнĕ. Çĕнтерÿллĕ çулхине киле ко­стыльсемпе таврăннă.

Унăн кевтинче тăрса юлнă юлашки осколока чĕрĕк ĕмĕр иртсен çеç кăларса илнĕ.

Халĕ Ивановсен йăхĕнче 18 мăнук, мăнукĕсен 29 ачи, мăнукĕсен виçĕ мăнукĕ пур. Вĕсем Российăн тата Пушкăртстанăн тĕрлĕ хулисенче пурăнаççĕ. Хамăрăн хаклă çынна, çав юнлă хаяр вăрçăн паттăрĕсене хисеплесе асăнма эпир пысăк килйышпа Майăн 9-мĕшĕнче каш­ни çул пуçтарăнатпăр.

Читайте нас: