Пур хыпар та

«Çапла çĕнтертĕмĕр» сборник вăрçă паттăрĕсемпе тĕл пулма чĕнет

Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа Чăваш кĕнеке издательствинче «Çапла çĕнтертĕмĕр» сборник пичетленсе тухнă.

Кăçал Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул пулчĕ. Çак паллă кун тĕлне Чăваш кĕнеке издательствинче «Çапла çĕнтертĕмĕр» сборник пичетленсе тухнă. Ăна В.Н. Алексеевпа В.В. Степанов пухса хатĕрленĕ тата редакциленĕ, художникĕ – Д.В. Литаврин.

«Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан чăваш писателĕсен йышĕнчен 100 ытла çын фронта кайнă... Тăван литературăра ăсталăхпа та, пултарулăхпа та самай палăрнă М. Данилов-Чалтун, В. Бараев, В. Никитин, Василий Васькин, Е. Еллиев, К. Кольцов, А. Орлов, Хветĕр Çитта, А. Петокки, Н.Пиктемир, М. Ястран, И.Думилин çыравçăсем вăрçăран таврăнайман», – тесе çырать В. Степанов «Çапла çĕнтертĕмĕр» умсăмахĕнче. Çĕнĕ кăларăма Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче хастаррăн çапăçнă çыравçăсен калавĕсемпе сăввисем кĕнĕ. Фронт пурнăçне вĕсем хăйсен куçĕпе курнă, хайлавĕсене совет салтакĕн паттăрлăхне килес ăрусем пĕлччĕр тесе çырса хăварнă.
Вулакансем Мĕтри Кипек, В. Садай, Хĕветĕр Уяр тата ытти çыравçăсен прозăлла хайлавĕсемпе паллашĕç, К.Кольцов, А.Петокки, Н.Сандров, П.Чичканов тата ыттисен вăрçăри поэзийĕпе хăпартланĕç, хурлăхлă сăвăсем куççуль кăларĕç:

Шурăмпуç пек шурă кăвакарчăн
Танк çине хăюллăн пырса ларчĕ,
Каллĕ-маллĕ пăхса уткалать,
Кăлтăр-кăлтăр туса тем калать.
И.Малкай «Шурă кăвакарчăн».

Чылай сăвăра тăшмана çĕнтерме чĕнсе калани, ăна тĕп тăвасса ĕненни яр уççăн сисĕнет:
Тăвăл пек тапранчĕ аслă халăх,
Вăл хаяррăн, çиллĕн çĕкленет.
Ваклама тухатпăр татăк-татăк
Çĕр çинчи чи ирсĕр çĕлене.
К.Кольцов «Йытта – йытă вилĕмĕ».

«Аслă Çĕнтерÿ çулĕнче Чăваш кĕнеке издательстви сĕнекен «Çапла çĕнтертĕмĕр» сăвă-калав пуххи вăрçă паттăрĕсемпе курса калаçни, ăшă тĕлпулу вырăнне пултăр вулакансемшĕн», - çапла çырса пĕлтерет чăваш кĕнеке издательстви.
Читайте нас: