Пысăк вăрçă – вăл яланах юн тăкни тата питĕ нумай çын вилни. Аманнисен тата чирлĕ салтаксен пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ çынсем паттăрлăх кăтартман пулсан, Аслă Отечественнăй вăрçăра пирĕн çухатусем чылай пысăкрах пулĕччĕç.
Врачсем, фельдшерсем, медсестрасем тата санитарсем Хĕрлĕ Çарăн 17 миллиона яхăн салтакне тата офицерне ура çине тăратнă – аманнисен 73,3 проценчĕ тата чирлесе ÿкнисен 90,6 проценчĕ каллех строя тăнă. Çав çулсенче медработниксем хушшинчи вилеслĕх стрелковăйсем хыççăн иккĕмĕш вырăнта пулнă.
Асавпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ пирĕн анне, асанне, ват асанне Антонина Еремеевна Ларионова фронтра медсестра пулнă. Ăна ăннă, çапăçу хирĕнчен сывă таврăннă... Вăл хресчен çемйинче çуралнă. Çамрăклăхра Антонина Уфара медицина сестрисен икĕ çуллăх шкулне пĕтернĕ. БашНаркомЗдрав 1940 çулта ăна Кугарчă районне ĕçлеме янă. Пĕр çултан нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва тапăннă. Вăрçă пуçлансан Антонинăна тÿрех Кугарчăри çар комиссариатне чĕнтернĕ те июльте фронта ăсатнă. 22-мĕш арми составĕнчи 170-мĕш стрелковăй дивизине, 154-мĕш медсанбата лекнĕ.
Вăл дневник çырса пынă, ăна пире асăнмалăх хăварчĕ.
Вăрçă хыççăн аннене пысăк мар Макар ялне ĕçлеме янă. Пирĕн атте Ташлăкуль ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăл та хресчен çемйинчен. Треппел шкулĕнче тăхăр класс пĕтернĕ. 1943 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Югославинче, Чехословакинче, Венгринче, Австринче çапăçнă. Вăрçă хыççăн ăна çарта хăварнă. Пилĕк çултан çеç демобилизациленнĕ. Таврăннă хыççăн каллех Треппел шкулне вĕренме кайнă, унта вăтам пĕлÿ çинчен аттестат илнĕ. Унтан Уфари ялхуçалăх институтне бухгалтер-счетовод специальноçпе вĕренме кĕнĕ. Анчах мĕнле-тĕр сăлтава пула вĕренме пăрахнă та Кăрмăскалăра счетоводсен курсне пĕтернĕ. Ялсовет секретарĕнче ĕçлеме тытăннă. Ăна кÿршĕллĕ ялсене те кайса çÿреме тивнĕ. Пĕррехинче вăл юлташĕсемпе Макар ялне кайнă, пирĕн анне ĕçлекен медпункта кĕнĕ. Атте çавăнта шурă халатлă илемлĕ медсестрапа паллашнă. Часах ăна качча тухма ыйтнă.
Вĕсем 1952 çулта мăшăрланнă, Ташлăкуль ялĕнче пурăнма тытăннă. Анне медсестра пулса ĕçленĕ, атте - колхозра счетовод-бухгалтерта. Кăшт вăхăтран пĕрин хыççăн тепри виçĕ ывăл çуралнă.
Пирĕн çемье туслă пурăнчĕ, пире тĕрĕс воспитани пачĕç. Атте 1983 çулта вилсе кайрĕ, анне унран чĕрĕк ĕмĕре яхăн нумайрах пурăнчĕ. Вĕсем тÿрĕ кăмăллă, ахаль çынсемччĕ. Вĕсене ялйыш хисеплетчĕ. Шел пулин те, пурнăçпа ăслăланнă вĕсен куçĕсенчен урăх пăхма тата вĕсене Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламласа пулмасть. Эпир хамăрăн аттепе аннен паттăрлăхне асра тытатпăр, мăнаçланатпăр, вĕсен çутă сăнарĕсене чĕресенче упратпăр.
Халĕ Ларионовсен ăрăвĕнче çичĕ мăнук, мăнукĕсен тăватă ачи пур. Мăнукĕсенчен пĕри, Виктория, асламăшĕн çулĕпе кайрĕ, халĕ Стерлитамак хулинчи больницăра ĕçлет.
Çапăçу хирĕнчен таврăннă ентешсен ячĕсене пулас ăрусем валли упраса хăварасси – пирĕн тивĕç. Вăрçă ветеранĕсен хисепĕ чакса пырать. Вĕсемпе ырă кăмăллă тата тимлĕ пулар. Аслă Çĕнтерĕве питĕ пысăк хакпа кĕрешсе илнĕ аттесене тата аннесене, пиччесене тата аппасене яланах асра тытар.