Николай Иванович Васильев вунă çула яхăн каярах пурнăçран уйрăлчĕ, анчах унăн сăнарĕ халĕ те, таса тата çутă çын тĕслĕхĕ пек, каласа панисенче час-часах тухса тăрать.
Вăл 1923 çулхи майăн 13-мĕшĕнче Манъел ялĕнче çуралнă. Хресчен ĕçне туса пурăннă: сухаланă, тырă акнă, çитĕнтернĕ. Инкек çинчен нимĕн те каламан. Çав вăхăтра вăрçă пуçланса кайнă! Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тăнă чухне вăл 18 çулта çеç пулнă. 1942 çулхи майăн 16-мĕшĕнче салтак шинелĕ тăхăннă та вăрçă çулĕсемпе утнă. Николай Иванович Волхов фронтĕнче çапăçнă, Новгород хулине ирĕке кăларнă, Ленинград блокадине татма, Австрине, Бухарест, Будапешт хулисене ирĕке кăларма хутшăннă. Çавăнта вăл аманнă. Çĕнтерÿллĕ çулта демобилизациленнĕ хыççăн килне таврăннă.
Унчченхи фронтовик каласа панă чухне час-часах Новгород хулине – „тăшмансене çывăха яман” хулана - асăнса илетчĕ, ăна 1944 çулхи январьте ирĕке кăларнă. Хула оккупацийĕ 1941 çулхи август варринчен пуçласа тăсăлнă. Хулана 883 кун хушшинче пĕтĕмпе аркатнă. Вăрçă хулари тата унăн таврашĕнчи палăксене питĕ пысăк тата юсама çук сиен кÿнĕ. Вăхăтра эвакуацилемен Новгород музейĕн археологи, хаклă истори тата искусство коллекцийĕсене пĕтĕмпе çаратнă. Хула хуçалăхне тата промышленность предприятийĕсене пурне те аркатнă, Новгород архитектурин тĕнчипе чапа тухнă палăксем ишĕлчĕке çаврăннă.
Волхов фронтĕнчи çапăçусем çинчен час-часах каласа паратчĕ, вăл унта çыхăну отделенийĕн командирĕ пулнă. „Часть оборона йышăнчĕ те оборона сооруженийĕсемпе çирĕпленсе ларчĕ. Шăтăксем те (личнăй состав пытанмалли ансат хÿтлĕх) ун пеккисем пулса тăчĕç. Тăшман контрнаступлени пуçларĕ. Танксенчен пĕри ман пуç çийĕнченех иртсе кайрĕ, эпĕ шăтăкран тухрăм та вут хыптаракан граната ывăтрăм. Танк чарăнса тăчĕ, тăшмансем вара унтан шуса тухма тытăнчĕç, вĕсене автомат черечĕ тĕп турĕ”, - аса илетчĕ ветеран.
Çĕнтерÿ салтакĕсен çапăçури паттăрлăхĕ, çав историлле событисем çинчен асаилÿсем пирĕн асра яланах упранĕç.
Николай Васильев Хĕрлĕ Ялав, I степень Отечественнăй вăрçă тата III степень Мухтав орденĕсемпе, „Будапешта илнĕшĕн”, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсемпе наградăланнă, Верховнăй Главнокомандующи И.В. Сталин сакăр хут Тав туни пур.
Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн виçĕ çултан вăл Васса Алексеевнăна качча илнĕ. Пĕрин хыççăн тепри хĕрача тата тăватă ывăл çуралнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Николай Иванович Шланлă шкулĕнче истори вĕрентрĕ. Хĕр мăнукĕсем те унăн çулĕпе кайрĕç.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче эпир пирĕн аттен, асаттен, кукаçин тата ват асатте-кукаçин портречĕпе тĕрлĕ хуласенче – Стерлитамакра, Тюменьре, Нефтеюганскра, Сургутра, Надымра – „Вилĕмсĕр полк” ретĕнче иртсе тухăпăр. Тата, паллах, тăван Аургазă районĕнчи Толбазă ялĕнче.