„Аван-и, пĕр ял çыннисем - манăн ентешсем!
Эсир маншăн тата илемлĕ Тăван çĕршыва хисепе тивĕçлĕ хÿтĕленисемшĕн çакăн пек тăрăшнăшăн чунтан тав тăватăп. Пирĕншĕн Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăнни мĕнпурĕ хаклă. Пĕтĕмĕшпе каласан, çапла пулмалла та. Çакă мĕнпурĕ - пирĕн пулас ăрусемшĕн, пирĕн ачасемшĕн тата мăнуксемшĕн вĕт. Вĕсем пирĕн калавсем тăрăх вăрçă хăрушлăхĕсене пĕтĕмпе куç умне кăларса тăратма пултарччăр, малашне çапла пулма ан паччăр.
Эпĕ, Дарья Ивановна Николаева-Аничкина, 1921 çулта Бишкаин ялĕнче çуралнă. 1939 çултан пуçласа 1942 çулхи май уйăхĕччен Чăваш Хурамал шкулĕнче пуçламăш классен учительници пулса ĕçлерĕм. 1942 çулхи майăн 20-мĕшĕнче хамăн ирĕкпе фронта кайрăм. Телефонисткăсен курсне пĕтернĕ хыççăн пире, Бишкаинти виçĕ хĕре, 143-мĕш авиаци батальонне ячĕç, унта вăрçă вĕçлениччен службăра тăтăм. Эпир чаçре телефонисткăсем пултăмăр тата пĕр вăхăтрах радиотелеграфисткăна вĕрентĕмĕр. Демобилизацилениччен кодировщик-радист пултăм. Гольдберга (Германи, Балти тинĕсĕ çывăхĕнче) çитрĕмĕр. Телее, вăрçăра эпĕ пĕрре те аманмарăм. Вăрçăра хĕрсем нимĕн те тума пултараймаççĕ пек. Анчах хĕрарăмсен шăпине те арçынсен шăпинчен сахалрах мар тĕрĕслев лекет. Пĕррехинче çапла пулса иртрĕ. Каç. Тÿпе çакăнса тăракан хунарсемпе тулнă, нимĕçсем хулана çутатма вĕсене самолетран пăрахатчĕç. Йĕри-тавра бомбăсем тата снарядсем çурăлаççĕ, мĕнпурĕ çунать тата арканать. Хăватлă взрывсенчен çĕр чĕтренет. Манăн пысăк пĕлтерĕшлĕ донесени илсе çитермелле. Хăрушă. Кайса çитмелле, эпĕ утатăп...
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнчи çĕрлехи икĕ сехетре эпĕ разведчик-летчиксем тата бомбардировщиксем валли çанталăк сводкине йышăнаттăм. Сасартăк наушникре пенĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Телефон станцине шăнкăравларăм, мĕн пулса иртни çинчен ыйтрăм. „Çĕнтерÿ! Вăрçă чарăннă!” Эпĕ ни кулма, ни макăрма пĕлместĕп. Çакăн хыççăн пурте урама тухрĕç, винтовкăсенчен, автоматсенчен тата пистолетсенчен пеме пуçларĕç. Эпир çапла, хамăрăн чикĕсĕр савăнăçа тата Тăван çĕршыва юратнине пĕлтерсе, Çĕнтерÿ салючĕ патăмăр. Мирлĕ пĕрремĕш каçпа пиртен никам та çывăрмарĕ.
1980 çул. Таганрог хули.”
Аслă сержант Дарья Николаева-Аничкина кодировщик-радист упăшкипе 1952 çул çурриччен Калининградра службăра тăнă. Пенсиччен Стерлитамак хулинче ĕçленĕ. 1978 çулхине упăшкин тăван кĕтесне, Таганрог хулине, куçса кайнă. Дарья Ивановна Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе, „Хăюлăхшăн”, „Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, „Кенигсберга илнĕшĕн”, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсемпе наградăланнă.