Атте, пиччесем вăрçа кайсан, килти мĕнпур ĕçе те хамăрăн тумалла пулчĕ. Хуçалăхра ĕне, виçĕ сурăх, чăхсем пурччĕ. Утине анне куршанаксем, йывăç тĕмĕсем хушшинче çурлапа выратчĕ те киле пĕчĕк урапапа туртса килеттĕмĕр. Çуркунне утă пĕтет - Карлав, кĕçĕн кÿлĕ пăрĕсем тăрăх çапă сĕтĕретпĕр. Хуппине сÿсе выльăха çитеретпĕр, çаппине тимĕр кăмакара çунтаратпăр.
Хĕлле аслă кÿлĕ урлă, Тĕкĕрмен ялĕнченех, шкул валли çунашкапа пăрпа вутă сĕтĕреттĕмĕр. Çуркунне шкул пахчине тытма Урсайран çапă та сĕтĕрсе килнĕ. 1942-мĕш çултан пуçласа, каникул пуçлансан, ушкăн ача-пăча хире çум çумлама çÿреттĕмĕр. Çавăн чух чикекен курăксем çăлнипе пирĕн алăсем юнланса ырататчĕç, алса-перчетке тавраш пулман ун чух. Пĕрре вир çумлатпăр - ана çийĕпе сенкер-сенкер утмăлтурат çеçке çурнă... Сахăр, конфет, çăкăр та курман эпир вăрçă вăхăтĕнче. Хĕллене ана çине ÿксе юлнă пучахсене пуçтараттăмăр. Ăна йăваласа тыррине килте аларманĕпе çавăрса кĕрпе тăваттăмăр. Хĕлĕпе анне кĕрпе шÿрпи çитеретчĕ. Çуркунне, çулла тĕрлĕрен кĕпçе - пултăран кĕпçи, тута кĕпçи (хăй тутлă, анчах тутана та пăсать, алла та хăпалантарать), пир кĕпçи, майра кĕпçи (дикарка), хир суханĕ пуçтарса кăчăртаттараттăмăр кăна...
Кĕркунне анкартинче, авăн çапнă çĕрте, кăткăсем пек капанран молотилка патне кĕлте сĕтĕретпĕр, кĕлтисем хамăртан çÿллĕ. Кунта эпир выçă мар - аслисем пудовкăсенче тырă ăшаласа çитереççĕ, кăнтăрла - шÿрпе. Çулла утă пуçтарнă çĕрте ĕçлетпĕр. Ÿсерехпе эпир молотилка умне-айне пухăнакан тырра кĕреçепе тырă купи çине ывăтаттăмăр, купа - тем çÿллĕш. Питĕ йывăр ывăтма, барабанĕнчен тырă пĕрчисем пит çине хытă сирпĕнесçĕ. Аслă хĕрсем тырра веялкăпа сăвăраççĕ. Арçын ачасем лашапа фураж, вăрлăх валли тырра колхоз кĕлетне турттараççĕ. Кашни кун темиçе лав тырă Белое Озеро элеваторне ăсатаççĕ. Ачасем шкула кайиччен, йĕпе-сапа пуçланиччен кĕрхи ĕçсене пĕтерме тăрăшнă тесе калатчĕ ун чухнехи бригадир Петров Степан. Вăрçă вăхăтĕнче ачасем мĕнле нушаланнă, çĕнтерÿшĕн тăрăшнă – нихăшĕ те нăйăлтатса ларман.
Вăрçă чарăннă 1945-мĕш çул кĕркунне – эпир анкартинче, çĕрлеччен ĕçлетпĕр. Август уйăх вĕçĕ. Пирĕн пата телеграмма килсе ÿкрĕ. Аппа таврăнатăп тесе çырать. Вăл 1942-мĕш çул, май уйăхĕнче вăрçа кайнă, эпир вăрçăрисем килессине кĕтсе пурăнатпăр. Поезд Уфаран тĕттĕм пулсан килет. Эпир, манăн тантăш хĕрачасемпе – Елюк, Аниçе, Валя – анкартинченех поезд чарăнакан вырăна каятпăр. Пĕр кун, тепĕр кун, виçĕ кун кайса та аппана кĕтсе илеймерĕмĕр. Хĕрсем ывăнаççĕ, тĕттĕмре пĕччен çÿреме хăраса киле пĕрле таврăнатпăр. Çăвăнкаласа апатлансан пусма çине тухса лартăмăр. Поезд иртесне кĕтсе ларатпăр. „Ĕнтĕ паян килмесен, - тетĕп аннене, - пĕччен пулсан та, хăрасан та поезд патне аппа киличченех çÿретĕп”. Аван вăхăт иртсен, килеймерĕ пуль тесе, çывăрма кĕрсе выртрăмăр. Пĕр вăхăт урамра таплаттарса, хашкаса кăшкăрнипе вăранса кайрăмăр.
- Сĕйĕнчĕ, сĕйĕнчĕ, - тесе кăшкăрса, çамрăк хĕрарăм чупса килчĕ.
Эпир аннепе урама сирпĕнсе тухрăмăр та Аслă урампа шкул енне чупрăмăр. Хашкаса чупатпăр, часрах аппана курасшăн. Аннен сывлăшĕ пÿлĕнчĕ, эпĕ хăраса кайрăм. Кăшт тăрса, анне тăн çавăрса илсен, малалла чупрăмăр. Ах, вăрăм çав Нукасак урамĕ! Ухвантей кĕперĕнчен иртсен пăхатпăр – тарантас кÿлнĕ пĕр лаша килет. Аппа иккен, ăна пожарниксем лаша кÿлсе панă. Пирĕн аппа урапа çинчен сиксе анчĕ те пире ыталать, чуптăвать, хăй тавра çавăрать. Анне савăннипе макăрать, эпĕ савăнса кулатăп... Çапла вара эпир тăрантас çине ларсах киле килтĕмĕр. Савăнăç пирĕн, ăсран тухмалли савăнăç! Аппан кăкăрĕ çинче медальсем ялкăшаççĕ. Кÿршĕсем, тăвансем килсе тулчĕç. Сĕйĕнчĕ илсе килнĕ аппине чей ĕçтерсе, кучченеçпе ăсатрĕç. Пире аппа тутапа калакан купăс илсе килнĕ, мана - шăрçа мăйи. Пиллĕкри Витя шăллăма пилĕкне хăю çыхса ячĕ.
1946-мĕш çул январь уйăхĕнче Леонид пичче те вăрçăран таврăнчĕ. Аппапа пичче ялти шкулта ĕçлерĕç. Килте вĕсем тĕрлĕрен юрăсем юрлатчĕç. Шкул ачисемпе, учительсемпе концертсем лартатчĕç. Кÿршĕ ялсене те çÿретчĕç концертсемпе. Степан Казанцев (Чĕлĕм) баянистчĕ, концерт ертсе пыраканĕ - Лидия Александровна Максимова. Пире, Нукасак ачисене, юрлама-ташлама вĕрентекенĕ те Лидия Александровна пулнă.
Вăрçăра пирĕн аппа радистка пулнă. Вĕсем кашни 60 км тăршшĕ енлĕ тăваткăлсенчи постра тÿпене хÿтĕленĕ. Унта мĕнле самолетсем, хамăрăн-и, тăшманăн-и, мĕн çÿллĕшĕнче, ăçталла вĕçнине веçех зенитчиксене пĕлтерсе тăнă. Пĕрре çапла пулнă. Пирĕн еннелле самолетсем вĕçнĕ, кашни постра – „Кусем хамăрăннисем” тенĕ. „Çук, - тенĕ аппа , - эпĕ çуначĕсем çинчи путăксене уçăмлăн куртăм – кусем „Хейнкельсем”, бомбăсемпе килеççĕ”. „Самкова! Пуçупа явап тытатăн, йăнăш пулсан, хамах, вышку çинчех персе пăрахатăп!” – телефонпа кăшкăрнă командирĕ. Тăшман самолечĕсемех пулнă хайхисем, вĕсене зенитчиксем персе антарнă. Çакăншăн Анна аппана командирĕ хăй „Отличник ПВО” значокĕпе наградăланă. Унăн медалĕсем те пур. Нумай çултан аппана „Хĕрлĕ çăлтăр” орденĕ пани те паллă пулчĕ. Ун çинчен Федоровка районĕн хаçачĕ çинче пичетлесе кăларчĕç (аппа Федоровка районĕнчен вăрçа ăсаннă).
1945-мĕш çул, май. Эпĕ 6-мĕш класс вĕренсе пĕтертĕм. Ун чухне колхоз правленийĕнче кăна телефон. Районтан çураки ирттерме килнĕ уполномоченнăй пире вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерчĕ. Эпир Елюк, Валя шкула чупрăмăр, ачасем шкул умĕнче кĕпĕрленсе тăраççĕ. Учительсем пире стройпа тăратса ял урамĕсемпе илсе кайрĕç. Пурте савăнăçлă. Кунĕ те ăшă, çутă, хĕвеллĕ.
- Эпир çĕнтертĕмĕр! – кăшкăрать физрук.
- Урра! Урра! Урра! – янратса кăшкăратпăр.
- Сывă пултăр Совет çĕршывĕ! - илтĕнет.
- Урра! Урра! Урра! –кăшкăратпăр...
Ял çыннисем те пирĕнпе пĕрле савăнсах кăшкăраççĕ. Пирĕн урамри инженер карчăкки хапха умĕнче аллисене çупса ташласа тăрать. Савăнăç пирĕн, ниçта шăнăçми савăнăç!
Самолетран листовкăсем вĕçтерчĕç: ”Эпир çĕнтертĕмĕр. Çĕнтерÿ ячĕпе!” – тесе çырнă.
Вăрçă чарăннă хыççăн та пурнăç çăмăлах пулмарĕ. Çĕнтерÿ халăхăн кăмăлне уçрĕ, ырă пурнăç шанчăкне пачĕ. Малалла та ачасем аслисемпе пĕрле ĕçре тăрăшрĕç.
*Сĕйĕнчĕ – ырă хыпар (тутарларан).