Пур хыпар та

„Эпир шăплăха хĕнпе хăнăхрăмăр...”

А.Иванов Бишкаинта ĕçленĕ Дарья Чекмарева çинчен каласа парать.

1937-мĕш çулта Стерлитамакри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк специалиста, Гафури районĕн Антоновка ялĕнчи Дарья Чекмаревана, Бишкаина ĕçлеме янă.
Ялта медицина пункчĕ пулман. Фельдшера Архип пачăшкан унчченхи çуртне пурăнма вырнаçтарнă. Ютран килнĕ учительсем те кунта пурăннă. Дарья чирлисене хăйĕн пÿлĕмĕнче йышăннă, вĕсене сипленĕ. Вăл, Бишкаинсăр пуçне, тата 15 яла тивĕçтернĕ. Дарья Дмитриевна ĕçрен хăраман, ял çыннисемпе пĕр чĕлхе хăвăрт тупнă. Активисткăна, комсомолкăна ялсовет депутатне суйланă. Кÿршĕ пÿлĕмре Чăваш Республикинчен Кузьма Иванов учитель пурăннă. Çамрăксем туслашнă. 1941 çулта, Раштав хыççăн, мăшăрланнă. Кузьмана вăрçă пуçлансанах, 1941 çулхи июльте, Хĕрлĕ Çара илнĕ. Çамрăк мăшăр пурĕ пилĕк уйăх пĕрле пурăнса ĕлкĕрнĕ.
Дарья кашни эрнере Толбазăна çар комиссариатне çÿренĕ. Ăна, медицина пĕлĕвĕллĕ специалист пулнă май, фронта яма ыйтнă. Хĕре 1941 çулхи декабрь вĕçĕнче çара илнĕ. Юратнă çынни Кузьма вăрçăн иккĕмĕш çулĕнче пуçне хунине каярах малти позицире пĕлнĕ. Çак хыпара илтме çамрăк арăма питĕ йывăр пулнă. Вăл хăйĕн юратăвне фронтра тĕл пулма, çапăçу хирĕнче фашистсене пĕрле тĕп тума ĕмĕтленнĕ вĕт.
Малти позицире санитар инструкторĕсем çителĕксĕр пулнă. Вĕсем аманнисене вут-хĕм айĕнчен сĕтĕрсе тухнă, вĕсемпе юлашки тумлам шыва пайланă, юн юхтаракан боецсене юлашки патронччен хÿтĕленĕ е вĕсемпе пĕрле пуçĕсене хунă...
Медицина службин аслă лейтенанчĕ Чекмарева çырнă çыруран: „Мирĕн пĕрремĕш кунне эпĕ, совет госпиталĕн çар фельдшерĕ, Берлин хулинчен инçе мар кĕтсе илтĕм. Çак саманта 1942 çулхи февраль пуçламăшĕнче пĕрремĕш бомбежкăн тамăкне лексен, аманнисене тата вилнисене пуçласа курсан, боецсен суранĕсене çыхнă чухне, Германи çĕрĕ çине пырса кĕрсен кĕтрĕм. Акă ир-ирех: „Хĕрсем, тăрăр! Вăрçă пĕтнĕ! Çĕнтерÿ!!!” Çакна госпиталь дежурнăйĕ кăшкăрчĕ. Урама чупса тухрăмăр. Йĕри-тавра пирĕн салтаксем. Эпир пурне те, хамăрăн çывăх çынсем пек, саламларăмăр, ыталарăмăр тата чуптурăмăр. Эпир çĕнтернĕ!!! Кайран вара яланхи нимпе те палăрман ĕç кунĕ пуçланчĕ. Вăрçă вĕçленчĕ, анчах та çар госпиталĕнче мар, вăл кунта тата малалла пычĕ – вилĕмпе кĕрешÿ. Пирĕн арçынсем килĕсене таврăнччăр тесе эпир кирек епле тĕлĕнмелле ĕç тума хатĕрччĕ. Çĕнтерÿ хыççăн вилме юрамасть. Мирлĕ пурнăç пуçланчĕ, эпир шăплăха хĕнпе хăнăхрăмăр.
Медицина службин аслă лейтенанчĕ Чекмарева. 12.05.1945 ç., Берлин”.
Хыççăн калани. Дарья Дмитриевна хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарма шутланă. Германинче служба иртме юлнă. Качча тухнă. Çакă вăл Бишкаина янă юлашки çыру пулнă.
Читайте нас: