Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вăл Берлина ярса илме хутшăннă

Уфара пурăнакан Е. ИВАНОВА-СТЕПАНОВА хăйĕн ашшĕ, Аургазă районĕнче çуралса ÿснĕ вăрçă ветеранĕ Павел Михайлович Иванов, çинчен каласа парать.

Хаяр вăрçă витĕр тухнă çынсен хисепĕ сахалрах та сахалрах пулса пырать. Вăхăт хăйĕннех тăвать. Çав ăрури çынсене са­хал мар нуша тивнĕ, анчах вĕсем çĕр çинчи телейлĕ пурнăçшăн йывăрлăхсене пурне те чыспа тÿссе ирттернĕ.
Район хаçатĕнче хамăн атте çинчен, Аургазă районĕнче çуралса ÿснĕ вăрçă ветеранĕ Павел Михайлович Иванов çинчен каласа парас килет.
Унчченхи сăпайлă, ĕçчен ялхуçалăх работникĕ çинчен халĕ нумай çын астăвать-ши? Вăл 2009 çулхи августра вилсе кайрĕ. Шел, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул пуличчен пурăнаймарĕ.
Манăн атте Чăваш Хурамал ялĕнче Октябрьти революци пулнă çул çуралнă. Тăватă класс пĕтернĕ, унтан ăна, çав вăхăтри ыттисем пекех, мĕн ачаранпах ĕçлеме тивнĕ. Вăл пĕлÿллĕ çын пулнă. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне мана пулăшатчĕ, 7-мĕш тата 8-мĕш классен задачисене те шутлатчĕ.
Манăн аттене вăрçа хĕрĕх иккĕмĕш çулта илнĕ. 1-мĕш Белорусси фронт­не лекнĕ, вăрçă вĕçлениччен çавăнта службăра тăнă. Нумай орден, медаль тата грамота пур. Павел Иванов разведчикăн вăрçăри хисепе тивĕçлĕ ĕçĕсем çинчен кĕнеке те çырма пулать. Ăна нумай курма тата тÿсме тивнĕ. Вилĕмлĕ хăрушлăхлă нумай событисенче чĕрĕ юлнăшăн тата çăлăнса юлнăшăн вăл яланах шăпине тав тăватчĕ. Осколоксенчен тата пульăсенчен ÿт çинчи йышлă сурансем (вĕсене курма питĕ йывăрччĕ), наградисем, сыхланса юлнă фронтри сăнÿкерчĕксем – çаксем пурте Иванов боеца ăçта тата мĕнле хăрушă условисенче çапăçма тивнине çирĕплетсе параççĕ.
Атте хăйĕн пĕрремĕш Хĕрлĕ Çăлтăр орденне пĕр заданинчен паха „чĕлхе” – нимĕç офицерне - илсе çитерме пултарнăшăн тивĕçнĕ. Вăрçă вĕçленнĕ тĕле вăл тыткăна илнĕ фашистсен хисепĕ виççе çитнĕ. Хăюлăхшăн тата хисепе тивĕçлĕ ĕçсемшĕн салтакăн наградисем нумай: Богдан Хмельницкий орденĕ (ăна Украинăна ирĕке кăларнă чухне кăтартнă паттăрлăхшăн тата хастарлăхшăн панă), III степеньлĕ Мухтав орденĕ, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, „Чаплă разведчик” паллă, „Хăюлăхшăн”, „Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, „Берлина илнĕшĕн”, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медаль­сем, Жуков медалĕ, тата нумай ытти.
Отделени командирĕ нумай хут аманнă. Пĕр осколок хул кăкне шăтарса тухнă, пĕри пĕççине хытă лекнĕ, икĕ пуля вара ăна чутах пурнăçран уйăрман, юрать, вĕсен çулĕ çинче автомат приклачĕ пулнă. Çапах та вĕсем аллине амантнă. Ун пек тĕслĕхсем нумай пулнă. Пулеметран персе тăнă чухне юлташĕпе çунса пĕтнĕ çуртăн кăмаки хыçĕнче хăтăлса юлни çинчен атте куççульпе ка­ласа паратчĕ.
Телее, çакă мĕнпурĕ отделени коман­дирне Павел Иванов сержанта тăшмана хăйĕн йăвинче тĕп тума чăрмантарман. Вăл Берлина çитнĕ, нимĕç хулисене фашистсенчен ирĕке кăларса, малал­ла кайнă. Вăрçа çĕнтерÿллĕ 1945 çулта вĕçленĕ. Кĕркунне çеç демобилизацилен­се килне ăнăçлă таврăнса çитнĕ. Килĕнче вара тăван Чăваш Хурамал ялне ура çине тăратас тата ял хуçалăхне аталанта­рас енĕпе пысăк ĕç кĕтнĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Тракторист, комбайнер пулнă, анлă профиллĕ механизатор тесе калама пулать. Ĕç кĕнекинче тава тивĕçлĕ ĕçшĕн палăртни сахал мар.
Вăрçăран таврăнсан тепĕр çултан аннене, Ольга Петровнăна, качча илнĕ, пĕр-пĕрне юратса тата питĕ туслă 60 çул ытла пурăнчĕç. Сакăр ача çуралнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ чĕрĕ. Пурте пĕлÿ, специальность илнĕ. Эпĕ, Елизавета, 70 çулта, анчах халĕ те строительство фирминче инженерта ĕçлетĕп. Манăн икĕ йăмăк, Рэма тата Светлана, аслă пĕлÿллĕ, Санкт-Петербургра пурăнаççĕ, Василий тата Александр шăллăмсем, ра­бочи специальноçне вĕренсе, Гафури районĕнче тымар ячĕç.
Пурнăç малалла пырать. Мăнуксем, мăнуксен ачисем пур... Шкул ачисем, сту­дентсем, рабочисем...
Пуç çийĕнчи мирлĕ тÿпене вăрçă ветеранĕсем çĕнсе илнĕ. Вĕсем, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, çĕр çинчи миршĕн кĕрешнĕ. Вĕсене пурне те тайма пуç. Аслă Çĕнтерÿшĕн вăрçă салтакĕсене тавтапуç! Атте çинчен астăвăма яланах чĕресенче упрăпăр.
Читайте нас: