Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пĕртăван Савельевсем

Финн вăрçи вĕçленнĕренпе кăçалхи март уйăхĕнче 80 çул пулчĕ.

1939 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар чаçĕсем чикĕ урлă каçнă та Финлянди территорине шалал­ла наступлени сарса янă. Финляндипе хĕллехи вăрçă пуçланнă, вăл 103 кун тăршшĕне пынă, 1940 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Совет Союзĕн условийĕсемпе до­говора алă пуснипе вĕçленнĕ. Вăрçă пуçланиччен Ле­нинградран Финлянди чиккине çитме пурĕ 32 км çеç пулнă. Вăйлăрах пулнă пулин те, Хĕрлĕ Çар 45 градус сивĕре вăрманлă-шурлăхлă вырăнта хĕллехи услови­сенче çапăçма вĕренмен. Пирĕн çарсем Маннергейм çирĕплетнĕ лининче финсен вут-хĕм точкисем çине тăрса хирĕç тăнине тĕл пулнă. Çапăçу хирĕсенчи хĕçпăшаллă тытăçусенче Хĕрлĕ çар подразделенийĕсем путланса ларнă тата çын нумай çухатнă. Çакăн пек йышăну тунă: Маннергейм линине Выборг тыл линийĕ енчен штурм­лама пуçламалла. Кривоносов комдив дивизийĕ Выборг заливĕн пăрĕ тăрăх йĕлтĕрпе хăюллăн тăшман тылне ыткăннă. Шурă финсен оборона лининче паника тухнă. Кунта Пушкăртра çуралнă çынсенчен нумайрахăшĕ çапăçнă. Тĕслĕхрен, пĕр ротăра Бишкаин ялĕнчи тÿрех виçĕ Савельев – пĕртăван Андрей, Алексей тата вĕсен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Николай – пулнă. Çак опе­рацие ăнăçлă ирттернĕшĕн дивизи командирĕ Кривоно­сов Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Пирĕн ентеш Ни­колай Савельев „Хăюлăхшăн” медальпе наградăланнă (вилнĕ хыççăн). Йывăр аманнă Андрей Савельева та çак медальпех наградăланă. Унăн пиччĕшĕ – Алексей – кĕçĕн сержант çар званийĕ илнĕ, отделени командирĕ пулса тăнă. Çынсем пĕтни вăрçăн чи пысăк сиенĕ пулнă. Вилнисен, хыпарсăр çухалнисен тата тыткăна лекнисен шучĕ Хĕрлĕ Çарта 127 пин çын пулнă, финсен çарĕнче – 23 пин ытла. Салтаксенчен нумайăшĕ шăннинчен тата тăм илтернинчен вилнĕ. 1940 çулхи çуркуннеччен çарта пуçа тăхăнмалли буденовка пулнă, вăл сивĕрен начар хÿтĕленĕ. Ăна хăлхаллă çĕлĕк улăштарнă, унпа вара шартлама сивĕ те хăрушă пулман.
Финн вăрçине Бишкаин ялсоветĕнчен вунă арçын ытла илнĕ. Вĕсен килĕсенче икшер-тăватшар ача юлнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ Финляндинчи сивĕ шурлăхсенче пуç хунă. Çак вăрçă çĕршывăн оборона пултарулăхне тата Ленинград хулине хÿтĕлессине çирĕплетме татăклă мерăсем йышăнмаллине кăтартнă.
Андрей Савельева килĕнче пысăк çемье – амăшĕ, арăмĕ, икĕ ывăлĕ тата икĕ хĕрĕ – кĕтнĕ. 1941 çулхи сентябрьте çемйинче кĕçĕн ывăлĕ Филимон çуралнă. Филимон Андреевич пурнăç тăршшĕпе „Искра” колхоз­ра механизатор пулса ĕçлерĕ. Алексей Савельев çемье çавăрма та ĕлкĕреймен.
170-мĕш стрелковăй дивизине, пĕртăвансем унăн составĕнче çапăçнă, вăрçă хыççăн Финляндинчен Пушкăрт çĕрне илсе тухнă. Дивизи штабĕ Стерлитамак хулинче вырнаçнă, дивизипе Силкин генерал-майор командăланă. 1941 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче пиччĕшпе шăллĕне иккĕшне те çар вĕренĕвне мобилизациленĕ. 1941 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче çĕрле Белое Озеро чу­гун çул станцине çар эшелонĕ килсе çитнĕ, кунта вăл комдив приказĕпе 30 минут тăнă. Аургазă тата Гафури районĕсенчен ăсатакансем нумайăн пухăннă. Çынсем макăрнă. Нумайăшĕшĕн çакă юлашки тĕлпулу пулнă. Июнĕн 22-мĕшĕнче Самарăра пирĕн салтаксем фа­шистла Германи СССРа тапăнни çинчен пĕлнĕ. Пирĕн çарсемпе эшелонсем июнĕн 29-мĕшĕнче Хĕвеланăç фронтне пырса çитнĕ те тÿрех çапăçăва кĕнĕ. 170-мĕш стрелковăй дивизи Хĕрлĕ Çарăн çапăçăва юрăхлă, çапăçу опычĕллĕ соединенийĕсенчен пĕри пулнă. Крас­ноармеецсем хаяр çапăçăва лекнĕ, мĕнле пулсан та, тăшмана чармалла пулнă. Тĕрлĕ архив даннăйĕсем тата документсем тăрăх, Псков облаçĕнчи Себеж хули патĕнчи çапăçусене Бишкаинтан 25 çар служащийĕ тата пирĕн районтан 200 салтак ытла хутшăннă. Андрей Савельев вăрçăн малтанхи кунĕсенчех вилнĕ, Алексей 1942 çулхи декабрьте хыпарсăр çухалнă.
А. ИВАНОВ,
краевед.
Читайте нас: