Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вăрçă - ман тăвансен шăпинче

Нагадак ялĕнчи Мария Самкова тăванĕсем вăрçа хутшăнни çинчен каласа парать.

Пирĕн çемьерен Аслă Отечественнăй вăрçа тăватă çын кайнă: атте, аппа тата икĕ пичче. Килте ватă асанне, анне, вăл та çамрăк мар, тата Вадим шăллăмпа эпĕ юлтăмăр.
Аттепе анне
Атте, Федор Самков, „Нагадак” колхозăн арманĕнче шалти çуну двигателĕн машинисчĕ пулса ĕçлетчĕ. Çаплах вăл платник тата столяр пулнă. Пирĕн анне, Ефимия Сергеев­на, бригадăра ĕçлетчĕ, çемье тата ял çыннисем валли тумтир çĕлетчĕ. Вăрçă пуçланчĕ. 1941 çулхи октябрьте атте­не çара илчĕç. Фронта кайнă чухне, поездăн тавар вагонĕнчен ÿпĕнсе, вăл аннене кăшкăрнă: ”Ефимия, ачасене вĕрент!” Çемьере эпир пилĕк ачаччĕ. Эпĕ ун чухне виççĕмĕш класа, Вадим шăллăм пĕрремĕшне каймаллаччĕ. Анне атте хушнине пурнăçларĕ. Каярах эпир пурте шкул пĕтертĕмĕр, пĕлÿ илтĕмĕр. Атте вăрçăра пулеметчик пулнă. Эпир унран илнĕ юлашки çыру Рыбинск ху­линчен килчĕ, ăна 1941 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче çырнăччĕ. 1942 çулхи май уйăхĕнчен вара хыпарсăр çухалнă шут­ланать.
Аппа
Анна аппа Федоровка районĕнчи Но­воселка ялĕнче учитель пулса ĕçлетчĕ. Ăна, активлă комсомолкăна, 1942 çулхи май уйăхĕнче вăрçа илсе кайнă. Вăл ра­дист пулнă. Вĕсен батальонĕ Иван Конев маршал çарĕн составĕнче çапăçнă. Аппа сывлăш оборонин отличникĕ пулнă, „Сталинграда хÿтĕленĕшĕн”, „Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медальсем, Сталинăн Тав çырăвне тата 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршывăн сывлăш оборони енĕпе çарти çитĕнÿсемшĕн грамота илнĕ. Нумаях та пулмасть Анна Федоровна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланни паллă пулчĕ, ун çинчен Федоровка районĕн „Ашкадар­ские зори” хаçат çырса кăларчĕ. Аппа, çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн, 1945 çулхи августра Нагадак шкулне вырнаçрĕ, пенсие тухиччен çавăнта ĕçлерĕ. Вăл – халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, ĕç ветеранĕ. Упăшкипе, Василий Михайло­вичпа, икĕ ывăл - Валерий тата Рудий - çитĕнтерчĕç. Вĕсем те учительсем. 2000-мĕш çулта аппа вилчĕ.
Леонид пичче
Леонид пичче шкул хыççăн учитель­сем хатĕрлекен курса вĕренме кайрĕ. Вăрçă пуçланас умĕн Нагадак шкулĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Унтан Стерлитамакри аэроклуба вĕренме кĕчĕ. 1942 çулта Давлеканри разведчиксен çар-авиаци училищин курсанчĕ пулса тăчĕ. Рос­лавль-Катовицинчи Хĕрлĕ Ялав орденлĕ 19-мĕш гварди авиаци полкĕнче служба иртнĕ. Самолетсен фотооборудованийĕ енĕпе аслă техник пулнă. Нумай хула­на ирĕке кăларассине хутшăннăшăн тав çырăвĕсемпе наградăланнă. 1946 çулхи январьте демобилизациленнĕ. Таврăнсан тăван шкулта вырăс, нимĕç чĕлхисем, литература вĕрентрĕ. Зав­уч пулчĕ. Уфа хулинчи университетăн вырăс чĕлхипе литература уйрăмне куçăн мар вĕренсе пĕтерчĕ. „Çĕршыв çулĕ” район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлерĕ. 1958 çултан пуçласа – КПСС райкомĕнче пропаганда пайĕн инструкторĕ пулчĕ. Арăмĕпе, Таисия Ивановнăпа, ывăлĕсене - Вячеславпа Николая тата хĕрне, Надеждăна, воспи­тани парса ÿстерчĕç. Вĕсем пурте инже­нерсем. Николай Леонидович – „Ту-154” тата „Ан” самолетсен авиаконструкторĕ. Пичче – тава тивĕçлĕ культура работникĕ, ĕç ветеранĕ, вăл 2003-мĕш çулта вилчĕ.
Унăн арăмĕ те вăрçă участникĕ. Вăл Мари АССРĕнчен. Медицина училищине пĕтернĕскер, вăрçă вăхăтĕнче эвакуаци госпиталĕнче фельдшер пулнă. Медици­на службин лейтенанчĕ. Мирлĕ вăхăтра Нагадакри ФАПра фельдшер-акушер, заведующи пулса ĕçлерĕ. Толбазăри районăн тĕп больницинче медсестра, Стерлитамакри „Авангард” механика завочĕн медицина санитари батальонĕн аслă медсестри, МЧС поликлиникинче сестра-хозяйка пулса ĕçленĕ.
Василий пичче
Василий пичче вăрçăччен Треппел­ти вăтам шкулта çичĕ класс пĕтерчĕ, колхозра бригадир пулăшаканĕ пулса ĕçлерĕ. Пиртен 12 километрта вырнаçнă Мустафа ялĕнчен почта турттаратчĕ, çырусем тата пенси салататчĕ. 1943 çулхи ноябрьте çара илчĕç. Инçет Хĕвелтухăçĕнче çирĕплетнĕ районсенчи çарсенче погра­ничниксемпе пĕрле службăра тăнă. Батальон минометчикĕ тата связист пулнă. Маньчжу­ринчи событисене хутшăннă. Салтаксен йывăр хатĕр-хĕтĕрĕпе (1000 м пралук чĕркенĕ пушкарпа, винтовкăпа, пĕчĕк кĕреçепе тата фляжкăпа) пĕтĕм Монголине иртсе тухнă. Лашасемпе сопкăсем çине çар хатĕрĕсем тата миномет­сем тиенĕ кÿмеллĕ урапасем хăпартнă, кайран антарнă. Çичĕ çул службăра тăнă. Демобилизациленнĕ хыççăн Куйбышев хулинчи „Миг-15” самолетсем туса кăларакан çар заводне ĕçе вырнаçнă. 1956 çулта вербовкăпа Якути­не тухса кайнă. Пурăнмалли çурт-йĕрсенче, соцкультйăла объекчĕсенче электромон­таж ĕçĕсем пурнăçлакан организа­цинче ĕçленĕ. Нумай хулана тата пысăк стройкăсене электричество кĕртессине, Вилюйск ГЭСĕ тăвассине хутшăннă. Ленск, Абакан, Норильск хулисенче вăй хунă. Ăна II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, „1941-1945 çç. фронтовик” паллăпа, социа­лизмла строительствăри хисепе тивĕçлĕ ĕçшĕн „Хисеп Палли” орденпа, Жуков медалĕпе наградăланă. Арăмĕпе, Люд­мила Васильевнăпа, ывăл тата хĕр, Юрăпа Ольга, çитĕнтернĕ. 2016 çулта вилчĕ, Нагадак ялĕнче пытарнă.
Иккĕмĕш сыпăкри пичче
Тата хамăн иккĕмĕш сыпăкри пичче, Алексей Тимофеевич Смирнов çинчен каласа парасшăн. Вăл 1921 çулта На­гадакра çуралнă. Треппелти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн учительсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ, Шланлă шкулĕнче ĕçленĕ. Физикăпа математи­ка вĕрентнĕ. Çарта вăл танкист пулнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче нимĕç захватчикĕсене хирĕç Т-34 танкпа çапăçнă, командир пулнă. 1941 çулхи декабрьте йывăр суранланнă. Госпи­таль хыççăн сывлăхне çирĕплетме кил­не таврăннă. 1942-1943 çулсенче Треп­пелти вăтам шкулта военрук пулнă. 1943 çулхи июньте каллех вăрçа кайнă. Пĕрремĕш Украина фрончĕ составĕнче Украинăна, Польшăна, Чехословакине тата Германие ирĕке кăларнă. Танкра чутах çунса вилмен. 1945 çулхи декабрь­те демобилизациленнĕ, 1949 çулччен Нагадак ялĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта учитель пулса ĕçлерĕ. Уфа­ри пединститутра куçăн мар вĕренчĕ. КПСС райкомĕнче пропагандист пулчĕ. 1952 çултан пуçласа юлашки кунĕччен Толбазă ялĕнчи вăтам шкулта матема­тика учителĕ пулса тăрăшрĕ. Алексей Тимофеевич яваплă, пысăк чĕреллĕ çынччĕ. Фронтра тата ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр, II степень Мухтав орденĕсемпе, сакăр медальпе наградăланнă. Вăл – халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. 1983 çулта Мускавра, опе­раци вăхăтĕнче вилнĕ. Арăмĕпе, Зина­ида Николаевнăпа, виçĕ хĕр ÿстерчĕç. Вĕсем авиаци институтне пĕтерчĕç. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем ÿсеççĕ. Алексей ашшĕ, Тимофей Николаевич Смирнов, Сталинграда хÿтĕлесе вилнĕ. Унăн ятне „Тăван çĕршыв-анне чĕнет!” палăк патĕнче вилнĕ воинсен асăну хăми çине çырса хунă.
Хам çинчен
Эпĕ Мария ятлă, Нагадакра çуралса ÿснĕ. Тăван шкулти çичĕ класс хыççăн Треппелте вăтам шкул пĕтертĕм, учительсен институтĕнче физикăпа математика уйрăмĕнче вĕрентĕм. Шкулта 37 çул ĕçлерĕм. Упăшкапа, Елисей Кузьминпа, икĕ ывăл тата хĕр çитĕнтертĕмĕр. Халĕ кĕçĕн мăнуксем ÿсеççĕ. Эпĕ 88 çулта.
Эпĕ пирĕн Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ тăвансемпе мăнаçланатăп! Вĕсем мĕнпур асапа тÿссе çĕнтерÿпе киле таврăнчĕç. Мирлĕ вăхăтра хисепе тивĕçлĕ ĕçлерĕç. Эпир те, вăрçă ачисем, тылри пĕчĕк ĕçченсем, тăратрăмăр: пĕр канмасăр ĕçлерĕмĕр, чĕрĕ юлтăмăр, çитĕнтĕмĕр. Аттесемпе аннесем, пич­чесем тата аппасем пирĕншĕн вĕренÿре те, ĕçре те тĕслĕх пулчĕç. Пирĕн пĕрлĕхлĕ малашлăха хаклайми тÿпе хы­вакансемпе пуринпе те мăнаçланатăп.
Читайте нас: