Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Шутсăр нумай лаша çапăçăва хутшăннă. Керчь анчах таврăннă

Мияки районĕнче 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕн паттăр лашин палăкне туса лартма шутлаççĕ.

Ильчигулово ялĕн çыннисем граждан­сен пухăвĕнче вăрçă çулĕсенче Минигали Шаймуратов генерал командăлакан пол­кра службăра пулнă Керчь лашан бюст­не майлаштарса лартма шутланă. Лашан биографийĕ çинчен Ильчигуловăри гим­назин унчченхи истори учителĕ Фарит Исянгулов краевед тата тĕпчевçĕ каласа панă.
Унăн сăмахĕ тăрăх, пилĕк çулхи ăйăра Ильчигулово ялĕнчи колхоза Уфари ипподромран вăрçă умĕн илсе килнĕ. Пĕрремĕш акатуйрах, 1941 çулхи çулла, Керчь ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. 1941 çулхи декабрьте ял­тан фронта 15 çын тата 20 лаша кайнă. Вĕсене кĕтсе илнĕ Минигали Шайму­ратов генерал Керчь лашана асăрханă, „лайăх ăйăр” тенĕ.
- Керче утланса çÿреме юратнă, мĕншĕн тесен лашан утти çемçе пулнă. Нихăçан та тенĕ пек ывăнман, - каласа парать Фарит Исянгулов. – Вăл хăйне епле тытни тăрăх бомбежка пулас­сине палăртнă. Тăшман самолечĕсем çывхарма пуçласанах, вăл тÿрех çĕр çине выртнă. Енчен те çывăхра канав пулсан, унта выртнă. Лаша питĕ чăтăмлă пулнă: Польша тăрăх 175 километр такансăр иртнĕ, йывăр çул-йĕртен урисем çинче нимĕнле паллă та юлман.
Ăйăр çинчен нумай сăмах-юмах çÿренĕ. Пĕррехинче лашана пăхса çитереймен, вăл вара никам та йышăнман территорине кĕрсе кайнă. Ăна унта нимĕçсем хупăрласа илнĕ, пĕр офицер ун çине утланса ларнă. Керчь çавăнтах вырăнтан тапса сикнĕ, штаба развед­чиксем темиçе кун тăршшĕне тытайман „чĕлхе” илсе килнĕ.
Çĕнтерÿ хыççăн 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕн лашисене Грузине тата Азербайджана ĕçлеме ăсатнă. Ан­чах та Ибрагим Фаттахов майор – лашан çарти юлашки юланутçи – тăрăшнипе Керче тăван ене ăсатнă. Вăл 112-мĕш кавдивизин вăрçăран Пушкăртстана таврăннă пĕртен-пĕр ăйăрĕ пулнă.
Ильчигуловăра паттăр лашана астăваççĕ, ăна чысласа бюст, барельеф е палăк туса лартасшăн.
- Кăçал укçа-тенкĕне уйăрса пĕтернĕ ĕнтĕ. Халĕ эпир бюст лартас­сине çитес çула кăна планласа хума, вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна хутшăнса паттăр лаша çинчен астăвăма ĕмĕр асăнмалла тума пултаратпăр, - пĕлтернĕ Мияки районĕн администрацийĕн информаци, кад­рсем тата право ĕçĕ енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Лиза Сахапова.
Читайте нас: