Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пурнăç – шухăшласа кăларман роман

Манъ­ел ялĕнчи Аркадий Ни­китин вăрçă ачин йывăр шăпи çинчен каласа парать (Вĕçĕ. Пуҫламӑшӗ апрелӗн 16-мӗшӗнче).

Тепĕр кун ирпе вĕсем патĕнче хунямăшĕн хĕрĕ, Агафья, хăйĕн упăшкипе, Василипе, пурччĕ. Манран эпĕ ăçтан, кам пулнине ыйтма пуçларĕç.
- Санăн нимĕн те пулмасан, мĕнле пурăнма шутлатăн? – ыйтрĕ манран Ва­силий.
- Ĕçлĕп, вара манăн мĕнпурĕ те пулĕ, - çухалса каймарăм эпĕ.
Манăн хурав вĕсене килĕшрĕ. Пире мăшăрланма ирĕк пачĕç. Манăн мучи яла таврăнса кайрĕ, эпĕ вара çĕнĕ çемьере юлтăм. Тепĕр кун мунча хутса ячĕç. Мана урăх тумтир тăхăнтартрĕç. Çĕнĕ çемье пурнăçĕ пуçланчĕ. Матрена кинеми мана хăйĕн ывăлĕ пек йышăнчĕ. Эпир ăна хисеплеттĕмĕр, вăл – пире. Пирĕн ача­сене çитĕнтерме пулăшрĕ. Хăйĕн тăван мăнукĕсене пăхнă пек пăхрĕ.
Пĕрлехи пурнăçăн малтанхи кунĕсенче пирĕн пата Василий килнĕ. Эпĕ килте марччĕ, ĕç пирки калаçса килĕшме вырăнти колхоз правлени­не кайнăччĕ. Пуçана эпĕ çĕçĕсене тата пуртта хăйраса хунине тĕрĕсленĕ. Пур­не те çивĕч хăйранипе, çÿлĕксем çине хурса тухнипе кăмăллă пулнă, пуçне ырă сунăмлă сулнă та кайнă. Эпĕ пĕрремĕш тĕрĕслеве çапла иртрĕм.
Верăн хуçалăхĕнче ĕне, вăкăр, сурăхсем пурччĕ, анчах апат пĕтсе пыратчĕ. Эпир улăм илме унăн ашшĕпе амăшĕ патне Ермолаевка ялне кайма шут тытрăмăр. Çакă – хĕлле, çунасем çÿресе якатнă çулпа 30 километрта вырнаçнă яла! Халĕ мĕн пулсан та çавăн пек харсăрланмăттăм! Колхозра пире пысăк мăйракаллă вăкăр пачĕç. Эпĕ çак выльăха пĕрремĕш хут кÿлтĕм, кайрăмăр. Пестровкăна (халĕ Большое Аксаково) çитес умĕн пире вутă тиенĕ обоз хирĕç пулчĕ. Малти çуна çинче, лавçăпа юнашар, хĕрарăм ларатчĕ. Пире курсан вăл çăмăллăн сиксе анса пирĕн пата чупса пычĕ. Вăл Верăн амăшĕ пул­са тухрĕ. Çапла эпĕ хунямапа, вашават тата ырă хĕрарăмпа пĕрремĕш хут тĕл пултăм. Вăл, хĕрĕ çĕнĕ арçынпа пурăнма пуçлани çинчен пĕлсе юлса, пирĕн пата кайса пынă. Хуняма пирĕн лав çине куçса ларчĕ, эпир Ермолаевкăна кайрăмăр.
Ялта пире хуньăм кĕтсе илчĕ. Чей ĕçнĕ хыççăн утă тиерĕмĕр, ирпе ирĕклĕн тухса каймашкăн ял урамне кĕртсенчен тасатрăмăр. Тепĕр кун каç пулас умĕн Манъелне таврăнса çитрĕмĕр. Иккĕмĕш тĕрĕслев çапла иртрĕ.
Каллех колхозра ĕçлеме тытăнтăм. Фермăна утă, улăм турттараттăмăр. Çуркунне мана Нестер юлташпа сеяль­щике уйăрса лартрĕç. Тăрăшатпăр. „Бо­евой листок” кăларса çакнă, унта эпир Нестерпа плана ирттерсе пурнăçлани çинчен çырнă. Пире çакă хавхалантарчĕ.
Ака хыççăн Семен ялĕнчен пуçласа Толбазăна çити çула юсама пуçларĕç. Кашни колхозăн хăйĕн участокĕ пурччĕ. Пирĕн участок – Наумкинран пуçласа Толбазăна çити. Лашапа тăм, хăйăр турттараттăмăр. Ĕç вăйĕ нумайччĕ, ан­чах пире киле ямастчĕç. Çĕрпÿртсем чаврăмăр, çиелтен типĕ туратсем хутăмăр, шала курăк сартăмăр. Çавăнта çывăраттăмăр, апат хатĕрлеттĕмĕр. Çимĕке çеç ĕç чарăнчĕ, лавсем çинче юрăсемпе киле кайрăмăр. Çакăн пек темиçе çул тăршшĕне пычĕ.
Пĕррехинче, юсав Толбазă пат­не çывхарсан, эпĕ хĕрсене Культу­ра поселокĕнчи кÿлле илсе кайма шутларăм, ача чухне эпир унта шыва кĕреттĕмĕр. Эпĕ айккинче тăрса юлтăм. Хĕрсем хывăнса шыва чăма пуçларĕç, хаваслăн кăшкăрашрĕç, пĕр-пĕрне шыв­па сирпĕтрĕç. Сасартăк пулăшу ыйт­са хумханса кăшкăрнине илтсе юлтăм. Елизавета тата Нина путма пуçланă, аллисемпе сулаççĕ. Чупса пынă çĕртех кĕпене хыврăм, шыва сикрĕм та хĕрсене çăлса хăвартăм. Вера, çакăн çинчен пĕлсен, мана хăюлăхшăн мухтарĕ. Çапла эпĕ виççĕмĕш тĕрĕслев иртрĕм.
х х х
Хĕлле, çул тăвас сезонсем хушшин­че, Архангельски районĕнчи Сахар­ный поселокĕнче вăрман каснă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Нумай ачаллă Василий пиччепе Настя аппан çемйи çуртĕнче вырнаçаттăмăр. Вĕсен çурчĕ пысăкчĕ, аслăччĕ. Апат килтен илсе каяттăмăр, анчах вăл хăвăрт пĕтетчĕ.
Тепĕр командировкăра эпир че­еленме шутларăмăр. Демьян Ива­нов каçпа çамрăксене савăнтарма хăйĕнпе хуткупăс илчĕ. Çакă рабочисен столовăйĕнче ĕçлекен вырăнти хĕрсене питĕ килĕшрĕ. Вĕсем пире унта вăрттăн лайăхрах çитерме тытăнчĕç. Çавăн пек кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче пĕррехинче столовăйне директор килсе кĕчĕ, хĕрсене хытă асăрхаттарчĕ те вĕсене ĕçрен кăларассипе хăратрĕ. Эпир урăх вĕсене шар кăтартас темерĕмĕр.
Вăрман хатĕрленĕ чухне эпĕ пĕррехинче хытă чирлесе ÿкрĕм. Тем­пература пысăк. Вырăнти медпунк­тран Инзер поселокне рентген иртме ячĕç. Çитме инçе. Лашапа пыратăп, çав кун поликлиникăна ĕлкĕреймессине ăнлантăм, ăçта та пулин çĕр каçма тивет. Çула май виçĕ хĕр лартрăм. Пĕри чăваш пулса тухрĕ. Вăл хăйсем патне çĕр каçма чĕнчĕ. Пÿртне пырса кĕтĕмĕр, вăл алăк урлă иртсенех шÿтлеме пуçларĕ:
- Анне, кур-ха, эпĕ каччă ертсе килтĕм!
- Лайăх каччă! Ирт малалла!
- Шел, вăл авланнă!
Ирпе хĕр больницăна манпа пĕрле кайма кăмăл турĕ, мĕнпур кабинетсем тăрăх хăвăрт ирттерсе тухма шантарчĕ, мĕншĕн тесен унта палланă çыннисем пур. Анчах эпир пĕтĕм ĕçе туса ĕлкĕреймерĕмĕр. Тата тепĕр каçа юлма тиврĕ. Тепĕр кун ирпе, сиплев палăртнă хыççăн тÿрех, каялла çула тухрăм. Çул çинче Геннадий Семенов ĕçтеше тĕл пултăм.
- Аркадий, сывă-и?
- Сывă!
Ăна мана шырама янă иккен.
Тăвансене шыраса
Эпир хăр-тăлăха юлсан йăмăка, Ираидăна, Куезбаш ялĕнчи ачасăр çемьене пачĕç. Вăл унта вăрах пурăнман. Ăна вĕсен Веселовкăра пурăнакан хăрах алăллă тăванĕ хĕрне пăхма илсе кайнă. Хăрах алăллă хĕрарăм вилсен Ираидăна шкул директорĕ хăйĕн патне илнĕ. Ди­ректора урăх яла куçарсан, йăмăк Стерли­тамак хулине тухса кайнă. Ĕçе вырнаçнă, ăна унта общежитинче пÿлĕм пачĕç. Качча кайрĕ, ывăлĕ, Вячеслав, çуралчĕ. Вĕсем часах упăшкин тăван кĕтесне, Дон çинчи Ростов хулине, тухса кайрĕç. Мал­танхи вăхăтра çыру çÿретрĕмĕр, анчах халĕ çыру килме чарăнчĕ.
Эпĕ Ираидăпа яланах çыхăну тытаттăм. Атте хыпарсăр çухалнă хыççăн мана пособи тÿлеме тытăнчĕç. Эпĕ çав укçапа илемлĕ тутăр туянтăм та вăл пурăнакан яла кайрăм. Вăл парнешĕн питĕ савăнчĕ, куçĕнчен куççуль юха пуçларĕ. Ăна кашнинче мĕнпе те пулин савăнтарма тăрăшаттăм, укçа параттăм. Архангельски районне вăрман касма кайнă чухне час-часах ун патне кĕрсе тухаттăм, вăл мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлеттĕм.
Никита мана хăй шыраса тупрĕ. Шыраса тусĕпе пĕрле Меселпуç ялсо­ветне çитнĕ, пĕррехинче хĕллехи сивĕ кун манăн çурта килсе кĕчĕç. Пирĕн тĕлпулу савнăçĕ çинчен каласа пама сăмах çитмест. Унăн тусĕн нимĕнле до­кумент та пулман иккен. Вăл Альдон ятлăччĕ, Польша çынниччĕ, хăйĕн тăван çĕршывне таврăнасшăнччĕ.
- Пирĕн шăллăм, Виталий, чирлесе ача çуртĕнче вилчĕ. Айта, Альдона Ники­тин Виталий Григорьевич ячĕпе паспорт туса парар, - терĕ мана Никита.
Çапла поляк чăваш пулса тăчĕ те çак ятпа Польшăна кайрĕ.
Никита мана час-часах килсе куратчĕ. Ача çуртĕнче те çăмăл мар пулни çинчен каласа паратчĕ. Выçă та пурăннă, ача-пăча кăшт çеç ашкăннăшăн та хытă на­казани панă. Шăллăма çара ăсатма та тиврĕ. Ăна Белое Озеро станцине лаша­па илсе кайрăм. Вăл Мускавра çар служ­бинче тăчĕ. Çартан таврăнсан Якутине, Мирный хулине, ылтăн кăларма тух­са кайрĕ. Унта çемье çавăрнă, хĕрачи, Марина, çуралнă. Хабаровск хулине пурăнма куçнă, унтан çыру çыратчĕ, килсе çÿретчĕ, халĕ вăл мĕнле пурăнни çинчен пĕлместĕп.
Чи кĕçĕнни, Геннадий, çинчен те пĕр кун та манмарăм. Манъел ялĕнче пурăнма тытăнсан ăна шыраса туп­ма шутларăм. Унăн ача çурчĕ ăçта вырнаçнине çывхартса шутланă тăрăх пĕлеттĕм. Çавăнта кайрăм, вахтер­тан вĕсем патĕнче Никитин Геннадий пурăнать-и тесе ыйтрăм. „Пурăнать! Вĕсем халĕ шкулта. Вăл питĕ шухă, чĕрĕ ача. Хăйне нихăçан та хур тума памасть. Чÿречерен пăхăр-ха, вĕсем килеççĕ те ĕнтĕ!” - савăнтарчĕ мана хĕрарăм.
Арçын ачасен шавлă ушкăнĕ килнине куртăм. Эпĕ ăна тÿрех палласа илтĕм, вăл малта пыратчĕ. Фойере вахтер ăна чĕнсе илчĕ.
- Тимлĕ пăх, эсĕ кунта кама та пулин паллатăн-и?
- Çук.
Эпĕ унăн çамки çинче ачалăхра, выçă чухне чÿречерен сĕртĕннипе кантăка ватса суранланнă хыççăн тăрса юлнă çĕвеке курса юлтăм. Ун патне пытăм, эпĕ унăн пиччĕшĕ, Аркадий, пулни çинчен ăнлантарса патăм. Гена мана тÿрех ыта­ласа илчĕ те кăшкăрса ячĕ: „Пичче-е-е!”
Эпĕ ун патне иккĕмĕш хут кайнă чухне вăл ĕçлетчĕ ĕнтĕ. Хăйне панă пÿлĕмре çемйипе пурăнатчĕ. Унăн ывăл çитĕнетчĕ. Унтан вĕсем арăмĕн тăван çĕрне куçса кайрĕç. Эпĕ çавăнтанпа ăна курман. Пĕр вăхăт çыру çыратчĕ, фотоÿкерчĕксем ярса паратчĕ, анчах халĕ хурав çук.
х х х
Йывăр вăрçă çулĕсем хыçалта инçетре юлчĕç ĕнтĕ, анчах чунри суран тÿрленмест, халĕ те чĕре ыратать. Вăрçă пирĕн çемье тăрăх çивĕч çĕçĕпе каснă пек иртрĕ, ăна таптарĕ, тĕп турĕ: атте­не туртса илчĕ, манăн ачалăха вăрларĕ, тăвансене пысăк çĕршыв тăрăх сапа­ласа пĕтерчĕ, манăн тăван çурта çĕрпе пĕр тан турĕ. Вăрçă çулĕсенче хура-шур тÿсме тиврĕ. Çав асаплă, нушаллă вăхăта манса пулмасть.
Кăçал Çĕнтерĕвĕн юбилейне – 75 çул – паллă тăватпăр. Эпĕ çак вăхăтчен пурăнма пултарнишĕн телейлĕ. Мана темĕнле вăй пĕтме памарĕ, чăтма тата малалла утма пулăшрĕ. Ывăннине туймасăр тата ÿркенмесĕр нумай ĕçлерĕм. Ĕç фрончĕн участникĕ пулнă май, юбилей медалĕсемпе палăртрĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастаррăн ĕçленĕшĕн „Тыл ĕçченĕ” ята тивĕçрĕм.
Мăшăрпа пилĕк ача пăхса ÿстертĕмĕр. Тăватă хĕртен виççĕшĕ вĕрентекен пулса тăчĕç. Ывăл газ промышленноçĕнче вăй хурать. Шел пулин те, манăн виçĕ ача вилчĕ ĕнтĕ. Мăшăр та, Вера, çак тĕнчерен тахçанах уйрăлчĕ. Манъел ялĕнче 89 çул тултариччен хуçалăха пăхса пурăнтăм. Халĕ Толбазă ялне хĕрĕм патне пурăнма куçрăм. Хамăн çулсем ăçта тата мĕнле çухалнине сиссе те юлаймарăм.
Манăн 90 çул юбилейне ачасем, мăнуксем, мăнуксен ачисем пурте пуçтарăнчĕç. Вĕсем, тав туса тата юрат­нине пĕлтерсе, маншăн йĕркеленĕ уяв питĕ хумхантарчĕ.
Халĕ манăн мĕнпурĕ – ăшă, таса вырăн, тутлă апат – пур, кăмăл туличчен кĕнеке тата журнал вула. Мана тимлĕ пăхаççĕ. Анчах чун-чĕрене асаплан­таракан, ачалăх пирки пурте пĕлекен çав ностальги ăçтан? Эпĕ ыйтнипе ача­сем мана нумаях та пулмасть Культу­ра ялне илсе кайрĕç. Палланă çынсене курма ĕмĕтленсе, иртсе пыракансен куçĕнчен пăхса, унăн урамĕпе хуллен çеç утрăм. Шел, курмарăм... Хуйхă-суйхăсăр ачалăха аса илсе, хамăрăн çурт тăнă вырăн патĕнче чарăнса тăтăм. Кунта ют çынсем пысăк, илемлĕ кирпĕч çурт туса лартнă. Эпĕ хавас. Пурнăç малалла пы­рать. Анчах урăх нихăçан та вăрçă ан пултăр.
Читайте нас: