Пур хыпар та

Пурнăç – шухăшласа кăларман роман

Манъ­ел ялĕнчи Аркадий Ни­китин вăрçă ачин йывăр шăпи çинчен каласа парать (Малалли. Пуҫламӑшӗ апрелӗн 16-мӗшӗнче).

Çĕпĕре – вербовкăпа
1947 çулхи çуркунне эпĕ Кемерово облаçне вербовкăлани çинчен илтрĕм. Вербовкăпа кайма шут тытрăм. Икĕ кун­ран пире илсе кайма Толбазăна тăватă машина ячĕç. Кашнине 300 тенкĕ çул укçи пачĕç. Уфари чугун çул вокзалĕнче Çĕпĕре кайма шутланисем нумайăнччĕ, анчах пурте пухăнман-ха. Эпир вĕсене тата икĕ кун кĕтрĕмĕр. Пурне те хват­тере вырнаçтарчĕç. Эпĕ Чишмери виçĕ тутар каччипе туслашрăм. Мана вĕсемпе пĕрле вокзалтан инçе те мар пĕр кинеми патне пурăнма ячĕç.
Виççĕмĕш кунхине эпир выльăх турттаракан вагонсене тиентĕмĕр. Тăвăр. Хамăн çĕнĕ туссемпе эпĕ алăк патне лартăм. Çемьеллисем ачисем­пе инçетрех вырнаçрĕç. Унта Çĕнĕ Федоровкăран, Толбазăран та çынсем пурччĕ. Пыратпăр, интереслĕ: тĕрлĕ ялсем, хуласем, илемлĕ çутçанталăк вĕлтлетсе юлать. Пуйăс вокзалсенче чарăнать. Кинемисем, хĕрарăмсем çул тăршшĕпе тĕрлĕ апат сутаççĕ. Выçă халăх перрон çине чупса тухать, çиме юрăхлине мĕнпурне ярса тытать те хускалнă пуйăс вагонĕсем хыççăн часрах чупать. Эпир, алăк патĕнче ларакан­сем, вĕсене хăпарма пулăшатпăр. Пĕр вăхăтра пуйăс туртайми пулчĕ. Эпир сăрт çине хăпарма пуçланă иккен. Пур­те тухрĕç, вагонсен айккисенчен тытса тĕртме пуçларĕç. Вăрахчен пытăмăр. Хăшĕ-пĕрисем мăшăрланма та ĕлкĕрчĕç.
Акă, тинех вокзал, унта „Кемерово” тесе çырнă. Пире грузовиксем кĕтеççĕ. Лартăмăр та вăрăм бараксем тăракан хире кайса çитрĕмĕр. Унта тыткăнри нимĕçсем пурăннă, пире валли вырăн пушатса, вĕсене илсе кайнă.
Бараксенче нимĕн те çукчĕ, ан­чах пур çĕрте те çÿп-çап выртатчĕ. Эпир, выçăскерсем, инçетре çĕрулми хирĕ курса юлтăмăр. Туссемпе хăвăрт çеç тавçăрса илтĕмĕр: витре шы­раса тупрăмăр, çĕрулми чаврăмăр, пĕçертĕмĕр те тăварсăрах çирĕмĕр. Çара çĕр çине çывăрма выртрăмăр, витĕнмелли нимĕн те çук. Шăнтăмăр. Ирпе комендант килсе çитрĕ, пурне те тăратрĕ: „Столовăйне!” Автобус­сене лартăмăр та хулана ирхи апата кайрăмăр. Начар мар çитерчĕç, виçĕ хут апатланма талонсем салатса пачĕç. Кам ăçта ĕçлемеллине уйăрчĕç. Эпир тĕрлĕ ĕç рабочийĕсем пулса тăтăмăр: вакунсе­не йывăç, çĕр кăмрăкĕ тиемелле...
Çапла çулла иртрĕ. Йывăр ĕç. Мал­танхи лайăх ирхи апат хыççăн на­чар çитерме пуçларĕç. Çара урайĕнче ларатпăр тата çывăратпăр. Чиш­ме ачисем тарăхма тытăнчĕç: „Эпир хамăр патра вăрман касма, тиеме пултараймастпăр-им? Айтăр, кунтан та­рар”. Эпир çав вăхăтра питĕ туслашма ĕлкĕрнĕччĕ, яланах пĕрле çÿреттĕмĕр. Эпĕ те килĕшрĕм. Тарма хатĕрленме, план тума тытăнтăмăр. Кăштах сухари пухрăмăр. Пĕр каçпа çĕр кăмрăкĕ тиенĕ тавар вагонĕнче кайма шут тытрăмăр. Шырав пĕлтерсен те, вĕсене тĕрĕслемĕç тесе шутларăмăр.
Çапла турăмăр та: кăмрăк купи çине выртрăмăр, пуçа çĕклесе, тĕрлĕ ен­нелле пăхса пыратпăр. Пĕр станцинче урăх, ларса пыма май пур вагона, куçма шутларăмăр. Çавăн пек вырăн тупрăмăр. Унта хăма, тĕрлĕ тимĕр-тăмăр пурччĕ.
Вырнаçма хăтланнăччĕ кăна, инçетри кĕтесре шыçмак çынна асăрхарăмăр. Вăл хăйĕн умĕнчи сак çине апат сарса хунă та, васкамасăр çисе ларать.
- Эй, шпана, кунта мĕн кускала­са çÿретĕр? Халех кирлĕ çынна чĕнсе килĕп! – пире курсан хаяррăн кăшкăрчĕ арçын.
- Ан хăрат пире, эпир хăрамастпăр ĕнтĕ! – хурав çапла пулчĕ.
„Манăн туссем епле хăюллă!” – шухăшларăм эпĕ. Анчах эпир унтан кайрăмăр, инкек-синкекрен катана тартăмăр.
Юлашкинчен урăх, юрăхлăрах, вырăн тупса лартăмăр. Çиес, унтан та ытларах шыв ĕçес килет. Станцисенче тăракан поездсем пăс кăларнине, вăл вара шыва куçса çĕр çине тумланине асăрхарăмăр.Туссенчен пĕри хатĕрлесе хунă банка илчĕ те шыв илме чупрĕ. Кĕтмен çĕртен милици килсе тухрĕ. Ăна ярса тытнине тата вокзал енне илсе кайнине эпир хăраса сăнаса тăтăмăр. Питĕ хытă кăмăлсăрлантăмăр, пуçа усрăмăр. Иккĕмĕш юлташ, ĕçес килнине тÿсеймесĕр, тепĕр станцинче шыв тупма кайрĕ. Ăна та тытнă. Эпĕ виççĕмĕш юл­таша та çапла çухатрăм, ăна каймасса, тÿсме темĕн чухлĕ ÿкĕтлерĕм пулин те. Ăçта эсир, манăн туссем?
Эпĕ пĕччен тăрса юлтăм. Асăрхануллă пултăм. Ярса тытассинчен пĕр вĕçĕмсĕр хăрама питĕ хĕн. Уфана пырса çитрĕм. Кĕрхи хĕвел йăлтăртатать. Чунра лăпкă. Эпĕ тăван кĕтесре. Вагонран антăм, часрах Шуратăл патнелле чупрăм. Шыв çине пăхрăм та хама паллаймарăм. Ман çине хура пит-куçлă палламан çын пăхать. Паллах, çĕр кăмрăкĕ çинче çавăн чухлĕ пыр-ха. Пит-куçа çума шутларăм. Юнашар тăракан кимĕсенчен пĕрин çине тăтăм, сăмса тутрине йĕпетесшĕнччĕ, анчах шыва ÿкертĕм. Ăна илмешкĕн туртăнтăм, хытăрах пĕшкĕнтĕм. Çав вăхăтра кимĕ силленсе илчĕ те эпĕ шыва шăмпăртатса ÿкрĕм. Кимĕ çине йĕп-йĕпе хăпартăм. Мĕн тумалла?
Каяс умĕн эпĕ Чишме ачисемпе ун патĕнче çĕр каçнă кинеми çинчен аса илтĕм. Ун патне кайма шутларăм. Шаккарăм, кинеми тухрĕ. Эпĕ чăрмантарнăшăн унран каçару ыйтрăм. Вăл мана тÿрех палларĕ, тараватлăн кĕтсе илчĕ, пÿртне кĕме чĕнчĕ: „Санăн тумтиртен хура шыв юхать. Хыв, эпĕ çуса парăп, ĕнерхи çĕрулми çитерĕп, чей ĕçтерĕп”. Мана типĕ, таса тумтир пачĕ. Эпĕ Белое Озеро станцине мĕнле çитмелли çинчен ыйтрăм. Вăл каç пула­спа поезд пулать, халĕ вара çывăр терĕ.
Эпĕ вăрах çывăрнă, тĕттĕмленме тытăнсан çеç вăрантăм. Манăн тумтир типнĕ те ĕнтĕ. Хывăнса мĕнпур тасине тăхăнтăм. Çак ырă кинемине тав турăм. Вăл мана хĕрес хыврĕ, ăнăçу сунчĕ. Эпĕ чугун çул вокзалне васкаса чупрăм. По­езд миçере тата ăçта чарăнни çинчен ыйтса пĕлтĕм. Вăл вăхăтлă килсе çитрĕ. Çынсем проводника билет кăтартса, ларма пуçларĕç. Манăн мĕн тумалла? Кĕсъере пĕр пус та çук. Эпĕ, нумай шухăшласа тăмасăр, поезд айĕнчен тепĕр енне каçрăм. Состав хускалсан, картлашки çине сикрĕм те карлăкĕнчен тытăнса пытăм. Поезд хăвăртлăхне ÿстерсе пычĕ. Çумăр пуçланчĕ, питĕ сивĕ. Хăвăртлăха пула кашни çумăр пĕрчи пит-куçа, алăсене, çÿхе тумтир витĕр кĕлеткене кантăк ванчăкĕ пек тăрăнать. Çавна тÿсме хĕн. Алăсене ярас килет, анчах чикеленсе кайăп, мĕне те пулин пырса перĕнсе вилĕп тесе шухăшларăм. Çук. Ытла та ир вилес кил­мест. Пурăнас килет! Эпĕ çакна чăтса ирттерме тивĕçлĕ!
Тинех Белое Озеро станци курăнса кайрĕ. Пĕтĕмпе йĕпенсе пĕтнĕскер, шăннипе чĕтресе ыттисемпе пĕрле вокзал çуртне кĕтĕм. Кĕтесре пĕр купа сумка, çыхăсем выртнине куртăм. Ан асăрхаччăр тесе, эпĕ çав купа хыçне выртрăм. Сасартăк чăвашла: „Кам Бишкаина каять? Айтăр!” – тенине илтрĕм. Эпĕ тăтăм та вĕсемпе утрăм. Çак ушкăнра пуçламăш класра пире вĕрентнĕ учителе – Кузьма Кириллови­ча – тĕл пултăм. Вăл манран эпĕ ăçтан килни тата ăçталла кайни çинчен ыйтма пуçларĕ. Эпĕ ăна пĕтĕмпе каласа патăм, манăн каймалли вырăн пулманни, ыт­тисемпе пĕрле ахаль çеç утни çинчен каларăм. Учитель мана ăнлантарса пачĕ: „Бишкаинта санăн тăвансем пур. Эпĕ сана вĕсем патне ăсатса хăварăп. Вĕсем патĕнче çĕр каçăн, ирпе вара Толбазăна çитĕн”. Тăвансем мана лайăх кĕтсе илчĕç, апат çитерчĕç, эпĕ вĕсем патĕнче çĕр каçрăм, ирпе ăсатса çапла каларĕç: „Кĕпер патнелле ут. Унта тĕрлĕ еннелле каякан халăх пухăнать”. Эпĕ пырса çитнĕ çĕре унта çынсем пурччĕ, кăшт аяккарах пысăк тимĕр пичкесем тиенĕ машина тăратчĕ. Никамран та ыйтмасăр хăвăртрах кузова сикрĕм, пы­танса лартăм. Часах машина хускалса кайрĕ.
Çул начар: шăтăк-путăксем, лан­чашкасем, тĕмескесем. Пушă пичкесем кĕмсĕртетеççĕ, кузов тăрăх кусаççĕ, хĕстерсе лартас, лапчăтас пекех. Эпĕ вĕсене алăпа тытса пытăм. Толбазăна ăнăçлă пырса çитрĕмĕр. Тăвансенчен, палланă çынсенчен кама та пулин ку­рассине шанса, тÿрех пасара кайрăм. Вăрахчен çÿрерĕм, анчах никама та тĕл пулмарăм. Манăн ăçта васкас-ха? Мана никам та кĕтмест.
Хуллен кăна хамăн тăван Куль­тура поселокне утрăм. Вăрмантан тухрăм, хамăн тăван кĕтесĕн илемĕ куç умне тухса тăчĕ – анса ларакан хĕвел пайăркисенчи ял, анлă хир. Савăннипе тунката çине лартăм та „Широка стра­на моя родная...” юрă юрласа ятăм. Кам патне кĕмелли çинчен шухăшлама пуçларăм. Аякра арçын ачапа хĕрарăм урапа çине хĕрлĕ тăм тиетчĕç. Çывăхарах пытăм. Ку вĕт манăн иккĕмĕш сыпăкри Агафья аппа! Савăнтăмăр, ыталантăмăр. Мана килне чĕнчĕ, унта вĕсем амăшĕпе пурăнатчĕç.
Кемеровăна вербовкăпа кайиччен эпĕ ял çыннисенчен кивçене пĕрер çĕрулми ыйтса илнĕччĕ. Вĕсене унччен пирĕн çурт тăнă вырăнта лартнăччĕ. Çавăнта кайса пăхрăм. Çĕрулмине никам та тĕкĕнмен, вăл шултра çитĕннĕ. Пысăк тухăç пухса илтĕм. Парăма эпĕ парса татрăм, ыттипе хĕл тăршшĕпе тăранса пурăнтăм.
Колхоза тĕрлĕ ĕç рабочийĕ пулса вырнаçрăм. Агафья аппа патĕнче вăрах пурăнма аван марччĕ. Хĕлле каллех Ге­расим пичче патне кайрăм, вăл вара мана: „Эсĕ 18 çулта ĕнтĕ. Авланма, хăвăн пурнăçна йĕркелеме вăхăт”, - терĕ.
Çĕнĕ пурнăç шыраса
1948 çулхи юрлă, çил-тăманлă фев­раль. Герасим пиччепе хамăрăн тăвансем патне Манъел ялне кайса пыратпăр, вĕсем мана лайăх арăм тупса пама шантарчĕç. Тĕттĕмленчĕ. Эпир арăм пул­малли патне кайрăмăр. Сĕтел хушшинче ларнă вăхăтра такам чÿречерен хуллен çеç шаккарĕ. Хĕр тÿрех сăнран улшăнчĕ. Çавă унăн каччи пулнине ăнланса илтĕм. Вара эпир пиччепе çавăнтах тăвансем патне таврăнтăмăр.
Кăмăлсăрланса ларатăп. Тăвансем пăшăлтатса илчĕç те: „Ан кулян, Арка­дий! Пирĕн ялта тăватă çулхи хĕрачапа ĕçчен, тирпейлĕ, çамрăк тăлăх арăм хăйĕн хунямăшĕпе пурăнать. Унăн упăшки фронтра хыпарсăр çухалнă”. Тепĕр кун ирпе ун патне кайрăмăр.
Тăлăх арăм килĕнче çукчĕ. Хунямăшĕ пире ырă сунса кĕтсе илчĕ, сĕтел пат­не чĕнчĕ. Кинĕ вăрман хатĕрленĕ çĕре кайни пирки каларĕ. Кĕтме ыйтрĕ. Кĕтсе илтĕмĕр. Вера шăнса кÿтсе килчĕ, çăпати конькине çаврăннă. Алăк урлă каçрĕ те чутах ÿкмерĕ, тытăнса юлчĕ. Вăл мана тÿрех килĕшрĕ. Илĕртÿллĕ. Вăл килич­чен эпир унăн пĕчĕк хĕрачипе, Дуньăпа, туслашма ĕлкĕртĕмĕр. Хунямăшĕ, кинне кĕтсе илсе, çапла каларĕ: „Ну, кин, кур-ха, сан патна каччă килчĕ, кун пирки мĕн шутлатăн?” Вера самантлăха ман çине пăхрĕ те ним хуравламасăр, аялал­ла тинкерчĕ. Вара хунямăшĕ, Матрена, пире тепĕр кун ирпе килсе ыйтăва татса пама сĕнчĕ.
Сăнÿкерчĕк çинче: Аркадий Вера арăмĕпе, 1950 ç.
(Малалли пулать).
Читайте нас: