Пур хыпар та

Пурнăç – шухăшласа кăларман роман

Манъ­ел ялĕнчи Аркадий Ни­китин вăрçă ачин йывăр шăпи çинчен каласа парать (Малалли).

Часах аттене фронта яма çар комиссариатĕнчен повестка килчĕ. Вăл, хăйĕн ачисене ача çуртне вырнаçтарма вăхăт пама ыйтса, призыв пунктне кай­са килчĕ. Палăртнă кунхине кăтартнă вырăна каймарĕ. Çав кунах, декабрь­ти сивĕ каçпа, пирĕн çурт патне „хура çăхан” килсе чарăнчĕ. Пирĕн пÿрте хура тĕслĕ тумлă хаяр арçынсем килсе кĕчĕç.

- Пуçтарăн! Пирĕнпе каятăн! – хушрĕç вĕсем аттене.

- Кăштах кĕтĕр-ха. Иккĕмĕш сыпăкри тăвана, Герасима, чĕнсе килетĕп. Вăл юнашар пурăнать, - терĕ атте.

Герасим пичче килчĕ.

- Тархасшăн, манăн ачасемшĕн атте те, анне те вырăнĕнче пул-ха. Мана вăрçа илсе каяççĕ, - ыйтрĕ ăна атте, лешĕ вара килĕшсе пуç сулчĕ.

Атте тумланчĕ, пиртен кашнине çирĕп ыталаса чуптурĕ, куçĕсенче вара кала­ма çук ырату, шанăçсăрлăх. Пирĕн умра макăрса ярас мар тесе куççульне аран-аран чарса, хăвăртрах урама тухрĕ. Эпир пурте чÿречене пырса тĕршĕнтĕмĕр. Вăл çаврăнса пăхрĕ, пире аллипе сулчĕ те машинăна кĕрсе ларчĕ.

Эпир чÿречерен тинкерсе, вăрахчен уласа макăртăмăр. Çывăрса кайнă. Эпĕ ирпе тăтăм, манăн малалла мĕн тумалли, мĕнле пурăнмалли пирки шухăшларăм. Макăрмалла мар тесе шутларăм. Эпĕ асли, 12 çулта ĕнтĕ, шăллăмсене тата йăмăка пăхма тивĕçлĕ. Пултарнă таран ирхи апат хатĕрлерĕм. Мĕн пĕçермелли пурччĕ-ха. Çапла эпир анне-аттесĕр пурăнма пуçларăмăр...

Эпĕ пĕччен тăрса юлтăм

1941 çул вĕçĕнче шартлама сивĕччĕ. Пирĕн кăмака ишĕлсе анчĕ, хутса, апат пĕçерсе пулмасть. Шăллăмсемпе йăмăк çиесшĕн, манран апат ыйтаççĕ. Эпĕ вĕсемпе пĕрле макăратăп, мĕн тумал­лине пĕлместĕп. Пĕчĕк Генăна уйрăмах шел. Вăл чÿрече янахĕ çине хăпарса тăрать, кантăка сĕртĕнет те макăрать: „Мем-мем!” Çапла вăл кантăка ватрĕ, çамкине хытă амантрĕ. Юн нумай юхрĕ. Эпĕ малтан çухалса кайрăм, юнне мĕнле чармаллине пĕлмерĕм. Хăвăрт тавçăрса илтĕм. Пир татăкĕ тупрăм та хытă çыхса ятăм. Çак суран çĕвĕкĕ унăн яланлăха тăрса юлчĕ. Чÿречери шăтăка эпĕ мин­терпе хупларăм.

Герасим пичче пире хăйсем патне илсе кайма шутларĕ. Апат-çимĕç запас­не, вырăн таврашĕсене, хăшпĕр савăт-сапана куçартăмăр. Вĕсен хăйсен виçĕ ачаччĕ, эпир - пиллĕкĕн. Пĕр эрнере­нех тăвăр пулса тăчĕ. Пире тухса кайма ыйтрĕç. Ăçта каймалла?

Пире колхозри лаша вити хуралçин унчченхи çуртне пурăнма куçарчĕç. Унта, хыпаланса тунă илемсĕр сĕтелпе йывăç краватьсĕр пуçне, нимĕн те çукчĕ. Вар­ринче каланккă ларатчĕ. Эпĕ лаша витин­чен улăм илсе килсе йывăç кравать çине сартăм. Эпир çавăн çинче лараттăмăр, улăмпа витĕнсе çывăраттăмăр. Каланккăна та улăмпа хутаттăмăр. Мĕн чухлĕ хутсан та – сивĕ. Лаша витинче ви­тре тупрăм. Пусăран шыв илсе килетĕп, ăшăтатăп, унтан шăннă çăкăра ăшă шыва пуçса илсе кăшлатпăр. Лаша ви­тине йĕпенсе пăрланнă тырă турттарма пуçларĕç. Эпĕ ăна каланккă çине сарса хурса ăшалаттăм, унтан çавна çиеттĕмĕр.

Атте пире ача çуртне вырнаçтарма ыйтса çар комиссариатне çыру çырнă. Çавăн вырăнне колхоза пире кашни уйăхра 16 кг çăнăх уйăрса пама хушнă. Ăна каланккăра пĕçерсе пулмарĕ. Çăкăр пĕçерме унăн пысăкрах пайне пĕр хĕрарăма параттăм. Пире, мĕскĕнсене, хытă çăкăр çеç тавăрса паратчĕ. Ялсо­ветне кайса тата çăнăх ыйтаттăм, бух­галтер вара, уксах ураллă фронтовик Ка­лашников, мана: „Пĕр уйăх иртмен-ха”, - тесе кăларса яратчĕ.

Çав вăхăтра пирĕн çуртран тыт­каламалли япаласене, кĕреçесене, кĕреплесене вăрласа пĕтернĕ. Доку­ментсемпе тата фотоÿкерчĕксемпе аттен пĕтĕм папкисем çухалчĕç (çавăнтанпа манăн пĕр фотоÿкерчĕк те юлмарĕ). Килкартиш тăршшĕпе ретпе туса лартнă сарайне, кĕлете, мунчана вăрттăн сÿтсе пĕтерчĕç. Урай тата мачча хăмисем çухалчĕç. Пирĕн çуртран стенасем çеç тăрса юлчĕç. Часах тăвансем вĕсене те кÿршĕ яла темиçе хутаç çĕрулмишĕн сут­са ячĕç, çурт никĕсне çĕрпе тикĕслерĕç.

Пирĕн хуçалăх çирĕпчĕ: çÿллĕ юман шăтăрнак тытса çавăрнă кил-çурт, илемлĕ вырăсла хапха. Эпир вара, ача­сем, нимсĕр урамра тăрса юлтăмăр. Çавна аса илсен чĕре çурăлса тухнине эпĕ халĕ те туятăп, куçсенчен куççуль юхать. Мĕншĕн пирĕн кăмакана кăна юсаса памарĕç-ши? Эпир килтен ниçта та тухса каймăттăмăр, çавăн чухлĕ хуйхă-суйхă тата мăшкăл курмăттăмăр.

Хурал пÿртĕнче пирĕн хачă та, супăнь те, алшăлли те çукчĕ. Çÿçпе витĕннĕ, ыр­ханланса кайнă, çĕтĕк-çатăк тумтирпе, çара уран – эпир çурхи хĕвеле пĕрремĕш хут атте-аннесĕр кĕтсе илтĕмĕр. Пĕчĕк пÿрт никĕсне йĕри-тавра тислĕкпе ăшăтнăччĕ. Унта юр кайнă вырăнсенчен ăшă пăс тухса тăратчĕ. Эпир тислĕк çине ларса ăшăнаттăмăр. Çулла çитсен кÿлĕре шыва кĕреттĕмĕр, çăвăнаттăмăр. Курăк пухаттăмăр, яшка пĕçерсе çиеттĕмĕр.

Колхоз пире тата çапла пулăшрĕ. Тырă парса пĕр хĕрарăма килте тĕртнĕ пиртен пире валли кĕпесем тата шăлаварсем çĕлеме ыйтрĕç. Вăл пире çĕнĕ тумтир тăхăнтарас умĕн мана хăйĕн мунчине хутма, ачасене çума хушрĕ. Эпĕ шыв йăтса тултартăм, хирте типнĕ курăк, турат пуçтарса мунча хутрăм. Çав хĕрарăм мана хачă пачĕ, мĕнпурин çÿçне те касрăм, мунча кĕртрĕм. Таса тумтир тăхăнтăмăр. Эпĕ çав хĕрарăма халиччен тав таватăп. Шел, унăн ятне мантăм.

Пĕррехинче, çĕнĕ тумтир тăхăннăскерсем, йывăç кравать çинче ларатпăр. Пирĕн пата Сергей Герасимо­вич (Герасим пиччен ывăлĕ) килсе кĕчĕ, вăл мĕнле-тĕр ĕçпе яла Свердловскран килнĕ, унта вăл танксем тăвакан заводра ĕçлетчĕ. Эпир çара уран пулнине курсан: „Кĕтсе тăрăр-ха! Эпĕ часах!” – терĕ. Пĕр хушăран таврăнчĕ, аллинче çăпатасем тытнă. Толбазăра пире пурин валли те туяннă. Шăллăмсем вĕсене темĕнле те çавăркаласа пăхрĕç, çара уран тăхăнма хăтланчĕç, савăнчĕç! Эпĕ нумай уйăх хушшинче вĕсен телейлĕ сăнĕсене пуçласа куртăм.

Эпир çакăн пек асапланса хурал пÿртĕнче икĕ хĕл каçрăмăр. Çак вăхăтра йăмăка, Ираидăна, ют ялти ачасăр çемье илсе кайрĕ. Шăллăмсене ÿт çинчи кĕсенсене пула Толбазăри ача çуртне илмерĕç. Манăн иккĕмĕш сыпăкри аппа, тракторист пулса ĕçлекен Наталья Ни­китина, 1943 çулхи çулла кĕçĕннисене Стерлитамакри ача çуртне вырнаçтарма тăрăшса çÿренĕ. Эпĕ çакăн çинчен до­кументсем хатĕр пулсан çеç пĕлтĕм. Палăртнă кунхине колхоз лашине кÿлтĕм, ачасене пуçтартăм та ăсатса ятăм. На­талья аппа икĕ кун иртсен таврăнчĕ, шăллăмсем малтан салхуллă пулни, чутах макăрманни çинчен, анчах: „Ан хăрăр, кунта сире никам та кÿрентермĕ. Сире çитерĕç, тумлантарĕç, шыва кĕртĕç. Кунта яланах ăшă”, - тенĕ хыççăн вĕсем хавасланса кайни, савăннипе сиккелеме пуçлани çинчен каласа пачĕ.

Çапла эпĕ пĕччен тăрса юлтăм. Ки­чем, анчах чун лăпланчĕ: манăн тăвансем тутă, тумланнă, ăшăра. Эпĕ вара мĕнле те пулин... Пĕтмĕп-ха!

Шăпан çĕнĕ тĕрĕслевĕсем

Эпĕ пĕччен юлсан, мана хурал пÿртĕнчен тухса кайма ыйтрĕç. Ăçта çĕр каçмалла? Мана ниçта та никам та кĕтмест. Çавăн пек самантра эпĕ хамăрăн çурт вырăнĕнче çĕрпÿрт чавмалла мар-ши тесе шухăшлаттăм, анчах манăн ĕç хатĕрĕ те, пĕр пĕрене-хăма та çукчĕ.

Пĕр çемьене хуçалăхра пулăшма тара кĕрĕшрĕм. Этемле мар услови­сем чăтма тиврĕ. Выльăхпа пĕрле са­райра çывăраттăм. Выçлăхран мана ĕне хăтаратчĕ – сĕт юнашар вĕт. Выçă пурнăç тем тума та вĕрентет. Хуçа хушнă ĕçе тăрăшса тăваттăм.

Вăхăт иртнĕçем колхозра ĕçлеме пуçларăм. Лашапа фермăсене шыв турттараттăм, унтан - МТСран трактор­сем патне горючи. 1944 çулхи хĕлле сурăх фермине ĕçлеме чĕнчĕç. Сурăх нумайччĕ. Хăрах куçлă Аннăпа ĕçлеттĕмĕр, унăн упăшки фронтра вилнĕччĕ. Унпа утă, улăм турттараттăмăр. Вăл вăхăтра хав­шак путексем çуралаччĕç. Вĕсене сĕт ĕçтерме пире ĕне уйăрса пачĕç.

1945 çулхи çуркунне Никольск посе­локне кĕтÿ кĕтме тара кĕрĕшрĕм. Май пуçламăшĕ. Вăйлă мар çумăр çăвать. Сурăхсемпе ĕнесем лăпкă выртаççĕ, эпĕ те канма выртрăм. Мана кам-тăр аякран хуллен çеç тĕртнине сисетĕп. Пăхатăп – ман умра колхоз председателĕ, фрон­тран аманса таврăннă Андрей Федоров тăрать. Вăл кантуртан килне таврăнса пынă.

- Пĕлетĕн-и, Аркадий, вăрçă вĕçленнĕ! – пĕлтерчĕ мана.

Манăн куççуль юха пуçларĕ.

- Манăн кĕтмелли çын çук! – хуравларăм эпĕ.

Вăрçă пынă вăхăтра эпĕ аттерен пĕр çыру çеç илтĕм. Вăл аманни, госпи­тальтен тухни тата тепĕр кун çапăçăва кĕресси çинчен çырнăччĕ. Мана унăн ытти çырăвĕсем пирĕн пата çитмен пек туйăнать. 1943 çулта атте хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерÿ илтĕм.

Фронтовик, эпĕ çÿхе тумтирпе пулни­не тата çумăрпа йĕпеннине курса, хăйĕн çар плащне хыврĕ те мана парнелерĕ: „Ку сана, ăшăн!” Унпа витĕнсе, эпĕ вăрахчен аякри тÿпе çине пăхса лартăм. Кунтан ăçта-тăр инçетре çапăçу хирĕнче манăн атте выртса юлнă. Эпĕ çав пла­ща шăршларăм. Тен, манăн аттен плащĕнчен те хĕçпăшал тарĕ тата тусан шăрши кĕнĕ.

Вăрçă вĕçленчĕ, анчах манăн пурнăçра нимĕн те улшăнмарĕ. Эпĕ çаплах ял кĕтĕвне пăхрăм. Асра-ха, яланхи пек, выльăхсем кăнтăрла кÿлĕ çывăхĕнчи тапăрта канаççĕ. Сасартăк качака макăра пуçларĕ. Чупса кайрăм: кĕтÿ варринче кашкăр качакана сĕтĕрсе пырать! Эпĕ пĕтĕм вăйран кăшкăрма, шавлама, патакпа шаккама тытăнтăм. Кашкăр мĕскĕне пăрахрĕ. Эпĕ яла качака хуçи патне чупрăм. Вăл ăна урапа çине хурса килне илсе кайрĕ.

Хура кĕркунне çитрĕ. Пĕрремĕш юр та çурĕ. Кĕтÿ тухма чарăнчĕ. Эпĕ хамăн ĕçшĕн калаçса килĕшнĕ тÿлеве пух­ма килĕрен кайрăм. Мĕнле пултарнă, çавăн пек тÿлерĕç: çĕрулмипе, çăнăхпа, тырăпа... Çав качака хуçи мана нимĕн те памарĕ, манăн кĕтÿре унăн тата нумай выльăхĕ çÿренĕ пулин те. Колхоз вара мана çав хĕлле çăматă парнелерĕ, эпĕ çавăншăн чикĕсĕр савăнтăм.

Çав вăхăтра ялти клубсем ĕçлетчĕç-ха. Час-часах пьесăсем, спектакль­сем лартатчĕç. Вĕсенче ял çыннисем вылятчĕç. Манăн тумтир чухăнччĕ, начарччĕ, сцена çине тухма вăтанаттăм, анчах художество пултарулăх руководителĕ Анфиса Герасимовна çапла ÿкĕтлетчĕ: „Никамран та ан хăра, ан вăтан. Эсĕ чаплă тумланман, анчах лайăх вылятăн тата сăну илемлĕ. Сана куракансем юратаççĕ”.

Пĕррехинче Юламан ялне спектакль­пе кайрăмăр. Эпĕ фронтовик рольне вылярăм. Мана сăран куртка, галифе шăлавар тăхăнтартрĕç. Спектакльте эпĕ çак тумпах хирте плугпа сухаларăм. Спектакль хыççăн пĕр куракан мана пуян тумпа сухаларăн тесе асăрхаттарчĕ.

Хĕлле мана Эмçери тăвансем хăйсем патне пурăнма чĕнчĕç. Мучи çăматă йăвалатчĕ, эпĕ ăна пулăшаттăм. Кил­ти выльăх-чĕрлĕхе пăхма, хуçалăхри ытти ĕçсене тума ĕлкĕреттĕм. Çуркунне çитсен мана çăматă пачĕç, кутамкка­на темиçе татăк çăкăр хучĕç те ăсатса кăларса ячĕç: „Уттар, Аркадий!” Каллех ыйту: ăçта каймалла? Çакăн пек эпĕ 1947 çулччен „çапкаланса” çÿрерĕм...

(Малалли пулать).

Читайте нас: