2019 çулхи октябрь уйăхĕнче район хаçатĕнче тыл ĕçченĕ, Манъел ялĕнче пурăнакан Аркадий Никитин 90 çул тултарнă тĕле „Пурнăç – шухăшласа кăларман роман” статья пичетленсе тухрĕ. Вулакансенчен нумайăшĕ унăн пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех çырса пама ыйтать. Хамăн ват кукаçин ятĕнчен унăн асаилĕвĕсем тăрăх çыратăп. Вăл питĕ интереслĕ калавçă пулса тухрĕ, унăн асĕ те лайăх. Акă, унăн шухăшласа кăларман пурнăç историйĕ...
Манăн аттепе анне Григорий Константинович Никитин (1904 ç. ç.) тата Надежда Васильевна Степанова Аургазă районĕнчи Таштамак ялĕнче çуралса ÿснĕ. Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьерен. Аттен сакăр пиччĕшĕ-шăллĕ тата аппăшĕ-йăмăкĕ пулнă, аннен – вуниккĕ. Вĕсем урам урлă пурăннă, пĕрле ÿснĕ, пĕр-пĕрне юратса пăрахнă. Шăписене пĕрлештерме шут тытнă, анчах аннен ашшĕпе амăшĕ хирĕçленĕ, мĕншĕн тесен атте чухăн çемьерен пулнă. Атте, илемлĕ арçын, выляса яма пĕлмен. Юратнă хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ килĕшменнине йышăнман, Надьăна вăрласа кайнă, вăхăт иртнĕçем, хисеплĕ кĕрÿ пулса тăнă.
Чухăнлăх революци хыççăн аттешĕн майлă пулнă, ăна коммунист пулса тăма май панă. Вăл коллективизацишĕн агитациленĕ. Пуян хуньăшĕпе хунямăшне пурлăхĕн пĕр пайне колхоза пама ÿкĕте кĕртсе, вĕсене ракулачить тăвассинчен тата Çĕпĕре ăсатассинчен хăтарнă. Лешсем вара ăна Культура поселокĕнче лайăх çурт лартма пулăшнă. Аттепе анне хуçалăх çавăрнă, алла-аллăн тытăнса пурнăçпа утнă. Пĕрин хыççăн тепри пилĕк ача çуралнă. Эпĕ асли – Аркадий – 1929 çулта çуралнă, манăн хыççăн – Ираида, Никита, Виталий тата Геннадий.
Атте колхоза пĕтĕм хастарлăхне, вăйне тата вăхăтне паратчĕ. Хуçалăх часах пуйса кайрĕ. Пĕр çулхине питĕ нумай тырă пухса илчĕç, ăна хума вырăн та пулмарĕ. Ытлашшине колхозниксене салатса пачĕç, сутса тунă укçапа поселокра пĕрремĕш машина – полуторка - туянчĕç. Пĕррехинче пире, ял çыннисене, унпа Майăн 1-мĕшне уявлама илсе кайрĕç. Пурте питĕ савăннăччĕ – автомобиль кузовĕнче ярăн-ха! Паллах, пуринчен ытларах эпир, ял ачисем, хăпартланнăччĕ. Ачасем халиччен курман япалана сырса илчĕç те пур енчен те пăхса тухрĕç. Шофер вара пирĕншĕн асамçă вырăнĕнчеччĕ!
Каярахпа колхозра „Форсунка” пĕчĕк трактор пулса тăчĕ. Колхозниксен ĕçĕ кăштах çăмăлланчĕ, анчах хирсенчен нумайрахăшне çаплах лашапа ĕçлесе тухатчĕç. Эпир, ачасем, аслисене май пур таран пулăшаттăмăр. Ывăнаттăмăр, анчах никам та нăйкăшман: юрăсем юрлаттăмăр, шÿтлеттĕмĕр. Аннесем те колхоз уй-хирĕнче ĕçлетчĕç. Кăнтăрлахи апата киле таврăнмастчĕç, хăшпĕрисен чĕчĕ ачи пулнă пулин те. Эпĕ, амăшĕсем ыйтнипе, колхоз ертÿçисем хушнипе, пар лашана урапана кÿлеттĕм те çав ачасене пуçтарма ялпа çÿресе тухаттăм. Хăшне-пĕрне улăм çине хураттăм, хăшĕсене аслă аппăшĕсем е пиччĕшĕсем алă çинче тытса пыратчĕç. Вĕсене кăнтăрла хире амăшĕсем патне ĕмĕртме турттараттăм.
Çав вăхăтра эпĕ 10-11 çултаччĕ. Анне хушнине пĕтĕмпе туса, каçпа ăна килте кĕтеттĕмĕр. Килте ĕç нумайччĕ. Чи йывăрри – шыв йăтса тултарасси, мĕншĕн тесен пусă ялăн тепĕр вĕçĕнчеччĕ. Анчах вăйăсăр мĕнле ачалăх пултăр? Ун валли те вăхăт тупаттăмăр. Хăваласа çитмелле, пытанмалла, мечĕкле выляма юрататтăмăр. Ун чухне фабрика мечĕкĕ çукчĕ, ăна хамăр тăваттăмăр. Çуркунне алăсене йĕпетсе ĕне тата лаша çăмне йăвалаттăмăр, хытă мечĕк пулса тăратчĕ. Йывăç теттесем ăсталаттăмăр. Хамăра элчĕ лаша çинчи пек туйса, патака утланса сиккипе чупаттăмăр. Йывăç çине хăпараттăмăр: кам хăвăртрах, çÿлĕрех? Пысăк чуччу çинче ярăнаттăмăр. Çумăр хыççăн шыва тĕрлĕ енне хаваслăн сирпĕтсе, ăшă лупашкасем тăрăх чупаттăмăр. Кĕркуннеччен кĕпесĕр çÿреттĕмĕр. Хĕвелпе пиçсе çу вĕçне хура тĕслĕ пулаттăмăр. Акă вăл – пиçĕлĕх!
Поселокăн икĕ вĕçĕнче шыв-шур пурччĕ: пĕве тата кÿлĕ. Вĕсенче пулă, уйрăмах карас нумайччĕ. Хÿтĕ тĕмсем айĕнче пулăçсем ларатчĕç, эпир вара, ачасем, вĕсене чăрмантарса, шавласа чăмпăлтататтăмăр, пĕр-пĕрне шывпа сирпĕтеттĕмĕр, хăваласа çитмелле выляттăмăр. Эпĕ тĕрлĕ мелпе ишме пĕлеттĕм. Чупса пырса шыва чăматтăм та тепĕр çыранта, пулăçсем патĕнче, çиеле тухаттăм. Вĕсем: „Шăплăха ан пăс”, - тесе ятлатчĕç, вара эпĕ каялла чăматтăм. Сăмахăн тÿрĕ пĕлтерĕшĕпе, хама шыври пулă пекех туяттăм.
Хĕлле килте тунă çунапа, йĕлтĕрпе ярăнаттăмăр. Эпĕ чи чăнкă тата вăрăм ту çинчи трамплинран хăюллăн ярăнса анаттăм. Çил çеç хăлхара шăхăратчĕ. Туссем тĕлĕнсе пăхнине кураттăм. Пысăк хăвăртлăхпа кĕрт ăшне чикеленни, йĕлтĕр хуçни те пулкалатчĕ. Çакăншăн аттерен лекетчĕ, анчах çавă час манăçа тухатчĕ.
Çав вăхăтра çемьесем нумай ачаллăччĕ, мĕнпур ача урамра выляса çÿретчĕ. Каçпала тумтир пăр катăкне çаврăнатчĕ. Хăтлă тата ăшă килте анне кĕтетчĕ. Сĕтел çинче – тутлă пашалу, килте пĕçернĕ çăкăр. Анне ал арманĕпе хăй çăнăх авăртатчĕ. Хĕлле кăмака çинче çывăраттăмăр. Кирпĕчрен вăрахчен ăшă çапса тăратчĕ, пире ăшăтатчĕ. Эпир шăп выртаттăмăр, кăмака мăрйинче çил уланине, çил-тăман вĕçтернине е сивĕпе пĕренесем çурăлнине итлеттĕмĕр. Ирпе урама тухатăн, унта пĕтĕмпе юр шăлса кайнă. Çĕрле хăшпĕр çуртсем пĕтĕмпе юр айне пулатчĕç. Мăрйисем çеç курăнса тăратчĕç, вĕсенчен хуллен кăна кăвак тĕтĕм тухатчĕ.
Çуркунне эпир карап вырăнне улăмран çыхă тăваттăмăр, ăна чĕртсе ярса хăвăрт юхакан пĕчĕк шывпа юхтарса яраттăмăр. Камăн карапĕ инçерех юхса каяс енĕпе ăмăртаттăмăр. Ялсем тăрăх, тĕрлĕ вак-тĕвек япала (пĕчĕк шăхличĕ, тура, çăм çип пĕветмелли сăрă) сутса сутуçăсем çÿретчĕç. Пирĕн яла час-часах вырăс хĕрарăмĕ килетчĕ. Вăл, туянакансене чĕнсе, ялпа хуллен çеç пыратчĕ, эпĕ вара ăна витлесе: „Вырăс! Вырăс!” - тесе кăшкăраттăм. Вăл мана: „Вырос, вырос Аркадий”,- тесе хуравлатчĕ. Вăл мĕн каланине эпĕ кайран тин ăнланса илтĕм.
Шкул, клуб, кантур раскулачить тунă çуртра вырнаçнăччĕ. Классем пурте, пĕрремĕшĕнчен пуçласа тăваттăмĕш таран, пĕр вăхăтра пĕр пÿлĕмре вĕренетчĕç. Кăмакана улăмпа хутатчĕç, çавăнпа эпир нумайрах тумтирпе лараттăмăр. Хăрăма шывпа хутăштарса тунă чернил пăрланса ларатчĕ. Тетрадь çукчĕ, кивĕ кĕнекесем çине, йĕркесем хушшине çыраттăмăр. Стена çинче пысăк шут шăрçи çакăнса тăратчĕ, вĕренекенсен вара килте тунă шут патаккисем пурччĕ. Пире пурне те Ташлăкуль ялĕнчи учитель Кузьма Кириллович вĕрентетчĕ. Ачасем ăна тимлĕн итлетчĕç. Эпир вăл тĕнчерине пĕтĕмпе пĕлет тесе шутлаттăмăр.
Каçпа çамрăксем тата эпир, „сулланчăксем”, клубра пухăнаттăмăр. Кам-тăр домбра калатчĕ, кам-тăр – тăмра е хуткупăс. Ташлаттăмăр. Час-часах спектакльсем, пьесăсем лартатчĕç. Манăн атте пĕр улшăнми суфлерччĕ. Унăн тăватă класлă пĕлÿ пурччĕ, анчах çав вăхăтра вăл хутла пĕлекен çын шутланатчĕ. Çынсем ун патне документ çырса хатĕрлеме, илнĕ çырусене вулаттарма е çĕнĕ çыру çыртарма килетчĕç. Пиллĕкмĕш класа Таштамак ялне каймаллаччĕ, анчах атте манăн пĕлÿ çителĕклĕ терĕ. Манăн питĕ вĕренес килнĕ пулин те, ĕçлеме тытăнмаллаччĕ, кĕçĕннисене пăхмаллаччĕ. Мĕн тупнине пĕтĕмпе вулаттăм. Шел, поселокра библиотека та, читальня та çукчĕ.
1940 çулхи декабрьте анне йывăр чирлесе ÿкрĕ. Хуйхă-суйхăсăр ачалăх пит хăвăрт вĕçленсе пычĕ...
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Ир пулнă. Эпĕ вăрантăм. Атте ĕçе кайнă ĕнтĕ, анне вара мĕншĕн-тĕр хаман выртать. Яланхи пек мар. Эпĕ ун патне пытăм: „Анне!” Хирĕç чĕнмест. Ăнланса илтĕм. Вăл вилнĕ.
Хăвăртрах урама чупса тухрăм. Хĕрарăмсем кĕтÿ хăвалатчĕç. Вĕсем мĕн çинчен-тĕр хумханса калаçатчĕç, анчах эпĕ вĕсем çине пăхмасăр атте патнелле чупрăм. Вăл тĕрлĕ курăкран силос хывнă çĕрте пулчĕ. Выльăх апатне лашапа хутăштаратчĕç. Çын нумайччĕ. Вĕсем патне эпĕ „Анне вилчĕ! Анне вилчĕ!” тесе кăшкăрса мĕнле чупнине инçетренех асăрхарĕç. Арçынсемпе хĕрарăмсем сенĕксене тата кĕреçесене пăрахрĕç, мана çавăрса илчĕç. Унтан пĕтĕм халăх пирĕн пата утрĕ. Аннене пытарма хатĕрленчĕç.
Анне хĕлĕпе чирлерĕ. Эпĕ пĕррехинче лаша кÿлсе ăна Толбазă больницине илсе кайрăм. Анчах мана вăйсăр лаша пачĕç. Мĕн чухлĕ тăрăшсан та, вăл мана, арçын ачана, итлемерĕ. Киле таврăнма тиврĕ. Эпир тепрехинче урăх лашапа кайса çитрĕмĕр. Врач хутпа чĕркенĕ порошоксем çырса пачĕ. Анне вĕсене тăрăшса ĕçетчĕ, анчах вĕсем сахал пулăшрĕç. Вăл пире, пилĕк ачине, ĕçе путнă аттене хăварса, 36 çула çитеймесĕрех вилчĕ. Çав кун ирхине вăрçă пуçланчĕ.
Аттене тепĕр хут авланма сĕнетчĕç, анчах вăл килĕшместчĕ. Аннене юратнă пулĕ, вĕсем унпа мĕн чухлĕ çул чунтан-вартан килĕштерсе пурăнчĕç. Атте çиллес кăмăллă пулин те, эпĕ нихăçан та вĕсем тавлашнине, хирĕçнине курман. Эпĕ пĕррехинче сĕтел хушшинче урок туса лараттăм. Задачăна шутлаймастăп.
- Георгий, ывăлна пулăш-ха. Куратăн вĕт, вăл шутлаймасть, - терĕ анне.
- Пире никам та пулăшман, хăй шутлатăр, - хуравларĕ атте.
Анне хут пĕлмен. Вăл хăйĕн пекех ытти хĕрарăмсемпе клуба çÿретчĕ, унта вĕсене вулама тата çырма вĕрентетчĕç. Саспаллисене тăрăшса çырса, вăл хăйĕн „Надежда” ятне пĕрремĕш хут çырнине астăватăп. Эпĕ çакăншăн унпа пĕрле вăрахчен савăнтăм.
Анне манăн асра илемлĕ, çутă сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă упранса юлчĕ. Вăл питĕ тимлĕччĕ. Унăн сăнарне, пире ачашлакан аллисене, çемçе сассине халĕ те асра тытатăп. Пире, хăйĕн ачисене, вăл питĕ юрататчĕ. Çывăрма выртас умĕн кашнине ыталаса илетчĕ, ăшăрах витетчĕ. Килти пĕтĕм ĕçе тума ĕлкĕретчĕ. Хăй станокпа тĕртнĕ пиртен Мăнкун тĕлне кашни валли çĕнĕ тумтир çĕлетчĕ. Çак уява яланах чăтайми кĕтеттĕмĕр. Анне вилни маншăн пысăк хуйхă пулса тăчĕ. Çак кунран манăн хуйхă-суйхăсăр ачалăх вĕçленчĕ. Эпĕ ир çитĕнсе çитрĕм.
1941 çулхи кĕркунне. Фашистсене хирĕç хаяр вăрçă пырать. Тухăç пухса кĕртмелли вăхăт çитрĕ. Атте мана молотилкăна кÿлнĕ сакăр лашана хăвалама хăйĕнпе ĕçе илсе каятчĕ. Лашасем çаврăм туса çÿреççĕ, манăн вĕсене хăваламалла, чарăнса ан тăччăр çеç. Çавă питĕ йăлăхтармăш ĕç – кун тăршшĕпе пушă çавăр-ха. Эпĕ шăхăраттăм, кăшкăраттăм, юрлаттăм... Лашасене хамах кÿлеттĕм, тăвараттăм, лаша витине ертсе каяттăм. Вĕсене юрататтăм, вăхăтлă шăварма, çитерме тăрăшаттăм. Çак туртăм пурнăç тăршшĕпе сыхланса юлчĕ. Çитĕнсе çитсен эпĕ колхозра нумай вăхăт тăршшĕне конюхра ĕçлерĕм, çамрăк ăйăрсене ут хатĕрĕсене, юланутçăна вĕрентеттĕм. Вĕсем, юланутçăна ÿкерме тăрăшса, питĕ хытă тапатчĕç.
Эпир аттепе ĕçре пулнă вăхăтра виçĕ шăллăм тата йăмăк килте хăйсем çеç ларатчĕç. Пире, ĕçлекенсене, хирте ыраш çăнăхĕпе пĕçернĕ яшка çитеретчĕç. Паллах, вăрттăн, мĕншĕн тесен район центрĕнчен кашни тырă пĕрчине упрама хушу килнĕччĕ. Пăхăнманшăн питĕ çирĕп ыйтатчĕç, тĕрмене те лартатчĕç.
Пĕр ĕç кунĕнче пирĕн паталла тăрантаспа çын килнине инçетрен куртăмăр. Ун еннелле пăхса, эпир пурте шăплантăмăр. Тен, закона пăсса, кунта яшка пĕçерни çинчен пĕлсе, район центрĕнчен кам-тăр килет. Çавă Таштамак ялсовечĕн председателĕ пулса тухрĕ. Пирĕн ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕслеме килнĕ. Пурте çăмăллăн сывласа ячĕç. Хăй тăрантас çинчен анмасть. Вăрçăра вăл уринчен аманнă пулнă. Атте ун патне пырса ыйтрĕ:
- Ну, мĕн, Суворов, нумай нимĕç вĕлертĕн-и?
- Пĕр теçетке пухăнать пулĕ, - хуравларĕ председатель.
Пирĕнпе ун-кун çинчен калаçкаласа, тĕрĕслекен кайрĕ. Эпир каллех ĕçе тытăнтăмăр.
Сăнÿкерчĕк çинче манăн атте, Г. Никитин, вăрçа каяс умĕн.