Пур хыпар та

Нина Фёдорова-Максимова. Афганистан салтакне

Афганистан салтакне халалланă сăвă.

Афганистан салтакне
Выляса, кулса эс ӳсрĕн
Тӑван, ялйыш хушшинче.
Ӑстӑнлӑ та эсĕ пултӑн -
Вĕрентĕн аслӑ шкулсенче.
Ҫара кайрӑн та... хур куртӑн
Иртнĕ Афган вӑрҫинче!
Ирсĕр вӑрҫӑ пулман пулсан
Ҫуралĕччĕҫ ачусем...
Палӑк умĕнче йĕмĕччĕҫ
Сана савнӑ пикесем...
Аҫу-аннӳ сывлӑхĕ те
Хавшамĕччĕ вӑхӑтсӑр!
Ан пултӑрччĕ урӑх вӑрҫӑ!
Ача-пӑча сыв пулччӑр...
Вĕҫлесе ҫапла каласшӑн,
Хисеплĕ ентешĕмсем:
Кӳршĕсене пулӑшар та
Анчах, вӑрҫӑпала мар!
Читайте нас: