Çар комиссариачĕсене тата ВЛКСМ райкомĕсен суйласа илекен комиссийĕсене комсомолецсенчен хăйсене фронта яма ыйтса çырнă заявленисем питĕ нумай килнĕ. 1942 çулхи çуркунне республикăра разведка тата диверси шкулне доброволецсем йышлă пухма тытăннă.
Разведкăна уçăмлă тĕллевлĕ, пĕлÿллĕ, çирĕп ÿт-пÿллĕ хĕрсем кирлĕ пулнă. Çирĕм çулхи Вера Кузьмина тата вунтăххăрти Мария Степанова ВЛКСМ ЦК çумĕнчи диверси-разведка шкулне комсомол путевки илнĕ. 1942 çул. Апрель уйăхĕ. Классенче уроксем пынă. Сасартăк алăкран шаккани илтĕнсе кайнă. Хумханса ÿкнĕ Кузьмина учитель¬ница пĕр-икĕ минутран каялла кĕнĕ те хăйĕн вĕренекенĕсене çапла пĕлтернĕ: „Çакă манăн сирĕнпе юлашки урок”.
Вера Кузьминан заявленийĕ: „Çарта служба иртме эпĕ хама мораль енĕпе те, вăй-хал енĕпе те хатĕр тесе шутлатăп. Спортăн мĕнпур тĕсĕпе тата пăшалтан пеме вĕренес енĕпе питĕ лайăх паллăсем пур. 1940 çулхи çулла пуçламăш классен учителĕсем хатĕрлекен пĕр уйăхлăх курс иртрĕм. 10 класс пĕтертĕм. Нимĕç чĕлхи вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Бишкаин шкулĕнче учительте ĕçлетĕп. Манăн вырăн фронтра тесе шутлатăп, унта эпĕ Тăван çĕршыва нумайрах усă кÿрĕп”.
Уйрăлу вăраха мар пулассине шанса шкулпа сывпуллашнă. Çав вăхăтра вĕсем патне шкул технички Варвара кинеми пырса тăнă. „Эппин, эсир Тăван çĕршыва хÿтĕлеме каятăр. Салтак служби йывăр. Сире Турă сыхлатăр!” – тенĕ. Вăл хĕрсене чуптуса илнĕ тата пил панă.
Вĕсене хăвăртлатнă программăпа вĕрентнĕ. Кăнтăрла тата çĕрле уйăх тăршшĕпе вĕрентнĕ. Ушкăнра 8-10 яш тата икĕ-виçĕ хĕр пулнă. Каччăсем тăшман тылĕнче çар заданийĕсем пурнăçланă, хĕрсене вара, тĕпрен илсен, разведкăна янă, вĕсем тĕлĕшпе шанманлăх сахалрах пулать вĕт. Кузьминан ушкăнне Белорусси вăрманĕсене çитерсе хăварнă, вăл оккупантсем ярса илнĕ вырăнта ĕçленĕ. Ушкăн умĕнче задача тăнă: тăшман çарĕсене активлăн сăнаса пĕлмелле, тăшманăн автомашинисен колоннисене тата пĕчĕк ушкăнĕсене тĕп тăвас тĕллевпе çулсене, кĕперсене минăламалла, засада тумалла, телефон çыхăнăвĕн линийĕсене татмалла тата нумай ытти. Разведчиксем çап-çамрăк хĕрсем пулнă. Вĕсенчен нумайăшĕн шăпи хăрушă: кашни иккĕмĕшĕ тенĕ пек вилнĕ е ăна гестапăра асаплантарса вĕлернĕ, çакса, персе вĕлернĕ, чĕрĕллех çунтарса янă, десанта кайнă е фронт линине каçнă чухне вилĕм тупнă, мина çине пырса кĕрсе сирпĕннĕ, хыпарсăр çухалнă. Хыпарсăр çухалнисен шучĕ пысăк пулнă, çакна разведчиксен тата диверсантсен задание кайнă чухне хăйсемпе пĕр документ та пулманнипе тата вилсен вĕсене палласа илменнипе ăнлантарса параççĕ. Вĕсен ячĕсем те, хушамачĕсем те пулман, псевдоним – суя хушамат – çеç пулнă. Вĕренсе тухнă хыççăн Маша тата Вера пĕр-пĕрне урăх тĕл пулман. Вера Кузьмина заданирен таврăнман. Нимĕçсем пирĕн разведчиксемпе калаçса тăман - тÿрех вĕлернĕ.
Мария Степанован асаилĕвĕсенчен: „Çулсене минăланă. Обоза тапăнтăмăр. Çапăçура хамăрăн ушкăнри икĕ хĕр вилчĕ... Паттăр, хăюллă тата харсăр хĕрсем çинчен астăвăм манăн чĕрере яланах пурăнать”.
Пирĕн çарсем государство чиккине çитсен, диверси-разведка ушкăнĕсене салатса янă. Сывă юлнă хĕрсем мирлĕ пурнăçа таврăннă. Мария Степанова пĕр çул шкулта ĕçленĕ. Çĕнтерÿллĕ 1945 çулта качча тухнă, Бишкаинтан куçса кайнă.
ВЛКСМ ЦК çумĕнчи диверси-разведка шкулĕсене нумай çул хушши вăрттăнлăхра тытнă. 90-мĕш çулсенче çеç документсене уçса панă. Сывă юлнă тата вилнĕ разведчик хĕрсен ячĕсем халăх асĕнче чикĕсĕр хăюлăх тата хастарлăх символĕ пек упранса юлĕç.
Хыççăн калани. Кÿршĕллĕ Николаевкăри пуçламăш шкултан 1942 çулхи апрельте виçĕ учительницăна – Хрестиния Алексеевана, Клавдия Егорована тата Мария Никифорована – çара илнĕ.