Пур хыпар та

Яланлăха вунтăхăр çулта юлнă

Октябрĕн 18-мĕшĕнче – 217-мĕш парашют-десант гварди полкĕн саккăрмĕш парашют-десант роти тĕп пулнине 30 çул.

Степановка ялĕн масарĕнче вилтăприсемпе хĕрессем хушшинче тельняшка тата десантниксен беретне тăхăннă каччăн сăнÿкерчĕкĕпе палăк пур. Унта çапла çырса хунă: „Япрынцев Сергей Михайлович гварди ефрейторĕ. 30.08.1970-18.10.1989. Служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пуç хунă”.
Портретпа юнашар „Хастар пулнăшăн” орден ÿкерчĕкĕ, унпа ăна вилнĕ хыççăн наградăланă.

Сергей Стерлитамакра çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ, Михаил Михайлович, нумай çул тăршшĕне Стерлитамакри станоксем тăвакан заводра ĕçленĕ. Вăл ывăлĕ вилнĕ хыççăн çирĕм çул пурăннă. Амăшĕ, Александра Евгеньевна, Стерлитамакри ача-пăча поликлиникинче медсестра пулса ĕçленĕ. Сергей хулари 15 №лĕ вăтам шкулта вĕреннĕ. 17 №лĕ СПТУра автослесарь специальноçне алла илнĕ.
- Сережа çирĕп, сывă, пулăшма хатĕр ача пулса ÿсрĕ, - аса илет Александра Евгеньевна. – „Лайăх” тата „питĕ лайăх” паллăсемпе вĕренчĕ. Кашни класра Тав çырăвĕсем илетчĕ. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче хамăрăн ывăл çинчен лайăххине анчах илтме питĕ кăмăллăччĕ. Мĕн ачаран Сергея ĕçе вĕрентсе ÿстерме тăрăшрăмăр.
Степановка, амăшĕн тăван ялĕ, Сергейшăн та иккĕмĕш тăван ен пулнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл Степановкăна килсе çÿренĕ, çиччĕмĕш класран пуçласа комбайнпа ĕçленĕ.
Халĕ Степановкăра кукамăшĕ, Варвара Аксентьевна, пурăнать. Александра Евгеньевна та пенсие тухнă хыççăн тăван ялне таврăннă.
Яла килсе çÿренĕ вăхăтра Сергей чипер хĕре тĕл пулнă. Тамара Уфари нефть техникумĕнче вĕреннĕ, ашшĕ-амăшĕ патне канмалли кунсенче килсе çÿренĕ. Часах вĕсен туслăхĕ юратăва çаврăннă. Мăшăрланма та хатĕрленнĕ, анчах та ашшĕ-амăшĕ малтан çарта служба иртме сĕннĕ.
1988 çулхи кĕркунне Сергея Совет Çарĕн ретне илнĕ, сывлăш-десант çарне службăна янă. Литвари вĕренÿ подразделенийĕнче çамрăк десантник десантăн çар машинин (БМД) наводчик-операторĕн специальноçне алла илнĕ. „Танкпа ярăнăп, тупăран перĕп”, - шÿтлесе çырнă Сергей хăйĕн çырăвĕсенчен пĕринче. 80-мĕш çулсен вĕçĕ - Совет Союзĕн историйĕнчи кăткăс тапхăр. Юлашки совет салтакĕ Афганистан республикинчен тухма ĕлкĕреймен-ха, тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче вара нацисем хушшинчи хирĕçÿ вут-çулăмĕ хĕрсе пынă. Закавказье, Прибалтика тата Молдави республикисенчен ки¬лекен пĕлтерÿсем тăтăшрах та тăтăшрах фронтри сводкăсене аса илтернĕ. Кунта та, Литвара, лару-тăру лăпкă пулман. Вырăнти националистсен хулиганла ĕçĕсем тăтăшланнă. Çĕрле хула тавра пенĕ сасăсем илтĕнсе тăнă. Каунас тата Вильнюс урамĕсемпе десантăн çар машинисем патрульленĕ.
Çур çул иртсе кайнă. Пуçласа парашютпа сикни, марш-бросоксем, пеме вĕренни... хыçа юлнă. Малалла Одесса облаçĕн кăнтăр енĕнче вырнаçнă Болград хулинче тăнă 98-мĕш Свирск сывлăш-десант гварди дивизине служба иртме янă. Сергей Афганистан вăрçин участникĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ Николай Зорев гварди капитанĕ командăлакан подразделенине службăна лекнĕ. Унăн саккăрмĕш ротине пĕр хутчен кăна мар Закавказьери хирĕçÿсем пынă вырăнсенче командованин ятарлă заданийĕсене пурнăçлама тÿр килнĕ. Десантниксем Арменинче, Азербайджанра, Нагорный Карабахра пĕтĕмпе 298 талăк ирттернĕ. Вĕсем армянсен тата азербайджансен пиншер çемйине тăнăçлăхпа хăрушсăрлăх кÿнĕ, вĕсене пуçтахланнипе пусмăрланинчен хуралланă, хăрушла çĕр чĕтреннĕ хыççăн Спитак тата Ленинакан хулисене çуртсен ишĕлчĕкĕсенчен тасатнă...
Июльте Александра Евгеньевна Наташа ятлă кĕçĕн хĕрĕпе тата Тамарăпа Болграда ывăлне курма килнĕ. Увольненинче вĕсем виçĕ уйăхран саккăрмĕш ротăн ушкăнла вилтăприйĕ пулса тăнă вырăнта сăн ÿкерĕннĕ.
Сергей Япрынцев гварди ефрейторĕ служба иртекен 217-мĕш парашют-десант гварди полкĕ çар вĕренĕвĕнче пулнă чухне десантниксене тревога пĕлтернĕ, лару-тăру çивĕчленнĕ пирки вĕсене васкавлăн Закавказьене куçарнă. Октябрĕн 3-мĕшĕнче вĕсем пурнăç пĕлтерĕшлĕ коммуникацисене, объектсене, кĕперсене хураллама задачăпа Баку хулине килсе çитнĕ.
БМД наводчик-операторне С.М. Япрынцев гварди ефрейторне „Хастар пулнăшăн” орден илме тăратнинчен: „... Октябрĕн 12-мĕшĕнче С.М. Япрынцев гварди ефрейторĕ обществăлла йĕркене пăсакан граждансене тытассине хутшăннă. Хăюлăх тата хастарлăх кăтартса, вăл вĕсене автомобильпе тарма паман. Йĕркене пăсакансенчен хĕç таврашĕ тата совет влаçне хирĕç листовкăсем туртса илнĕ”.
Десантниксем Бакура вунпилĕк талăк ирттернĕ. Çак вăхăтра хулари лару-тăру йĕркене кĕнĕ, Азербайджан руководстви комендант вăхăтне пăрахăçлама решени йышăннă. Десантниксем урăх кирлĕ пулман, çавăнпа та вĕсем октябрĕн 18-мĕшĕнче ялан тăнă вырăна – Болград хулине - кайма тухнă.
Ашшĕ-амăшĕ салтак вилнĕ хыççăн илнĕ юлашки çырăвĕнче Сергей çапла çырнă: „Хулара эпир пулнă хыççăн самай лăпкăрах пулса тăчĕ. Комендант вăхăтне пăрахăçларĕç, хурал тăмаççĕ. Урамсенче десантниксен пĕр патрульне те курма çук”.
Пĕрремĕш класлă çар летчикĕ Александр Калмыков полковник командăлакан ИЛ-76 самолет экипажĕ десантниксене борта йышăннă, унтан, хăпарса анмалли тăрăх çинчен çĕкленсен, хăйĕн юлашки вĕçевне кайнă. Сулахай енчи чи хĕрринчи двигатель çунма пуçлани çинчен пĕлтерÿ килсен, ИЛ-76 кирлĕ çÿллĕше çĕкленнĕ пулнă ĕнтĕ. Экипаж пушар сÿнтермелли системăна хускатнă, анчах та вут-çулăма сÿнтерсе пулман. Вара экипаж командирĕ самолета лартма шутланă. Вĕçсе хăпарса анмалли тăрăх патне çитме 11 километр тăрса юлсан самолетăн сулахай çуначĕ персе аннă, вара машина каппăл ÿкме пуçланă. Экипаж самолета тата унти десантниксене çăлса хăварассишĕн юлашки минутчен кĕрешнĕ, анчах, шел пулин те, ИЛ-76 çыран хĕрринчен 500 метрта Каспи тинĕсне ÿкнĕ. Аллă метр çÿллĕш вут-хĕм юпи пĕр самантлăха пĕтĕм таврана çутатнă. Инкек 18 сехет те 37 минутра пулса иртнĕ...
„Закавказье çар округĕн аэродромĕсенчен пĕринчен Сывлăш-десант çарĕн çар служащийĕсене турттарнă чухне, вĕсем регионта йĕрке тăвас енĕпе задачăна пурнăçланă, ИЛ-76 çар-транспорт самолечĕ катастрофăна лекнĕ. Унăн бортĕнче çичĕ çынран тăракан экипаж тата 50 çар служащийĕ пулнă. Пассажирсем тата экипаж членĕсем пурте вилнĕ”.

ТАСС пĕлтернинчен.
Украинăри авалхи Болград хулин тĕп площадĕнче пиншер çын пухăннă, унта вилнĕ десантник-воинсене символла пытарасси иртнĕ. Часть вырнаçнă вырăнтан ушкăнла вилтăпри патне çити çул çине чĕрĕ чечексем хурса тухнă. Авалхи чиркÿсен чанĕсем хуйхăллăн янранă. Вĕсенче вилнисемшĕн кĕлĕ тунă. Дивизин çамрăк командирĕ хурлăхлă шăплăхра тăнă. Унăн кăкăрĕ çинче - Совет Союзĕн Геройĕн „Ылтăн Çăлтăрĕ”, питĕнче – çĕвек йĕррисем. Афганистанра унăн çарти тусĕсене пĕрре мар çухатма тÿр килнĕ. Анчах та унта вăрçă пынă, кунта вара... Кам халĕ амăшне ывăлне, арăмне упăшкине, ачине ашшĕне тавăрса парĕ? Десантниксем вилнĕ вырăнтан илнĕ хăйăрпа символла урнăсене сывпуллашу залпĕ янранă май ушкăнла вилтăприне антарнă...
Çавăн хыççăн пĕр эрнерен вилнĕ десантниксен ÿчĕсене Каспи тинĕсĕ тĕпĕнчен хăпартнă. Ноябрь уявĕсем умĕн Степановка ялĕнчи масарта амăшĕ Сережăна иккĕмĕш хут пытарнă...
Сывлăш-десант çарĕн командующийĕ В.А. Ачалов генерал-полковник Сергейăн ашшĕ-амăшне çапла çырнă: „Пурнăçра ăна çăмăл мар, анчах та хисеплĕ çул пÿрнĕ: сывлăш-десант çарĕн шкулне иртме, вăл гвардеец-десантникăн аслă званине тивĕçлĕ пулнă, мĕнпур йывăрлăхсене ăста çĕнтернĕ. Çунатлă гварди воинĕсен асĕнче унăн ячĕ паттăрлăх, çирĕплĕх тата чыслăх тĕслĕхĕ пек юлĕ”.

Пĕр çултан, 1990 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче, Болград хулин тĕп площадĕнче саккăрмĕш ротăн вилнĕ десантник-воинĕсене асăнса палăк лартнă. „Голубые береты” ансамбль хăйсен юррисенчен пĕрне вĕсене халалланă.
Çав хуйхăллă датăранпа вăтăр çул иртнĕ... Çак çулсенче Совет Союзĕ ятлă аслă çĕршыв саланчĕ. Иваново хулинче, часть халĕ тăракан вырăнта, саккăрмĕш ротăн вилнĕ воинĕсене асăнса çĕнĕ палăк лартнă. Кашни çул августăн 2-мĕшĕнче, Сывлăш-десант çарĕсен кунĕнче, тата октябрĕн 18-мĕшĕнче, саккăрмĕш рота тĕп пулнă кун, Российăри Иваново хулинче тата Украинăри Болград хулинче çак палăксем патне чечексем тата чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Стерлитамак урамĕсемпе вара Сергей Япрынцев ячĕллĕ троллейбус çÿрет.
Е. СМИРНОВ,

запасри гварди майорĕ,

С. Япрынцевăн çарти юлташĕ.
Читайте нас: