Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Сирĕн паттăрлăхăра наградăпа хаклама çук

Толбазă ялĕнче „Çарсене Афганистанран кăларнине 30 çул” юбилей медальне чаплă лару-тăрура парасси иртрĕ.

Çав çĕршывран совет çарĕсене кăларнине кăçал февральте çакăн чухлĕ çул пулчĕ. Çак медале ветеран-сене хăй вăхăтĕнче пама май пулман. Вĕсем тивĕçлĕ наградăна халĕ çеç илчĕç. Çар ĕçĕсен участникĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Цуканов, районăн çар комиссарĕ Файруз Гимадиев тата ытти официаллă çынсем саламларĕç.
- Çавă чăн-чăн вăрçă пулнă. Эсир интернационалист воин тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă, çапла майпа хăвăр Тăван çĕршывăра та хÿтĕленĕ. Сирĕн паттăрлăхăр хăюлăхăн тата Тăван çĕршыва юратнин тĕслĕхĕ пулса тăнă. Эсир тунине ниепле наградăпа та хаклама çук, - уйрăмах палăртса каларĕç вĕсем.
Çав вăрçа Аургазă районĕнчи 159 çамрăк салтак хутшăннă. Ытла та пысăк йывăрлăхра, килĕсенчен инçетре, кашни сехетре хăрушлăха, хăшпĕр чухне вилĕмлĕ хăрушлăха та лексе, вĕсем пурте çар присягине парăнса юлнă. Хальхи вăхăтра районта 75 ветеран пурăнать.
Çакăн пекки урăх нихăçан та ан пултăр, асра вара шанчăклăха, хăюлăха тата тÿсĕмлĕхе çирĕплетсе паракан самантсем çеç юлччăр. Çамрăк ăру сиртен тĕслĕх илсе çитĕнтĕр.


Валерий АЛЕКСЕЕВ.

Читайте нас: