Пур хыпар та

Чапаева палăк лартĕç

Шуратăл хĕрринче Василий Иванович Чапаева палăк лартĕç.

Уфа районĕн Красный Яр ялĕнче июлĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен Граждан вăрçин çулĕсенчи Уфари операцине 100 çул çитнине халалланă „Шуратăл çийĕн аслати” („Гроза над Белой”) çар-истори фестивалĕ иртĕ. Икĕ кун хушшинче реконструкторсем ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи событисене йĕркелĕç, ун чухне Хĕрлĕ Çар наступлени пуçланă.
Фестиваль кунĕнче Шуратăл хĕрринче Василий Иванович Чапаева палăк лартĕç.
„Шуратăл çийĕн аслати” çар-истори фестивалĕ – Российăри Граждан вăрçи вăхăтĕнчи хăрушă событисене халалланă пĕртен-пĕр фестиваль. Ирттермелли вырăна ахальтен мар суйласа илнĕ. Шăпах кунта 100 çул каярах Василий Чапаев ертсе пыракан 25-мĕш стрелковăй дивизи Шуратăл урлă каçнă, Уфа хулине илме çапăçăва кĕнĕ.
Фестиваль хăнисем валли Уфа музейĕсен куçса çÿрекен выставкисене, истори клубĕсен интерактивлă площадкисене, истори ташшисен студийĕ ташă енĕпе мастер-классем, штыкпа çапăçас енĕпе занятисем, 25-мĕш Чапаев дивизийĕн музей-çуртне экскурсисем йĕркелĕç.
Читайте нас: