Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ырă тĕслĕх кирек хăш сăмахран та лайăхрах

Меселпуç ял тăрăхĕнчи Сосновка ялĕнче пурăнакансем ялти масарта Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче вилнисене тата хыпарсăр çухалнисене чысласа палăк лартнă.

Кăçал ял хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Ăна 1929 çулта кÿршĕри Меселпуç ялĕнчен куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ. Тепĕр çул вара Аслă Отечественнăй вăрçăри Çĕнтерĕве 75 çул пулать. Çавăнпа та ял çыннисем ку датăсене çакăн пек палăртма тата Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн, ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă ентешĕсем умĕнчи парăмне тавăрма шутланă. Унсăр пуçне масар хÿмине юсанă, унăн чиккисене кăшт пысăклатнă, вилтăприсене тирпейленĕ, пырса кĕмелли вырăна туптаса тунă çĕнĕ хапха лартнă.
Май пур таран ял çыннисем пурте пулăшнă. Анчах та ĕçсене финанслассине, материал туянассине тата палăк лартассине Иван Ильичпа Зинаида Андреевна Александровсен çемйи чи пысăк тÿпе хывнă. Вĕсен ывăлĕ, Мускавра пурăнакан Андрей Иванович предприниматель, çак ĕçсен пуçаруçи тата спонсорĕ пулнă.
Палăка уçасси, вăл çимĕк уявĕпе тÿр килнĕ, пысăк событи пулса тăнă. Тахçанах ялтан тухса кайнисем те килнĕ.
Кунта яланах çапла, нумай калаçма юратмаççĕ. Енчен те мĕн-тĕр шутланă пулсан – тăваççех. Хальхи вăхăтра ял çыннисем ача-пăча площадки тума хатĕрленеççĕ. Ăна та хăйсен вăйĕпе. Çавна валли территори суйласа илнĕ те ĕнтĕ. Ăна хÿме тытнă, периметр тăрăх сенкер чăрăшсем лартнă. Часах саксем, чуччу, хăйăр купи, „кăмпасем” тата вылямалли ытти оборудовани йĕркелесе лартĕç. Çапла, ял çыннисем, ентеш-спонсорсем активлă пулнипе ял çĕнелет. Çакă ыттисемшĕн ырă тĕслĕх мар-и?!
Н. Васильевăн фотоÿкерчĕкĕ.
Читайте нас: