Аургазă хыпарçи
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пĕртăвансем – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем

Ылханлă 41-мĕш çулхине Бишкаин ялĕнчи виçĕ пĕртăван Федоровсем Аслă Отечественнăй вăрçа кайнă.

Асли – Василий, тупă командирĕ, сержант, 1941-мĕш çулхи декабрьте Мускав патĕнче хыпарсăр çухалнă.
Вăтамми – Александр, артиллери çарĕнче служба иртнĕ. Гварди старшини топографи отделенийĕн командирĕ пулнă. Вăл „Катюша” гварди реактивлă установкăсен вут-çулăмне йĕркелесе пынă. Хăюллă тата паттăррăн çапăçнă. Ăна II степень Отечественнăй вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденсемпе, “Хăюлăхшăн”, „1941- 1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн”, „Японие çĕнтернĕшĕн” медальсемпе тата ытти çар медалĕсемпе наградăланă. Çар çулĕсемпе пĕтĕм Европăна тенĕ пек утса тухнă. Александр Павлович демобилизациленнĕ хыççăн вăрах вăхăт Бишкаинти шкулта ĕçленĕ.
Чи кĕçĕнни – Николай, вăрçăччен аслă педагогика пĕлĕвĕ илме ĕлкĕрнĕ. Федоров капитан Инçет Хĕвелтухăçĕнче пирĕн çĕршыв чиккисене хÿтĕленĕ. Вăрçа вăл 1947 çулта Корейăра вĕçленĕ. Кунта хăйĕн юратăвне – Ольга Николаевна украин хĕрне - тĕл пулнă. Сеулта вĕсен Саша ывăлĕ çуралнă. Николай Павлович хăйĕн çемйине Пушкăртстана илсе килнĕ. Запасри капитана Батăрти шкулăн военрукне уйăрса лартнă, тепĕр çултан Юламанти шкул директорне куçарнă. Темиçе çултан Федоровсен çемйи каллех арăмĕн тăван çĕршывне, Приморье крайне, таврăннă. Николай Павлович пенсие тухиччен унта шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Ăна „РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ” ят панă. Отставкăри майор Н. Федоров икĕ Отечественнăй вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденсемпе тата медальсемпе наградăланнă.
Халĕ Владивостокра Федоровсен ăрăвĕн темиçе çемйи пурăнать. Кунта Федоровсенчен чи кĕçĕнни – Богдан Олегович çитĕнет.
Хамăрăн халăх историйĕнчи страницăсене, пулни-иртнисене манма юрамасть. Шел пулин те, эпир яланах хĕн-асап курса тата нумай çын пурнăçне çухатса кăна çĕнтерме пултарнă.
А. ИВАНОВ.
Читайте нас: