Аургазă хыпарçи
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вăл çакăншăн çапăçнă-им?..

Çĕнтерÿ салтакĕсем. Евдоким Платонович Алексеев.

Кÿршĕллĕ Украина пилĕк çул тăршшĕне ĕнтĕ Российăна хирĕç тăшманла политика илсе пы-рать. Апрелĕн 21-мĕшĕнче çак çĕршывра Президент суйлавĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Владимир Зеленский шоумен республикăн çĕнĕ руководителĕ пулса тăчĕ. Ăна суйланă хыççăн Россия гражданĕсенчен нумайрахăшĕ „Незалежнăйĕн” русофоби политикинче улшăнусем пулассине кĕтет. Анчах вĕсен ĕмĕчĕсем тулĕç-ши? Е малалла тата та начартарах пулĕ-и? Паллах, çак ыйтусем пире пурне те, çав шутра мана та, хумхантараççĕ.
Манăн атте Евдоким Платонович Алексеев сакăр çул каялла, 83 çулта вилчĕ. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕччĕ. Çара ăна 1944 çулта, вунçичĕ çула çитсен, илнĕ. Службăна Çурçĕр Кавказра пуçланă, Çĕнтерĕве Германинче кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн тата пилĕк çул Украина территорийĕнче службăра тăнă, Карпат тăвĕсем хушшинче бандеровецсемпе çапăçнă. Килне 1951 çулта çеç таврăннă. Хăйне мĕн чухлĕ курма тата тÿсме тÿр килни çинчен питĕ сайра каласа паратчĕ. Эрех сыпсан е майăн 9-мĕшĕнче çеç. Эпир, ывăлĕсем, ача чухне вăл каласа панине тимлĕ итлеместĕмĕрччĕ. Вăл та эпир мĕнпурне ăнланма пултараймастпăр тесе шутланă пулĕ... Çитĕнсе çитсен вара пурте ăçта-тăр васкатчĕç, яланах вăхăт çитместчĕ... Хăшпĕр чухне пулсан та унпа юнашар вăрахрах лармалла, ăна итлемелле пулнине халĕ ăнланатăп...
1945 çулхи май уйăхĕнче çĕршыври пĕтĕм халăхшăн та мар мирлĕ пурнăç пуçланнă. Хĕвеланăç Украина территорийĕнче украин националисчĕсен вăйлă тата йышлă сечĕ малалла çапăçнă, вĕсене халăхра бан-деровцсем тенĕ. Вĕсем вырăнти халăха вĕлернĕ, совет салтакĕсене тапăннă. Вĕсене çапса аркатма вунă çула яхăн вăхăт кирлĕ пулнă. Çак тапхăр хушшинче пирĕн 25 пин çар служащийĕ, 30 пине яхăн мирлĕ халăх вилнĕ. Тăшман курăнми, чее тата тавçăруллă пулнă. Вăл хыçран тапăннă.
Атте каласа панă пулса иртнĕ темиçе ĕç çеç асра юлнă. Пĕррехинче Карпат тăвĕсем çинче разведчиксем бандеровецсен хытă вăйлатнă базине тупнă. Рота çапăçăва кĕрсен, унтан каялла чакакан тăшмана хăваланă чухне вăл чутах вилмен. Службăри юлташĕсем унăн плащ-палаткинче пульлăсем хăварнă пилĕк шăтăк шутласа кăларнă, вĕсенчен иккĕшĕ сылтăм аякĕнчен пĕр сантиметр хушăра витĕр тухнă.
СССР саланнă хыççăн, телевиденипе пĕтĕм „пылчăка” кăтартма, советсем вăхăтĕнчи пурнăçа хурлама пуçласан, вăл питĕ хуйхăратчĕ. Вăл çавăншăн пурăнни, ĕçлени, çапăçни куç умĕнче арканса пынă вĕт. Унтан, Путин ĕçлеме тытăнсан, пурнăç майĕпен лайăхланса пычĕ. Вăрçă участникĕсен пенсисене ÿстерчĕç. Государство çара, ветерансене тимлĕх уйăрчĕ... Майăн 9-мĕшĕнче аттене тĕлпулусене йыхравлатчĕç, чечек парнелетчĕç. Эпĕ вăл кăмăллă пулнине кураттăм.
Анчах ун чухнех, Украинăра влаçе Ющенко тăрсан тата Бандерăна Герой ятне парсан, хăй уншăн çапăçнă çак çĕршывра мĕн-тĕр питĕ начарри пулса иртнине атте ăнланатчĕ. Малашлăха курса тăнă пек: „Эпир аркатса пĕтереймен бандеровецсем пуç çĕклеççĕ. Тур çырлахтăрах, начартарах ан пултăр...” - тесе калатчĕ вăл куççульпе.
Унтан 2014 çул çитрĕ... „Незалежнăйĕнче” вара атте çакна мĕнле тÿсессине хăрушă тĕлĕкре те тĕшмĕртме çук ĕçсем пуçланчĕç. Юнлă майдан, Донецка бомбăлани, Одессăри трагеди - унта украин националисчĕсем хĕçпăшалсăр вуншар çынна вĕлернĕ тата çунтарнă. Бандеровецсем Киевра факелсемпе утса тухни, Донбасра халĕ те чарăнман вăрçă, унта икĕ енчен те вунвиçĕ пине яхăн çын вилнĕ. Вăл çакна пурне те тÿсеймĕччĕ!
Çавăнпа мана, хăшпĕр чухне, атте çак тĕнчерен пурнăç танлаштаруллă аванрах пулнă чухне уйрăлни лайăхрах та пулĕ пек туйăнать. Тав Турра, Порошенко Украинăра мĕн туса хунине те вăл курмарĕ.
Вăл çакăншăн çапăçнă-им?..
Лăпкă çывăр, атте... Унта телевизор тата хаçатсем çуккине шанса тăратăп...
Читайте нас: